Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Титокӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку кӗсре Титокӑн пулнӑ, ку выльӑх раскулачить тунӑ кулак ҫемйинчен.

Это Титкова была кобылка, эта животная из раскулаченных.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.

Антип Грач работал на отощавших Титковых быках, когда полудновали — промолчал о том, сколько вспахал; после обеда жена его, работавшая с ним погонычем, кормила быков своей упряги из подола, насыпав туда шесть фунтов причитавшихся быкам концентратов; а Антип даже хлебные крохи, оставшиеся после обеда, смахнул с ватолы, высыпал жене в подол — быкам на подкормку.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуҫа кӑларса пӑхрӑм та, ку чӑнах та ҫавӑ, Титокӑн качака таки утӑ ҫинче тӗшӗрсе ҫӳрет, шалфей курӑк суйлать, армути тунине мӑтӑртаттарать…

Выглянул, а это так и есть, он, Титков козел, по сену лазит, шалфей ищет, полынок грызет…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Раскулачить тунӑ Титокӑн качака таки утӑ сарайӗнче пурӑннине мансах кайнӑ эпӗ, ҫав ылханлӑ чун ҫинчен пачах маннӑ!

Замстило мне, что раскулаченный Титков козел на сеновале проживает, вовзят забыл про него, проклятущего!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ.

Макар оседлал коня, снял с него недоуздок, накинув нарядную уздечку, некогда принадлежавшую Титку, привычно поставил ногу в зазубренное стремя.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку акӑ, Титокӑн тимӗр-кӑвак ӑйӑрӗ, — ӑратлӑскер, тепри те, ҫӳренни, Дон таврашӗнчи лайӑх ӑратсен йӑхӗ.

Вот этот серый Титков жеребец — племенной, да и рыжий хороших донских кровей.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халиччен Титокӑн пулнӑ ҫурт тӗлне ҫитсен, хапха ҫине: «Гремячири Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз правленийӗ», тӗсе ҫырса ҫапнӑ шурӑ хӑма ҫине хӑнӑхнӑ майпа куҫӗсене вӗлт ҫеҫ шутарса илчӗ те, каллех хӑй икке пайланса кайнине туйрӗ.

И снова, когда подошел к бывшему Титкову дому и по привычке скользнул глазами по прибитой над воротами белой доске с надписью: «Правление Гремяченского колхоза», почувствовал обычную раздвоенность.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Илтрӗн-и эсӗ, Макарӑм, Титокӑн вӑпӑр-карчӑкӗ мӗн туса хунине?

А ты слыхал, Макарушка, что Титкова баба-яга сотворила?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титокӑн картишӗнче, Яков Лукич кулаксен конфискациленӗ кӗпи-тумтирне валеҫсе панӑ ҫӗрте, тӗттӗм пуличченех пӗр чарӑна пӗлмесӗр шавласа, кӗрлесе тӑчӗҫ.

На Титковом базу, где Яков Лукич распределял конфискованную кулацкую одежду, до потемок стоял неумолчный гул голосов.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗрлесенче ял Советӗнчен е Титокӑн пысӑк ҫуртӗнче вырнаҫнӑ колхоз правленинчен таврӑнсан, Давыдов тахҫанчченех пӳлӗмӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, пирус туртать, унтан, почтальон кӳрсе панӑ «Правда» тата «Молот» хаҫатсене вулакалать те, шухӑшӗпе каллех Гремячий Лог хуторӗнчи ҫынсем ҫине, колхоз ҫине, куллен пулса иртекен ӗҫсем ҫине куҫать.

По ночам, придя из сельсовета или из правления колхоза, разместившегося в просторном Титковом доме, Давыдов долго ходил по комнате, курил, потом читал привезенные кольцевиком «Правду», «Молот» и опять в размышлениях возвращался к людям из Гремячего, к колхозу, к событиям прожитого дня.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титокӑн пешни лайӑх…

Пешня у Титка добрая…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Картишӗнче Любишкин Титокӑн пар лашине ҫавӑтса пырса ҫунана кӳлме пикенчӗ, Нагульнов, сӗтел умӗнче, васкавлӑн ҫырма пуҫларӗ:

Во дворе Любишкин запрягал в пароконные сани Титковых лошадей, Нагульнов за столом бегло писал:

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хама валли канлӗ пурнӑҫ ҫапӑҫса илтӗм, тӗрӗс влаҫа хӳтӗлерӗм, вӗсем пур мана карланкӑран… — Титокӑн сасси, пат татӑлнӑ пек, сасартӑках пӳлӗнсе ларчӗ.

Завоевал себе сладкую жизню, справедливую власть оборонял, а она меня за хиршу… — Голос Титка оборванно осекся.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титокӑн ырханкка та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ арӑмӗ пӗчӗк лахханран пӑрушне шӑварса тӑрать.

Жена Титка, худая, высокая баба, поила из лоханки телка.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней