Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Семушкин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫанталӑка хушса тӑракан — ку вӑйлӑ япала! — савӑнса кайрӗ Семушкин.

— Погодой управлять — это здорово! — развеселился Семушкин.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлетӗп, уй-хир… тупнӑ халиччен курман япала! — терӗ Семушкин.

— Облака, поле… эка невидаль! — хмыкнул Семушкин.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир ан таптӑр ҫеҫ, ҫул ҫинчен ан тухӑр! — хӗрарӑмсем тавра чупкаласа ҫӳрерӗ Семушкин.

— Тетеньки, вы только не потопчите чего, не сходите с дорожки! — умолял Семушкин, бегая вокруг женщин.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тыркассем вӑхӑтсӑр вилесшӗн пулмарӗҫ, пӗр Маша кӑна, асӑрханмасӑр ҫӳренӗ пирки, пӗррехинче урипе капкӑна пырса ҫакланчӗ, виҫӗ кун хушши туяпа ҫӳрерӗ, Семушкин ҫакӑншӑн хӗпӗртесе ӳкрӗ пулин те, Маша вара вӑл конструкциленӗ капкӑн хӑрушӑ япала пулни ҫинчен ӑна хӑйнех каласа пачӗ.

Суслики особого желания умирать не проявляли, но Маша, зазевавшись, однажды угодила ногой в один из капканов, после чего три дня ходила, опираясь на палочку, и, к немалому удовольствию Семушкина, должна была признаться, что капкан его конструкции — штука опасная.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алеша Семушкин «тыркассене вилӗм» текен капкӑнӗсене лартса тухрӗ.

Алеша Семушкин повсюду расставил свои капканы «смерть сусликам».

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗсне — тӗрӗсех те-ха, — вӑрӑммӑн тӑстарса каларӗ Семушкин, — вӑл вӗт, Захар мучи, темӗнле…

— Правильно-то правильно, — неопределенно протянул Семушкин, — только он ведь такой, дед Захар…

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Захар мучи килет! — сасартӑк чупса ҫитрӗ Семушкин.

— Дед Захар идет! — подбежал вдруг Семушкин.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Семушкин вара чирлесех ӳкрӗ.

Семушкин — так тот заболел даже.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Семушкин, ав, Санька вӗсен чи лайӑх туллине юри таптаса тухнӑ терӗ.

Семушкин решительно заявил, что Санька помял их лучшую пшеницу из-за мести.

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Семушкин иккӗ сиксех Федя патне ҫитсе тӑчӗ:

Семушкин в два прыжка очутился около Феди:

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халӗ юрать, — терӗ Семушкин.

— Теперь можно, — сказал Семушкин.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӗсем участокра хурал тӑраҫҫӗ, — терӗ Семушкин.

— Они на участке дежурят, — ответил Семушкин.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан пӗрене ҫинче Степа, Семушкин, Зина Колесова ларнине асӑрхарӗ, вӗсене хӑй патне чӗнсе илчӗ.

Потом заметил на бревнах Степу, Семушкина, Зину Колесову и позвал их к себе.

26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пахчана, лупас хыҫне виноградсем, дыньӑсем лартса ӳстерес пулсан, — терӗ Семушкин.

— А еще бы виноград за сараями хорошо вырастить, дыни, — заметил Семушкин.

24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт ҫитӗ, шӑп ҫакӑн пекех ӗнтӗ Алеша Семушкин, Апла-Капла Степа Стожарӑн ытти ачисем те хӑйсен ашшӗсемпе пиччӗшӗсене кӗтсе илӗҫ…

Пройдет время, и так же встретят своих отцов и братьев Алеша Семушкин, Степа Так-на-Так и многие другие стожаровские мальчишки.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла… — калама пуҫласшӑнччӗ Семушкин, анчах Маша ҫак сӑмахсене каланӑшӑн хӑй те ӳкӗнчӗ, Семушкина чавсинчен тӗртрӗ, Андрей Иванӑча ҫатан валли хӑва касакан Санькӑпа юлташӗсем еннелле кӑтартрӗ.

— А такой… — начал было Семушкин, но Маша уже пожалела о своих словах, дернула Семушкина за локоть и показала Андрею Иванычу в сторону реки, где Санька с приятелями резал в лозняке прутья для корзин.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Семушкин кӳреннӗ пек пулчӗ, ҫавӑнтах кӑмӑл пуррисене тыркас шӑтӑкӗсем патне пытанса выртса, унӑн капкӑнӗсем мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеме сӗнчӗ.

Семушкин обиделся и тут же предложил всем желающим залечь и замаскироваться около сусличьей норы, чтобы на опыте убедиться, как безотказно действует его капкан.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан Алешка Семушкин учителе хӑй патне чӗнчӗ.

Потом вниманием учителя завладел Алеша Семушкин.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Паллатӑп сана, Алеша Семушкин, — кулса ячӗ учитель, — малтанхи пекех эсӗ, чӑтӑм ҫитмест сана.

— Узнаю тебя, Алеша Семушкин, — улыбнулся учитель: — ты нетерпелив, как и прежде.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑрҫӑ ҫинчен каласа парӑр-ха, Андрей Иванӑч, — пур ачасем те учителе алӑ тытса тухнӑ хыҫҫӑн, ыйтрӗ Семушкин.

— Расскажите про войну, Андрей Иваныч, — попросил Семушкин, когда все ребята поздоровались с учителем.

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней