Поиск
Шырав ĕçĕ:
17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унта ҫитсессӗн, Иеремия ту хушӑкӗнче пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупнӑ та кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине тата ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли парне вырӑнне ҫавӑнта илсе кӗнӗ, кӗрсе-тухса ҫӳремелли шӑтӑкне хупласа хӑварнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫырса хӑварнисенче тата ҫакӑн пек калани те пур: Турӑ уҫса панипе, ҫак пророк ту ҫине хӑпарнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине ҫӗклесе пыма хушнӑ; Моисей шӑпах ҫак ту ҫине улӑхсассӑн Турӑ паракан еткере курнӑ пулнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫапла ҫырса хӑварни пур: куҫарса каякансене Иеремия пророк хӑйсемпе пӗрле вут-ҫулӑм илсе кайма хушнӑ, 2. куҫарса каякансене саккун парса, пророк вӗсем Ҫӳлхуҫа хушнине ан манччӑр, суя турӑсен ылтӑн-кӗмӗл кӗлеткисене, вӗсен эрешӗсене курса хӑйсен ӑсне ан арпаштарччӑр тенӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Алкимпа Вакхид патне, тӗрӗс килӗшӳ шыраса, саккун вӗрентекенсем пухӑнса пынӑ.12. К Алкиму же и Вакхиду сошлось собрание книжников искать справедливости.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӗр те хӗрӗх саккӑрмӗш ҫулхи тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнче вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та, 53. саккун хушнӑ пек, ҫӗнӗрен туса лартнӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вара, саккун хушнӑ пек, пӗр пӗтӗм чулсем илнӗ те парне вырӑнне ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса лартнӑ; 48. унтан Ҫурт ӑшчиккине, шалти пайӗсене юсаса тухнӑ, пӑлтӑрӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 49. ҫӗнӗрен кӗлӗ савӑчӗсем тутарнӑ, Ҫурта шантал, фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел кӗртсе лартнӑ; 50. парне вырӑнӗ ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, шантал ҫинче ҫутаткӑҫсем ҫутса ярса, Ҫурт ӑшчиккине ҫутатнӑ; 51. парне сӗтелӗ ҫине ҫӑкӑрсем хунӑ, чаршавсем карса тухнӑ; ҫапла вӗсем хӑйсем тытӑннӑ пур ӗҫе те туса пӗтернӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Вара ҫурт лартма тытӑннисене, хӗр ҫураҫса хунисене, иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстерме пикеннисене тата хӑравҫӑ ҫынсене, саккун хушнӑ пек, хӑйсен килне таврӑнма каланӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Илияна саккун тӗлӗшӗнчен тимлӗрен те тимлӗ пулнӑшӑн чӗрӗллех тӳпе ҫине илнӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫакӑншӑн ӗнтӗ Эпӗ сире пӗтӗм халӑх умӗнче хӑвӑртан йӗрӗнмелле тӑвӑп, мӗскӗне хӑварӑп, мӗншӗн тесен эсир Манӑн ҫула уямастӑр, саккун ӗҫӗнче икӗпитленетӗр.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах эсир ҫак ҫултан пӑрӑнтӑр, илӗртсе, нумайӑшне саккун тӗлӗшӗнчен иккӗленмелле турӑр, Левийпе хывнӑ халала пӑсрӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавна пула саккун хӑйӗн вӑйне ҫухатрӗ, тӗрӗс сут туни ҫук: йӗркесӗр ҫын тӳрӗ ҫынна ҫӗнтерет, ҫавӑнпа сучӗ те суя пулать.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Нумай-нумай йӑх пуҫтарӑнӗ, калӗҫ вара: «килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне улӑхар, Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене кӑтартӗ — эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр: Сионран саккун килӗ, Иерусалимран Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ килӗ» тейӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Навуходоносор патша лартнӑ йӗрӗхе пуҫҫапса чаплӑн уҫмашкӑн сатрапсем, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсем, хула пуҫлӑхӗсем, ҫарпуҫсем, аслӑ тӳресем, хысна управҫисем, саккун йӗркине тытса пыракансем, сут ӗҫӗн ҫыннисем, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шари пурте пуҫтарӑннӑ, Навуходоносор туса лартнӑ йӗрӗх умне пырса тӑнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара Навуходоносор патша, хӑй лартнӑ кӗлетке-йӗрӗхе чаплӑн уҫнӑ ҫӗре пуҫтарӑнччӑр тесе, сатрапсене, ҫӗршыв пайӗсен пуҫлӑхӗсене, хула пуҫлӑхӗсене, канашҫӑсене, ҫарпуҫсене, аслӑ тӳресене, хысна управҫисене, саккун йӗркине тытса пыракансене, сут ӗҫӗн ҫыннисене, тӗрлӗ ҫӗрсен тӳри-шарине чӗнме ҫын янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн хапхисене ҫӗре таптаса кӗртрӗҫ; Вӑл вӗсенӗн сӑлӑпӗсене те ҫӗмӗрсе салатса тӑкрӗ; вӗсен патшипе улпучӗсем — суя тӗнлисем хушшинче; саккун пӗтсе ларчӗ те, вӗсен пророкӗсене Ҫӳлхуҫа курӑнми пулчӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Суту-илӳ хутне — саккун йӗрки тӑрӑх пичет пуснине те, пичет пусманнине те — илтӗм те 12. ҫав хута пиччем ывӑлӗ Анамеил умӗнче, ҫак хут ҫине алӑ пуснӑ кӳнтеленсем умӗнче тата хурал картишӗнче ларакан мӗнпур иудей умӗнче Варуха — Маасея ывӑлӗн Нирийӑн ывӑлне — патӑм; 13. унтан вӗсен умӗнче Варуха ҫапла каларӑм: 14. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак суту-илӳ хучӗсене — пичет пуснине тата пичет пусманнине — ил те тӑм савӑта хур, вӗсем унта вӑрах вӑхӑт сыхланса тӑма пултарччӑр.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. «Эпир ӑслӑ, пирӗн Турӑ панӑ саккун пур» тесе мӗнле калаятӑр-ха эсир?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манран саккун тухӗ, Манӑн сутӑм халӑхсене ҫутатакан ҫутӑ пулӗ.ибо от Меня произойдет закон, и суд Мой поставлю во свет для народов.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.