Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Металран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вутӑ пӳлсе хунӑ кукӑралчӑк вулӑсем хура металран шӑратса хывнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ, вӗсен аякӗсем ҫинче улӑшӑнчӑк хӗрлӗ ҫутӑ мӗлтлете-мӗлтлете тӑчӗ.

Корявые стволы, загораживавшие огонь, казались отлитыми из черного металла, и на их боках мерцал красный изменчивый свет.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ах, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, Саша кӑтартнӑччӗ мана ҫакӑн пек хӑма татӑкне, вӑл кӗленче пекех ҫӑмӑлччӗ, халӗ ун пек металран тунӑ хӑлха алкисем, брошкӑсем пур; ҫапла, Саша каланӑччӗ ҫав мана, йывӑҫ вырӑнне, тен, чул вырӑнне те, кӗҫ-вӗҫех алюминипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ тесе.

Ах, знаю теперь, Саша показывал мне такую дощечку, она была легка, как стекло, и теперь уж есть такие серьги, брошки; да, Саша говорил, что, рано или поздно, алюминий заменит собою дерево, может быть, и камень.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Металран тунӑ ҫав кресло мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ креслӑран та ҫӑмӑлрах иккен.

Эта металлическая мебель легче нашей ореховой.

8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хурҫӑ-тимӗрӗн хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗпе хавхаланнӑ хулӑн сасси, электричество хыттӑн ҫухӑрашни, металран ҫӗнӗ ҫулсем хывнӑ чух е чултан ҫӗнӗ стенасем купаланӑ чух ӗҫ шавӗ янӑраса тӑни — ҫаксем пурте, океан ҫинчи тӑвӑл вӗҫен кайӑк юррисене хупланӑ пек, ҫынсен сассисене хупласа хураҫҫӗ.

Торжествующий гул железа, громкий вой электричества, гремящий шум работ по устройству новой сети металла, новых стен из камня — все это заглушает голоса людей, как буря в океане — крики птиц.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Ҫӗрӗн магнитлӑ витӗмне пула карапӑн металран тунӑ корпусӗ хӑй магнитланса компас йӗппине хӑйӗн линийӗнчен пӑрса ярать иккен.

Оказалось, что под влиянием земного магнетизма металлический корпус судна сам становится магнитом и отклоняет магнитную стрелку.

Вуннӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пӗрин аллинче металран тунӑ чӑматан.

В руках одного был металлический чемоданчик.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Груша евӗрлӗ, шурӑ металран тунӑ сахӑр савӑчӗ тата чарлан евӗрлӗ щипцы!

И сахарница белого металла в форме груши, и щипчики в виде цапли!

XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫине вӑл кӗрӗк витӗннӗ, улӑм тӳшек айне металран тунӑ темле япала хунӑ.

покрывшись полушубком и положив под сенник какую—то металлическую светлую штуку,

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вут-ҫулӑм витӗр тӗрӗсленсе тухса, вӑл хӑйне ҫирӗп металран тунине кӑтартрӗ.

Пройдя испытание огнем, она показала, что сделана из прочного металла.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Кӳршӗллӗ регионта пурӑнакан ӑста халӑх искусствипе мӗн ачаранах кӑсӑкланать иккен, металран, тиртен, тӑмран, хурӑн хуппинчен халӑх музыка инструменчӗсем тӑвать.

Помоги переводом

Чӑн-чӑн туслӑхшӑн чикӗ ҫук // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней