Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Килӗштерме (тĕпĕ: килӗштер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавна пула иккӗшин хушшинчи хирӗҫ пӗр-пӗрне килӗштерме пултарайман икӗ вӑй хушшинчи кӗрешӗве куҫать.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аннепе епле те пулин килӗштерме пулӗччӗ…

С мамашей еще можно было бы как-нибудь…

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫапла тыткаланипе кӑна дикарьсен ҫиллес кӑмӑлӗсене килӗштерме пулать.

Только такое поведение могло произвести впечатление на свирепых дикарей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, инкеке, килекенсем пурте васкакан тата ӗҫлӗ ҫынсем, вӗсемпе килӗштерме питӗ йывӑр, светски ҫынсем пулнӑ пирки вӗсем ыттисем пек мар, ытла та чӑтӑмсӑр.

Но на беду, это всё был народ, с которым было трудно ладить, народ торопливый, занятой, или же принадлежащий свету, стало быть, еще более занятой, нежели всякой другой, и потому нетерпеливый до крайности.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Вӑл хӑй ертсе пымалли ҫынсемпе килӗштерме пӗлмен.

Он не умел сладить с людьми, которыми принужден был предводительствовать.

Кирджали // Василий Хударсем. Александр Пушкин. Кирджали; вырӑсларан В. Хударсем куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 17 с.

— Ниепле майпа та калаҫтарса килӗштерме ҫук, — кулса ячӗ Зимин.

— Видно, плетью обуха не перешибешь, — засмеялся Зимин.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫук алӑсенчех чӑтмалла мар ыратусем пула-пула кайни малтан палӑртнӑ пекех, протеза хӑнӑхма, унпа килӗштерме ҫӑмӑл пулмассине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.

Ставшие нестерпимыми фантомные боли в отсутствующих конечностях подтверждали предположение о том, что с протезом не так-то легко сжиться.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Килӗштерме тем кӑштах чӑрмантарать, анчах эпир — туслӑ.

И что немножко что-то мешает, но мы дружны.

XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Тӑваттӑмӗш ҫул иксӗмӗр те хамӑрах ӑнкартӑмӑр: пӗр-пӗрне ӑнланма, пӗр-пӗринпе килӗштерме эпир пултараймастпӑр.

На четвертый год с обеих сторон решено было как-то само собой, что понять друг друга, согласиться друг с другом мы не можем.

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ефим виҫӗ ҫул хушши кӳршӗ ялта, хӑйсен хурӑнташӗсем патӗнче пурӑнса ирттернӗ, кайран Аннӑна хӑйне юраттарса, ӑна качча илес шухӑшпа ашшӗпе килӗштерме шутланӑ, — ашшӗ пулӑшмасӑр вӑл хӑйне валли хуҫалӑх йӗркелесе ярайман пулӗччӗ.

Три года Ефим прожил в соседней деревне, у дальних родственников, а потом, добившись любви Анны, решил помириться с отцом — без его помощи он не мог завести собственное хозяйство.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Манӑн аттене ҫав-ҫавах килӗштерме ҫук…

— Моему отцу все равно не угодишь…

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ах, эпӗ вара кирек мӗнле пурнӑҫпа та килӗштерме пӗлетӗп! — терӗ Белецкий, ассӑн та савӑнӑҫлӑн сывласа, — кайса пӑхам-ха, мӗн унта вӗсен.

— Ах, я так умею примириться со всякою жизнью! — сказал Белецкий, весело вздыхая, — пойду посмотрю, что у них.

XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Халӗ идилли тенине килӗштерсех каймаҫҫӗ, эпӗ ӑна хам та пачах юратмастӑп, — уҫӑлса ҫӳреме юратман пекех, спаржӑна юратман пекех юратмастӑп эпӗ ӑна, — сахал-и вӑл эпӗ юратман япала, — пӗр ҫын пур тӗрлӗ апата та, пур тӗрлӗ йӑпанмаллисене те килӗштерме пултараймасть-ҫке-ха; анчах ҫав мана килӗшмен япаласем питӗ лайӑх япаласем пулнине, вӗсем нумай ҫынна килӗшнине е килӗшме пултарнине эпӗ пӗлетӗп.

Идиллия нынче не в моде, и я сам вовсе не люблю ее, то есть лично я не люблю, как не люблю гуляний, не люблю спаржи, — мало ли до чего я не охотник? ведь нельзя же одному человеку любить все блюда, все способы развлечений; но я знаю, что эти вещи, которые не по моему личному вкусу, очень хорошие вещи, что они по вкусу, или были бы по вкусу, гораздо большему числу людей.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл, чее йӑл куллине паҫӑрхи пекех хура мӑйӑхӗсем айне пытарса, Нагульновпа килӗштерме хӑтланнӑ пек пулчӗ.

И все так же таил он улыбочку под темными усами.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку — музыка мар-ха, анчах такам алли темиҫе ҫӗр арфӑна килӗштерме тӑрӑшнӑн туйӑнать, акӑ пӗр саманта шӑп пуласса, унтан хӗвелпе тӳпене, тинӗсе мухтаса хӑватлӑ гимн янӑраса каясса чӑтайми кӗтетӗн.

Это — еще не музыка, но кажется, что невидимые руки настраивают сотни невидимых арф, и всё время напряженно ждешь, что вот наступит момент молчания, а потом мощно грянет струнный гимн солнцу, небу и морю.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

— Итле! — тет Радда, хӑй пистолетне пиҫиххи хушшине чиксе хучӗ те ҫапла калать Зобара: — Эпӗ сана вӗлерме килмен, санпа килӗштерме килнӗ, пӑрах ҫӗҫҫӳне! — тет.

— Слушай! — Радда заткнула за пояс пистоль и говорит Зобару: — Я не убить тебя пришла, а мириться, бросай нож! —

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Килӗштерме пуҫларӑмӑр, — терӗ Маша.

— Ладить начинаем, — ответила Маша.

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хутчен кӑна мар эпӗ кукамая Саньӑпа Мускавра ирттернӗ кунсенче хамӑрпа пӗрле пурӑнма калаҫтартӑм та — ӑҫта унта килӗштерме, яхӑнне ямасть.

Не раз я принималась уговаривать её пожить со мной хотя бы те немногие дни, которые мы с Саней проводили в Москве, — какое там, не хотела и слышать!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тарӑн шухӑшлӑ Дёма вӗсене килӗштерме пӑхать:

А глубокомысленный Дёма пытался примирить их:

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каласа парӑр ӗнтӗ, тӑванӑмӑр, тархасшӑн, Пугачевпа тата эсир епле килӗштерме пултартӑр!

Да скажите, мой отец, как это вы с Пугачевым-то поладили?

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней