Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20-21. Хӗҫ тӗлне лекменнисене Халдея патши Вавилона куҫарса кайнӑ, вара вӗсем Перси патши патшана лариччен, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличчен Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Ун амӑшӗн ячӗ — Амитал, вӑл Ловна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. Иоахаз кирек епле ӗҫе те, хӑйсен ашшӗсем пек, Турра юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинчи Девлафра тыткӑна илнӗ.]
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иеремия та Иосийӑна хӳхлев юрри хайласа асӑннӑ; юрӑҫӑ арҫынсем те, юрӑҫӑ хӗрарӑмсем те хӑйсен хӳхлев юррийӗсенче Иосийӑна асӑннӑ, ҫав юрӑсем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиле ӳлӗм усӑ курма парса хӑварнӑ; вӗсене хӳхлев юррисен кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Аслӑ пуҫлӑхӗ Езер пулнӑ, иккӗмӗшӗ Овадия, виҫҫӗмӗшӗ Елиав, 10. тӑваттӑмӗшӗ Мишманна, пиллӗкӗмӗшӗ Иеремия, 11. улттӑмӗшӗ Афай, ҫиччӗмӗшӗ Елиел, 12. саккӑрмӗшӗ Иоханан, тӑххӑрмӗшӗ Елзавад, 13. вуннӑмӗшӗ Иеремия, вунпӗрмӗшӗ Махбанай.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Ефер, Ишьи, Елиил, Азриил, Иеремия, Годавия тата Иагдиил — тӗреклӗ, ятлӑ-сумлӑ арсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Патшана ларнӑ чухне Иоахаз ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх хушши патша пулнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Хамуталь, вӑл Ливна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.