Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка тӗрлӗ халӑхсем ҫинчен пулнӑ сӑмах ҫакӑ.1. Слово Господне, которое было к Иеремии пророку о народах языческих:
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывӑлне, каласа тӑрса хут чӗркемӗ ҫине ҫыртарнӑ сӑмах: 2. Варух, сана Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: 3. эсӗ: «мана хуйхӑ ҫитрӗ!
Иер 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иеремия пӗтӗм халӑха, пӗтӗм хӗрарӑма ҫапла каланӑ: эй Египет ҫӗрӗнчи иудейсем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр; 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хӑвӑрӑн тата арӑмӑрсен чӗлхи-ҫӑварӗ мӗн калать, сирӗн аллӑр ҫавна тӑвать; эсир: «мӗн асӑннине, мӗн тупа тунине пурӑнӑҫа килтерӗпӗр — ҫӳлти ама турра тӗтӗрӗпӗр, ӑна эрех кӳрӗпӗр» тетӗр — эппин, хӑвӑр тупа тунине ҫирӗп тытса пырӑр, мӗн асӑннине тӗп-тӗрӗс тӑвӑр.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ: 21. эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, 6. упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те 7. Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, 2. Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; 3. сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иеремия вара Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифа хулине кайнӑ, ун патӗнче, ҫӗршыврах хӑварнӑ халӑх хушшинче пурӑннӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иеремия вара халӑх хушшинчех юлнӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иеремия пирки вара Вавилон патши Навуходоносор сыхлавҫӑсен пуҫлӑхне Навузардана ҫакӑн пек тума хушнӑ: 12. ӑна илсе кил те тӑрӑш уншӑн, нимӗн япӑххи те ан ту, хӑй сана мӗн каланине туса тӑр, тенӗ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Иеремия хурал картишӗнче Иерусалима ярса илес кун ҫитичченех юлнӑ.28. И оставался Иеремия во дворе стражи до того дня, в который был взят Иерусалим.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Пуҫлӑхсем Иеремия патне пынӑ та унран тӗпчесе ыйтма пуҫланӑ, Иеремия вӗсене патша калама хушнӑ пекех каланӑ, пуҫлӑхсем вара урӑх нимӗн те ыйтман: вӗсем ҫав калаҫу мӗн ҫинчен пулнине пӗлмен-ҫке.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иеремия каланӑ: тытса памаҫҫӗ; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне — мана каланӑ сӑмаха — итле, сана лайӑх пулӗ, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремия Седекияна каланӑ: эпӗ сана уҫҫӑн каласа парсан, эсӗ мана вӗлерттермӗн-и? эпӗ сана канаш парсан та, эсӗ мана итлемӗн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн хыҫҫӑн Седекия патша Иеремия пророка хӑй патне чӗнтерсе илнӗ, Турӑ Ҫурчӗн виҫҫӗмӗш алӑкӗ патӗнче патша Иеремийӑна каланӑ: эпӗ санран пӗр япала ыйтатӑп; эсӗ манран нимӗн те ан пытар, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иеремийӑна вара шӑтӑкран вӗренпе туртса кӑларнӑ; Иеремия хурал картишӗнче юлнӑ.13. И потащили Иеремию на веревках и вытащили его из ямы; и оставался Иеремия во дворе стражи.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иеремия ҫапла тунӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.