Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия вара Варуха, Нирия ывӑлне, чӗнсе илнӗ, Иеремия ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа тӑнӑ, Варух ҫав мӗнпур сӑмаха хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Рехав килне вара Иеремия ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Ионадав аҫӑр сӑмахне итленӗшӗн, унӑн ӳкӗчӗсене пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тытса пынӑшӑн, 19. ҫакӑншӑн, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн йӑхӗ нихӑҫан та Ман умӑмран ҫухалмӗ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иеремия пророк Иерусалимра ҫак сӑмахсене пурне те Седекияна, Иудея патшине, каласа панӑ.6. Иеремия пророк все слова сии пересказал Седекии, царю Иудейскому, в Иерусалиме.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иеремия каланӑ: мана Ҫӳлхуҫа каланӑ сӑмах ҫапла пулчӗ: 7. Анамеил — санӑн Саллум пиччӳн ывӑлӗ — сан патна килӗ те: «Анафофри хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн тӑванлӑх тивӗҫӗпе ӑна санӑн тӳлесе илмелле» тейӗ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун чухне Вавилон патшийӗн ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илнӗ пулнӑ, Иеремия пророка вара Иудея патшийӗн керменӗ ҫумӗнчи хурал картишне хупса лартнӑ.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Софония священник ҫак ҫырӑва Иеремия пророка вуласа панӑ.29. Когда Софония священник прочитал это письмо вслух пророка Иеремии,
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ аслӑ ҫынсен йӑлкӑмӗ патне, священниксем патне, пророксемпе мӗнпур халӑх патне Иерусалимран янӑ ҫыру ҫакӑ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иеремия пророк вара Анания пророка каланӑ: итле, Анания, сана Ҫӳлхуҫа яман, эсӗ ҫак халӑха суя шанчӑк паратӑн.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анания пророк Иеремия мӑйӗнчи сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ: 13. кай та Ананияна ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ йывӑҫ сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн, ун вырӑнне Эпӗ тимӗр сӳсмен тӑвӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иеремия вара хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн хыҫҫӑн Анания пророк Иеремия пророк мӑйӗнчи сӳсмене хывса илсе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.10. Тогда пророк Анания взял ярмо с выи Иеремии пророка и сокрушил его.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия пророк Турӑ Ҫуртӗнче тӑракан священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче Анания пророка каланӑ, 6. ҫапла каланӑ Иеремия пророк: ҫавӑн пек пултӑрах, Ҫӳлхуҫа ҫапла тутӑрах!
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ахикам та — Сафан ывӑлӗ — Иеремия майлӑ пулнӑ, вӑл ӑна халӑх аллине паман, вӗлерттермен.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата Кариаф-Иарим ҫынни — Шемаия ывӑлӗ, Урия текенскер — пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ: ҫак хулана, ҫак ҫӗре малашне мӗн пуласси ҫинчен вӑл шӑпах Иеремия пек каланӑ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иеремия мӗнпур пуҫлӑха, пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа мана ҫак Ҫурта хирӗҫ, ҫак хулана хирӗҫ пророкла калама ячӗ — вӑл сӑмахсене эсир йӑлтах илтрӗр; 13. ӗнтӗ хӑвӑрӑн ҫулӑрсене, хӑвӑрӑн ӗҫӗрсене тӳрлетӗр, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сӑмахне итлӗр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ, сире пӗлтерсе хунӑ инкеке чарса лартӗ; 14. мана илес пулсан вара, акӑ эпӗ сирӗн аллӑрта; хӑвӑр мӗн лайӑх та тӗрӗс тесе шутлатӑр, манпа ҫавна тӑвӑр; 15. ҫакна ҫеҫ ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: мана вӗлерес пулсассӑн, айӑпсӑр юн тӑкнӑшӑн явапне хӑвӑр ҫине, ҫак хула ҫине, хула ҫыннисем ҫине илетӗр; ҫав пӗтӗм сӑмаха сире хӑлхӑртанах калама мана чӑн-чӑнах Ҫӳлхуҫа ячӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑха мӗн калама хушнине пурне те каласа пӗтерсессӗн, священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх ӑна ярса тытнӑ та ҫапла каланӑ: эсӗ вилме тивӗҫлӗ; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе пророкла вӗрентсе калатӑн: «ҫак Ҫурт Силом пек пулӗ, ҫак хула пушанса юлӗ, ҫынсӑр тӑрса юлӗ» тетӗн?
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иеремия ҫак сӑмахсене Турӑ Ҫуртӗнче каланӑ чухне ӑна священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх итлесе тӑнӑ.7. Священники и пророки и весь народ слушали Иеремию, когда он говорил сии слова в доме Господнем.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав ҫӗр ҫинчен каланӑ пӗтӗм сӑмахӑма, ҫак кӗнекере мӗн ҫырнине, Иеремия халӑхсем ҫинчен пророкла каланине, Эпӗ пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтерӗп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иеремия пророк ҫав сӑмаха мӗнпур Иудея халӑхне тата мӗнпур Иерусалим ҫыннисене пӗлтерсе ҫапла каланӑ: 3. акӑ ӗнтӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул, — Иудея патши Иосия, Амон ывӑлӗ, вунвиҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех, — мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ, эпӗ ӑна сире вӗҫӗмсӗр каласа тӑтӑм, анчах эсир итлемерӗр.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.