Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫӳлхуҫа мана: Иеремия, мӗн куратӑн эсӗ? терӗ.
Иер 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иеремия вӗсене каланӑ: Седекияна ҫапла калӑр: 4. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, тейӗр: акӑ Эпӗ сирӗн аллӑрти ҫар хатӗрне, — хӑвӑра хула тулашӗнче хупӑрласа илнӗ Вавилон патшипе халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма пулӑшакан кӑрала, — каялла ҫавӑрса ярӑп та ҫак хула варринче пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 5. сире хирӗҫ Хам ҫапӑҫӑп — тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа, ҫилленсе, хаярланса, хӑрушла тарӑхса ҫапӑҫӑп; 6. ҫак хулара пурӑнакансене — ҫыннине те, выльӑх-чӗрлӗхне те — пӗтерсе тӑкӑп; вӗсем мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Седекия патша Молхий ывӑлне Пасхора тата Маасея священникӑн ывӑлне Софонийӑна Иеремия патне ярса, ӑна: «Ҫӳлхуҫана пирӗншӗн тархасла-ха, Вавилон патши Навуходоносор пире хирӗҫ ҫапӑҫать; тен, Ҫӳлхуҫа пӗр-пӗр кӗтретне туса кӑтартӗ те, Навуходоносор пирӗн патӑртан хӑпса кайӗ» тесе калама хушнӑ хыҫҫӑн Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах ҫакӑ.
Иер 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иеремия каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сана «Пасхор» тесе мар, «Магор Миссавив» тесе ят пачӗ, тенӗ.и Иеремия сказал ему: не «Пасхор» нарек Господь имя тебе, но «Магор Миссавив».
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пасхор священник — Еммер ывӑлӗ, Турӑ Ҫуртӗнче пӑхса тӑраканӗ — Иеремия ҫапла пророкла каланине илтнӗ, 2. Пасхор вара Иеремия пророка хӗнесе пӗтернӗ те унтан ӑна Турӑ Ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи Вениаминсен ҫӳлти хапхи умне каска тӑлӑпа тӑлласа лартнӑ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ: 15. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: мӗн куратӑн эсӗ, Иеремия?
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия — Вениамин ҫӗрӗнчи Анафоф хулинче пурӑннӑ Хелкия священникӑн ывӑлӗ — каланӑ сӑмах.1. Слова Иеремии, сына Хелкиина, из священников в Анафофе, в земле Вениаминовой,
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑваплӑ хулана тӗппипе ҫунтарса янӑ, унӑн урамӗсене ҫаратса тухнӑ — йӑлтах Иеремия малтанах каласа хунӑ пек пулса иртнӗ.8. Избранный город святыни сожжен, и улицы его опустошены, как предсказал Иеремия,
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнта пухӑннӑ священниксенчен ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: 19. Иоседек ывӑлӗ Иисус ывӑлӗсенчен, унӑн тӑванӗсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан, 20. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене уйӑрса яма сӑмах панӑ, ҫылӑхӗсене каҫарттарма сурӑх такисем парне кӳнӗ; 21. Еммир ывӑлӗсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария; 22. Фесур ывӑлӗсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя; 23. левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вӑлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона, 24. юрӑҫсенчен — Елиасав, Вакхур, 25. хапха хуралҫисенчен — Салум, Толван, 26. Израиль халӑхӗнчен вара, Форос ывӑлӗсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея; 27. Ил ывӑлӗсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия; 28. Замаф ывӑлӗсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, Зералия; 29. Виваий ывӑлӗсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия; 30. Маня ывӑлӗсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф; 31. Адди ывӑлӗсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия; 32. Анан ывӑлӗсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей; 33. Асом ывӑлӗсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей; 34. Вааний ывӑлӗсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывӑлӗсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф; 35. Ефм ывӑлӗсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, 2. Ҫӳлхуҫа Кирӑн, Перси патшийӗн, чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтернӗ: 3. Кир, Перси патши, ҫапла калать: Израиль Ҫӳлхуҫи, Ҫӳлти Турӑ мана тӗнче патшине лартрӗ, 4. мана Иудея ҫӗрӗнчи Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57-58. Вара вӗсем перссем хуҫа пулса тӑричченех, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличченех, Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ; хӑйӗн шӑмат ҫулӗсене уявлама пӑрахнӑ ҫӗр вара ҫав юхӑнӑҫ вӑхӑтӗнче ҫитмӗл ҫул канса выртнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӑл та Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ каланӑ сӑмахсене тӑнламан.47. И делал он зло пред Господом, не вняв словам, сказанным пророком Иеремиею от уст Господа.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иосияшӑн пӗтӗм Иудея хурланса йӗнӗ, уншӑн Иеремия пророк та макӑрнӑ, пуҫлӑхсемпе вӗсен арӑмӗсем уншӑн хӳхленӗ, ҫав хӳхлев юррисем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиль йӑхне яланлӑха парса хӑварнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Анчах Иосия хӑйӗн ҫар урапи ҫине таврӑнман, Иеремия пророк урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӑнламасӑр, фараонпа ҫапӑҫмах шут тытнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ, 33. вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам, 34. Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия, 35. трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, — 36. тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоаким вӑхӑтӗнче священниксен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ: Сераия килӗнчен — Мераия, Иеремия килӗнчен — Ханания, 13. Ездра килӗнчен — Мешуллам, Амария килӗнчен — Иоханан, 14. Мелиху килӗнчен — Ионафан, Шевания килӗнчен — Иосиф, 15. Харим килӗнчен — Адна, Мераиоф килӗнчен — Хелкия, 16. Иддо килӗнчен — Захария, Гиннефон килӗнчен — Мешуллам, 17. Авия килӗнчен — Зихрий, Миниамин килӗнчен, Моадия килӗнчен — Пилтай, 18. Вилга килӗнчен — Шаммуй, Шемаия килӗнчен — Ионафан, 19. Иоиарив килӗнчен — Мафнай, Иедаия килӗнчен — Уззий, 20. Саллай килӗнчен — Каллай, Аммок килӗнчен — Евер, 21. Хелкия килӗнчен — Хашавия, Иедаия килӗнчен — Нафанаил.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Салафиил ывӑлӗпе Зоровавельпе тата Иисуспа пӗрле таврӑннӑ священниксемпе левитсем ҫаксем: Сераия, Иеремия, Ездра, 2. Амария, Маллух, Хаттуш, 3. Шехания, Рехум, Меремоф, 4. Иддо, Гиннефой, Авия, 5. Миямин, Маадия, Вилга, 6. Шемаия, Иоиарив, Иедаия, 7. Саллу, Амок, Хелкия, Иедаия.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пичет хуракансем ҫаксем пулчӗҫ: Гахалия ывӑлӗ Неемия пуҫлӑх тата Седекия, 2. Сераия, Азария, Иеремия, 3. Пашхур, Амария, Малхия, 4. Хаттуш, Шевания, Маллух, 5. Харим, Меремоф, Овадия, 6. Даниил, Гиннефон, Варух, 7. Мешуллам, Авия, Миямин, 8. Маазия, Билгай, Шемаия — кусем пурте священниксем.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӳрре кӑларса, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх сӑмах вӗҫҫӗн те, ҫырупа та ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 2. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартма хушрӗ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.