Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кусем пӗтӗмпех ҫӗнӗ тум тумланнӑ, ҫав тери сарлака кунчаллӑ керзовӑй атӑсем тӑхӑннӑ кӗҫӗн лейтенантсем пулнӑ.Это были младшие лейтенанты, одетые во все новое, обутые в кирзовые сапоги с широченными голенищами.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Чей ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн тата хӑйӗн крыльци ҫинчен тусем ҫине, ир ҫине, Марьянка ҫине пӑхса савӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл вӑкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗтӗк сӑхманпа поршни ятлӑ шӳтернӗ атӑсем тӑхӑнчӗ, пилӗкрен кинжалне ҫыхса ячӗ, пӑшалне тата ҫырткаламаллипе табак тултарнӑ хутаҫне илчӗ те, йыттине хӑй хыҫӗнчен йыхӑрса, ирхине улттӑмӗш сехетре станица хыҫӗнчи вӑрмана тухса кайрӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Вӗр ҫӗнӗ атӑсем виҫӗ мӑшӑр, калушӗ-мӗнӗпех!
7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем праҫниксенче е ӗҫрен пушӑ вӑхӑтсенче — пиншак, чӑкӑртатакан атӑсем тӑхӑнатчӗҫ, иккӗшин купӑс пурччӗ; пурте вӗсем хула пахчине уҫӑлса ҫӳреме тухатчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӗнӗ хваттерте, — терӗ Илья Ильич, куҫасси ҫинчен шухӑшласа: — виҫӗ кунта вырнаҫтарса пӗтереймеҫҫӗ, нихӑш япали те вырӑнӗнче мар: картинӑсем стена ҫумӗнче ҫӗрте выртаҫҫӗ, калушсем вырӑн ҫинче, атӑсем чейпе, помадӑпа пӗр ҫыхӑра.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Атӑсем ӑшне йӑлт шыв тулнӑ та кашни пусмассеренех хыттӑн шӑмпӑртатаҫҫӗ; вӗсене сӗтӗрме вӑй та юлман темелле ӗнтӗ хамӑн.Сапоги мои набрали воды и при каждом шаге громко хлюпали; становилось невмочь тянуть их за собою.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӗсем хыҫӗнчен тирпейлӗ ӑшӑ тумтирсем, галошсем, атӑсем тӑхӑннӑ темӗн чухлӗ халӑх пыни курӑнать.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах атӑсем юлмаҫҫӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Атӑсем парӑнман.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Атӑсем тӗлӗшӗнчен — ун пек атӑсем урӑх ҫыннӑн та пулма пултараҫҫӗ темелле пулсан, тепӗр япали ҫинчен вара ун пек калама май та килмен.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Полк командирӗ — пӗчӗк, ҫивӗч ҫын — кӑвак комбинезонӗн йӗмпӗҫҫисем айӗнчен курӑнакан ҫап-ҫутӑ атӑсем тӑхӑннӑскер, ҫирӗп урисем ҫинче юнашарах сулкаланса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урамри ҫынсенчен ҫурри ытла тусанлӑ атӑсем тӑхӑннӑ, тарпа йӗпенсе ӳт ҫумнех ҫыпӑҫса ларнӑ гимнастёркӑллӑ, ҫурӑмсем хыҫне япала хумалли михӗсем — «сидӑрсем» ҫакнӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тупӑсенчен инҫе те мар хурарах симӗс мундирсем, тата пысӑк кӑвак резина атӑсем тӑхӑннӑ темиҫе нимӗҫ вилли йӑваланса выртнӑ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Асӑнмалӑх, чӑн та, юлчӗҫ (Пысӑк Хырӑмӑн парни ку пулчӗ) Ҫӳл кӗлеллӗ атӑсем…Лишь на память остались (Это был подарор Большого Живота) Сапоги на выоском каблуке…
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Атӑсем кӑптӑр-каптӑр туни темле ют сасӑ пек илтӗнет.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970