Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ара сăмах пирĕн базăра пур.
Ара (тĕпĕ: ара) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара эсир хӑвӑр ыйтрӑр вӗт-ха!

Да ведь вы сами спрашиваете!

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

— Православнӑйсенчен, ара, кам унта каять?

— Кто ж это туда ходит из православных?

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Тӑпӑлтарса пӑрахин ара, — ӑс тытать вӑл.

— Пускай рвет! — решил он.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Ху шухӑшласа пӑх-ха ара!

Ты подумай!

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Ара акцизнӑйран кӑларса янӑран вара хунямӗш патӗнче Саратовра пурӑнать.

— А после того, как его из акцизных увольнили, в Саратове у тещи живет.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

«Паллах ара, пирӗн пек арҫын таврашӗ хӗр куҫӗ умне тӳрех тӗтре карма тӑрӑшать, — хӗр куҫӗ пӑхнипе чӗрене вут хыпса ан илтӗр, хӗр куҫӗ хӑй хам пирки пӑшӑрханнӑ хуйхӑ каррипе хуплантӑр, тет, — Лойко та ҫавӑн пекех тума шутланӑ.

Известно, наш брат старается сразу затуманить девке очи, чтоб они не зажгли его сердца, а сами подернулись бы по тебе грустью, вот и Лойко тож.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

– Кӳрентертӗм пулсан, каҫар эппин, пӑртак кӑмӑллӑрах пӑхсам ара — тесе сасартӑках йӑвашлана пуҫларӗ ватӑ магнат, ҫавӑнтах хӗр урисем патнелле пӗр хутаҫ ывӑтса ячӗ, пысӑк хутаҫах, тӑванӑм!

«Прости, коли обидел, взгляни хоть поласковей», — сразу сбавил спеси старый магнат и бросил к ее ногам кошель — большой кошель, брат!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— Кай ара, каях!

— Езжай уж, езжай!

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Вӗсемшӗн пурӗпӗрех, чӗрӗ-и эпӗ, вилӗ-и, анчах вӗсем ман вӗт-ха, ман ывӑлӑмсем, ҫавсене пӑхса ҫеҫ чуна лӑплантарап мар-и ара

Им-то всё равно, жива я или померла, а ведь они-то у меня родные, утешение…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

— Юрать ара.

— Извольте.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Ара вӗт ку сӑмах мана та тивет.

— Это и мне подходит.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Куҫӑр ара эсир те пирӗн пата, — кӗтмен ҫӗртенех каласа хучӗ вӑл, хӑй ҫавӑнтах ҫакнашкал шухӑш маларах пуҫа кӗменшӗн эрленнӗ пек пулчӗ.

— Так и вы к нам переходите, — неожиданно сказала она, досадуя, почему такая мысль не пришла ей в голову раньше.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара сыхла-ха ӗнтӗ, Саня, хӑвӑн ҫӑлтӑрна, — кулса илчӗ Татьяна Родионовна, — вӑл санӑн капла та хӗвел пекех ҫутатать.

— Да побереги ты свою звездочку, Саня, — улыбнулась Татьяна Родионовна, — у тебя она и так светит, как ясный месяц.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

 — Пӗр гектар пулмасӑр ара!

— Ну да, гектар!

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Курӑк мар вӗт-ха ара, лайӑх йышши тулӑ: вӗсем ҫависене сулма тытӑнсан, пӗтӗм тырра ҫӗр ҫине тӑкса пӗтерӗҫ.

Это им не трава, а сортовая пшеница; они же косами так размахаются, что вымолотят все зерна.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара эсир чӗкеҫ курӑк ҫулҫисене хурӑр, чӗкеҫ курӑк ҫулҫисене… пӑхӑр укҫа та лайӑх пулаканччӗ.

Да вы подорожник прикладывайте, подорожник… а то еще медный пятак хорошо помогает.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук ара

— Да нет…

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ара ерипентерех эсир, ман ҫине ан выртӑр…

Да тихо вы, не наваливайтесь…

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук ара… — Санька кантӑк еннелле ҫаврӑнчӗ.

— Да нет… — Санька отвернулся к окну.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Систермесӗр ара, — килӗшрӗ Маша.

— Само собой, — кивнула Маша.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней