Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Старик темӗнле тӗлӗнмелле фиоритура тума пуҫларӗ, — анчах вуннӑмӗш нота ҫинче такӑнчӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ, аллине сулса ҫаврӑнса тӑчӗ те мӑкӑртатса: «Мӗншӗн мана асаплантаратӑр эсир?» — терӗ.
VI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Манӑн чӗре вар-хырӑмалла анса кайса, пыршӑсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑнах туйӑнчӗ, маис пашалӑвӗн татӑкӗ те пыра урлӑ ларчӗ; эпӗ ӳсӗрме тытӑнтӑм, татӑк каялла пӗрхӗнсе тухрӗ, вара сӗтел урлӑ ыткӑнса пӗр ачин куҫне лекрӗ, ачи вӑлта ҫинчи ӑман евӗр авкаланса илчӗ те пырӗ ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ; Том хӑранипе йӑлт кӑвакарса кайрӗ.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ ниепле те ӳсӗрме чарӑнаймастӑп, хӑстарас патнех аптӑратса ҫитерчӗ вӑл мана.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Старик чыхӑнса кайрӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Гитаевич пуҫӗпе сулчӗ те ҫавӑнтах ӳсӗрме пуҫларӗ, кулса илчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем патнелле «Октябреноксен тӗнчери революци ячӗпе тӑракан пӗрремӗш пӗрлештернӗ эскадронӗн» юланутҫи, телейлӗ, кулакан Алька сиккипе чупса вӗҫтерсе пычӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Тимофей Ильич пӳрнисемпе ывӑлӗн чӗркуҫҫине чӑмӑртаса кулса ячӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ.Тимофей Ильич, сжимая пальцами колено сына, рассмеялся и закашлял.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗтӗмпе сасартӑк чыхӑнса кайса ҫине-ҫинех ӳсӗрме пуҫланӑ Петро, Аникушка ҫине куҫҫулӗ капланса тулнӑ куҫӗпе пӑхса, ун ҫине пӳрнипе тӗлле-тӗлле кӑтартрӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Миххе кӗрсе ларнӑранпах иксӳ килнипе аптраса ҫитнӗ голова тек чӑтса лараймарӗ, ҫине-ҫинех, таҫтах илтӗнмелле, хыттӑн иклетме, ӳсӗрме тытӑнчӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Каллӗ те маллӗ чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра вӑл, ытла хыпӑннипе ӗнтӗ, пӗр миххинче дьяк ларнине манса, Чуба ҫав михӗ ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ йывӑр кӗлеткеллӗ Чуб дьяк пуҫӗ ҫинех хӑпарса ларчӗ темелле ӗнтӗ, сивӗре шӑннӑ аттисемпе вӑл унӑн пуҫне хӗстерсех лартрӗ, анчах мӗскӗн дьяк темле ыратсан та, ни ӳсӗрме, ни ӗхлетме хӑяймарӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Генерал, хӑй витӗнсе выртнӑ кӗрӗк айӗнче пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе, ӳсӗрме пуҫларӗ.Генерал, дрожа всем телом под шубой, которой укрывался, начал кашлять.
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах ҫав ҫӗрлех, сассӑр шумалли занятисем вӑхӑтӗнче, Феоктистов хытӑ ӳсӗрме пуҫланӑ, Малтанах Травкин кун ҫине ҫаврӑнса пӑхман, анчах Феоктистов каллех ӳсӗре пуҫласан, лейтенант йӑлтах ӑнланса илнӗ: Феоктистов юриех сивӗпе шӑнса пӑсӑлма тӑрӑшнӑ-мӗн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Сунас килсен никама та ниҫта та ӳсӗрме чармаҫҫӗ.
Чиновник вилни // Иван Юркин. Антон Чехов. Чиновник вилни // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 133-135 с.
— Ой, аннеҫӗм! — Костя кӑкӑрне ярса тытса ӳсӗрме тапратрӗ.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Юлташӗсене алӑпа сулса илчӗ те вӑл, чупса пынӑ ҫӗртех, хайхи окопа кӗрсе ӳкрӗ — чыхӑна-чыхӑна, хыттӑн ӳсӗрме пуҫларӗ.Махнув спутникам рукой, он с разбегу плюхнулся в него — и закашлял надрывно, всей грудью.
XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Волошин, ӳсӗрме пуҫласа, пирусне ури айнелле пӑрахрӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сывлӑшпа чыхӑнса кайса, нумайччен ӳсӗрме чарӑнаймасӑр, пӗр ҫурт калинкки ҫумне лӑпчӑнса тӑчӗ, анчах калинкке алӑкӗ хӑех уҫӑлчӗ те Володьӑна хӑратса пӑрахрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Киревсӗр шӑршӑ пыра кӑтӑклантарнӑ, ҫынсем ӳсӗрме пуҫланӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Назанский ӳсӗрме пуҫларӗ те вӑрахченех ӳсӗрчӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Йӗрки пултӑр тенӗ пек, Мойсей Мойсеич та кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Христофор атте сасартӑк тем аса илчӗ те кӗленче курка ҫине ӳпӗнсе пӗрӗхтерсе кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ.О. Христофор вдруг что-то вспомнил, прыснул в стакан и закашлялся от смеха.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.