Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хальлӗхе, ҫамрӑк тусӑмсем, Сергейпе Иван, ҫак паттӑрла ӗҫшӗн сире хам ятпа тав тӑватӑп, малашне мӗн тумалли курӑнать унта.

Помоги переводом

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ҫав пупа, пӗлетӗн-и, Якку атте, ҫав ырӑ ӗҫшӗн мӗн тунӑ тет?

Помоги переводом

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан ун хуҫи тарҫине ашшӗпе пӗрле ямасть пуль, хӑйӗнпе пӗрле илсе каять пуль тесе шутланӑччӗ, ҫук, чармарӗ, кун пек теветкел ӗҫшӗн эп хам та пыма хатӗр тесе ҫамрӑк тӗкӗрҫӗсене пурне те Василь-Новгорода ҫитсе килме ирӗк пачӗ.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек ӗҫшӗн, Ту енне ҫавӑрса илессишӗн, теме те каҫарать.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Германире службӑра тӑнисен районти организацийӗн ертӳҫи Анатолий Васильев вара кӑтартуллӑ ӗҫшӗн Хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Девлизер мӑрсана, ку таврари ҫӗрсемпе вӑрмансен хуҫине, вырӑссем пӗр ҫулталӑк каяллах темле сутӑнчӑк ӗҫшӗн (Нургали каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисене йышӑннӑшӑн) Сӗве хулинче ҫакса вӗлернӗ иккен, ывӑлӗсем Иван патша кунталла ҫарпа килме тухни ҫинчен илтсенех ҫемйисемпе Хусана тарнӑ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, ӗнерхи алама ӗҫшӗн чунпа ютшӑнасшӑн мар-ха арӑмӗ, киле чиперех таврӑнасшӑн.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек ӗҫшӗн утсене хӗрхенсе тӑма кирлӗ мар.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Владимир Сергеевич предпринимательсен пӗр ушкӑнне ырӑ ӗҫшӗн парнесем кӳчӗ.

Помоги переводом

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Вячеслав Анатольевич агропромышленность комплексӗнче тӑрӑшакансене пархатарлӑ ӗҫшӗн тав турӗ.

Помоги переводом

Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene

Тухӑҫлӑ ӗҫшӗн, производство кӑтартӑвӗсене ӳстернишӗн район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Тихонова республика ертӳлӗхӗ Дипломпа чысланӑ.

Помоги переводом

Республикӑра - виҫҫӗмӗш! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11681-re ... -vicc-m-sh

«Эпир вӗсене ӗҫшӗн тав тӑватпӑр. Пурте - ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн командинче юлаҫҫӗ. Вӗсене горизонтальлӗ ротаци мелӗпе ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ», - пусӑм тусах палӑртрӗ Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов.

Помоги переводом

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

— Ну, ӗнтӗ киле кайӑр, — терӗ пуп, ӗҫшӗн пире ҫакӑн пек тӳлесе.

Помоги переводом

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп алкум вӗҫне сиксе тухрӗ, ятлаҫма тытӑнчӗ, пире вӑл кунӗпех ӗҫлеттересшӗн: ахаль тумастӑп, ӗҫшӗн тӳлетӗп, тет.

Помоги переводом

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хам тунӑ ӗҫшӗн савӑнса, карта патне чупрӑм.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хама хушнӑ ӗҫшӗн кӑмӑллӑ пулса, пештӗрпе чӗресе йӑтса килтен тухрӑм.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав ӗҫшӗн Шӗшлӗ кашни ҫынна вуншар пӗрене панӑ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр савнӑҫ маншӑн килчӗ, Хыпар ҫитрӗ паян ир — Паттӑр ӗҫшӗн орден илнӗ Манӑн ывӑл — командир.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Тискер, усал ӗҫшӗн Фашист-кашкӑра Вӑя шеллемесӗр Пӗрех тавӑрап.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

«Ӗҫшӗн» пӗр сурӑх ыйтнӑ.

всего за одну овцу.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней