Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лар-ха, ывӑлӑм, хӗвел ӑшшинче, эпӗ шыв кайса ӑсам-ха…
19 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Хӗвел ӑшшинче тулӑ пуссисем сарӑлса выртаҫҫӗ, хуратулсем кӗрен тӗслӗн курӑнаҫҫӗ, ҫӑра ӳснӗ сӗлӗсем кӑваккӑн хумханаҫҫӗ Инҫетре, улӑхра, сенокосилкӑпа утӑ ҫулаҫҫӗ, ҫулнӑ курӑк тӳп-тӳрӗ ретсемпе вырта-вырта юлать.
6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Чӳрече умӗнчи хӗвел ӑшшинче тӑракан пукан ҫинче пыллӑ пысӑк катка ларать.На табурете перед окном, освещенный солнцем, стоял большой бак с медом.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Сулхӑнта та вӑтӑр градус таран ӑшӑ, хӗвел ӑшшинче унтан та ытларах.
Шыва кӗни // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Тракторсем сехетшер ӗҫсӗр ларни, трактористсем, юсав летучкине кӗтсе, хӗвел ӑшшинче хӑяккӑн йӑваланса выртни нумай пулать-и, анчах халӗ темиҫе минут ӗҫсӗр ларсанах, трактористкӑсем репродукторпа макӑрса калаҫаҫҫӗ, «трактор суха кассинче ларать», текен сӑмахсем «SOS» текен инкек сигналӗ пек янӑраҫҫӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Бак хӑйӗн йыттипе курӑк ҫине выртрӗ те хӗвел ӑшшинче тутлӑ ыйха путрӗ.Бак со своей собакой улегся на траву и крепко уснул на солнышке.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирӗксӗртен шыва сиксе йӗпеннӗ тумтирӗсене хӗвел ӑшшинче типӗтес тесе вӗсем ҫӗр ҫине япалипех выртрӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унтанпала хӗвелӗн ӑшшинче пампассенче икӗ хут ҫулла пулчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кирлӗччӗ пуль сана кунӗпе хӗвел ӑшшинче ҫапкаланса ҫӳреме!
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пӑширен хӑранӑ Настя ҫӗр ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ: ҫӗлен ӗлӗкхи пекех, ункӑ пек ҫаврӑнса, хӗвел ӑшшинче выртнӑ.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Кӑҫатӑ ҫӑмӗн ӑшшинче кайӑк чӗпписем тухса ӳсрӗҫ те сивӗтсен пӗлӗт пекех пысӑк ушкӑна пухӑнса ӑшӑ енне вӗҫсе кайрӗҫ.На тепле валенка вывелись и выросли птички и, когда стало холодно, тучами улетели в теплые края.
Асатте кӑҫатти // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 111-114 с.
Ункӑ пек пӗтӗрӗнсе, чул ҫинче хура ҫӗлен хӗвел ӑшшинче типет.
Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.
Сӗмлӗхре пӳртсем салхуллӑн лараҫҫӗ, халӗ вӗсен ӑшшинче ҫынсем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ, ыран Ксенин вӗсене, кирек мӗнле пулсан та, колхоза малалла никамӑн та мар, Лузгинӑн ертсе пымалла тесе ӗнентермелле.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫеҫенхирте ҫур ӑшшинче тӗвӗленнӗ, хӑватлӑн та туллин тапса тӑракан, куҫа курӑнми пурнӑҫ вӑй илсе ҫӗкленет: курӑк питӗ хӑвӑрт ӳсет; мӑшӑрланнӑ вӗҫен кайӑксем, тискер кайӑксем, арлан-шӑшисем этемӗн ҫӑткӑн куҫӗнчен пытанса, ҫеҫенхирти улах вырӑнсенче пӗр-пӗрин кӑмӑлне юраҫҫӗ; сухаланӑ анасем чӑшӑл шӑтса тухнӑ калчан шӳрлеке тӑрӑллӑ, шучӗ ҫук нумай тӗмсемпе шӑртланса выртаҫҫӗ.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пиртӑласене пӗр хӗвел ӑшшинче типӗтетпӗр, ҫавӑ ҫеҫ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Таврари ҫӗршыв ним ҫук ҫӗртен ҫӗкленсе тухнӑ пек туйӑнать, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкпа тертленсе пӗтнӗскер, вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи илемӗн юлашкийӗсене кӑшт кӑна кӑтарткаласа, ҫӗнелни-мӗнне палӑртмасӑр, кӑшт та пулин хӗвел ӑшшинче ӑшӑнас тесе, ҫӗкленсе тухать.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Паллах ӗнтӗ, комитетсем урӑхла йышши чернилпа ҫыратчӗҫ, ҫырнӑ хута вут ӑшшинче тытсан, унта мӗн ҫырнине пӗлме май пур.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шырлан ҫырми хӗрринчи тирексен ҫулҫине хура-кӗрен тӗс ҫапрӗ, ҫырма шывӗ те ӗнтӗ тӑрӑрах та сивӗрех; шкултан инҫех мар, хуторти урам тӑваткалне пытарнӑ Давыдовпа Нагульнов тӑпри ҫине кӗрхи хевтесӗр хӗвел ӑшшинче шупка симӗс, имшеркке курӑк шӑтса тухрӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Плуг тӗренӗсем ҫавӑрттарса пӑрахса хӑварнӑ пуян сӗткенлӗ хура тӑпра сийӗсем хӗвел ӑшшинче йӑсӑрлансах пӑсланаҫҫӗ.Взвороченные лемехами пласты тучного чернозема курились на сугреве паром.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959