Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ.
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Унӑн ҫутӑ йӗс ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухнӑ хура ҫӳҫӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ кӑна; аллинче чи хитре хӗр ҫыхса янӑ шарф явкаланать.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл ҫав тери хытӑ тарӑхса кайнӑ, ҫӳҫӗсем сысна шӑрчӗ пекех вирелле тӑнӑ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пирки сарӑ ҫӳҫӗсем унӑн пушшех те ҫутӑрах пулнӑн туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ун куҫӗ умне тӗксӗм тинӗс авӑрӗнчен ишсе тухнӑ пек каллех мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм тухса тӑчӗ; куҫа каллех ун ытарма ҫук аллисем, куҫӗсем, кулса тӑракан тутисем, кӑкӑрӗ ҫине кӑтраланса анакан тӗксӗм мӑйӑр тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗсем, хӗр шӑм-шакӗн мӗнпур килӗшӳллӗ вырӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем урса кайнипе тата вӑйпа ҫӳренипе хӗрелнӗ пичӗ ҫине усӑннӑ.Седоватые волосы упали на его красное от бешенства и усилий лицо.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑрӑм ҫӳҫӗсем арпашнӑ, ачалла айван урисем ҫинче, йӗплӗ тӗм витӗр тухнӑ хыҫҫӑнхи евӗр, чӗрнӗ йӗрсем шуррӑн палӑраҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн ҫӳҫӗсем тахҫанах ӗнтӗ ачанни пек кӑпӑш мар, вӑл тинкерсен вара, пирӗн Людмила Ильинична та час-часах куҫӗсене тартатчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Зинаида Григорьевнӑпа юнашар химик сиккелет, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем, пралук евӗрлӗскерсем, мӑйракасем пек илемсӗр кӑнтарса тӑраҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Унӑн пичӗ тарласа, хӗремесленсе кайнӑ ҫӳҫӗсем кӑшӑрах вирелле тӑнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вӑл ҫиллессӗн пуҫне сулса илчӗ, ҫӳҫӗсем пичӗ ҫине ӳкрӗҫ те, унӑн куҫӗсем курӑнми пулчӗҫ.Она тряхнула головой, волосы упали ей на лицо и скрыли от нее меня.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Килӗшӗ, инке, — кулса илчӗ Исаев, хӑйӗн арпашӑннӑ ҫӳҫӗсем ҫине ҫӗлӗкне пусса лартса.— Понравится, мать, — улыбнулся Исаев, надевая на примятые волосы кубанку.
Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Унӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ, ҫӳҫӗсем вирелле тӑчӗҫ.
Стёпка // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӗсенчен пӗри — ватӑрах ҫын, унӑн ҫӳҫӗсем те кӑвакарнӑ, тепри — унран ҫамрӑкрах.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ҫӳҫӗсем унӑн шӑл тасатмалли щётка пекех шурӑ, тӑрасса та шӑрт пекех тӑраҫҫӗ.У него светлые, почти белые, как на зубной щётке, волосы, и растут они так же — щёточкой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Чӑлханнӑ ҫӳҫӗсем ҫамка ҫине, тӑнлавӗсем ҫине ӳкнӗ; кӑкӑр ҫинче таткаланнӑ, лӳчӗркеннӗ кӗпи жилет айӗнчен тӑсӑлса тухнӑ, кӗпе ҫухи тута-ҫӑвара хупласа тӑнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсем сарӑлса кайнӑ, ҫӳҫӗсем вирелле тӑнӑ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унӑн ачалла кӗлетки, темӗнле тӗксӗм пусмапа чӗркеннӗскер, креслӑн йӑм хӗрлӗ пуставӗпе пӗрешкел курӑннӑ, ҫавӑнпа та ылтӑн кӑтра ҫӳҫӗсем тата шурӑ пичӗ тӗксӗм фон ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑнах туйӑннӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл мана вӗрентнӗ чухнехи пекех, анчах ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑ, ҫамки ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем те нумайланнӑ.Она такая же, как прежде, только поседела и на лбу сеточка морщин.
7. Каллех Ображеевкӑра // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫак хатӗрсем унӑн веҫех трофейнӑй, вӗл-вӗл вӗҫсе тӑракан кӑтра ҫӳҫӗсем кӑна хӑйӗн, казак ҫӳҫӗ.
Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.