Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑхӑрвунӑ ҫул тултарнӑ струльдбругсен юлашки шӑлӗсем тухса ӳкеҫҫӗ, ҫӳҫӗсем тӑкӑнма тытӑнаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Аристотель патак ҫине чикӗнсе пӗкӗрӗлсе тӑрать, унӑн пичӗ типшӗмленнӗ, сайралнӑ ҫӳҫӗсем вӑрӑмланса кайнӑ, сасси тытӑнчӑклӑн тухать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫапла та пулатчӗ: ҫын вӑранать, тӑма шухӑшлать, анчах пуҫне ҫӗклеме пултараймасть — ҫӳҫӗсем шӑнса ҫыпҫӑнса ларнӑ.Бывало так: проснется человек, хочет встать, а головы поднять не может — волосы примерзли.
Пирӗн «столица» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫӳҫӗсем кӑвакарни те ытлашши палӑрсах каймастчӗ.Значительная проседь была мало заметна в его светлых волосах.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Унӑн кӑкӑрӗ, ҫаннисем, пичӗ, ҫӳҫӗсем юрланса пӗтнӗ.
VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Пуҫне пыйтӑ пусса илнипе ҫӳҫӗсем йӑшӑлтатаҫҫӗ.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑл ҫара уран, ҫӗлӗксӗр, пӗр кӗпепе тата пӗр йӗмпе ҫеҫчӗ, унӑн пуҫӗ ҫинче тураман ҫӳҫӗсен хура купи мӑкӑрӑлса тӑратчӗ, ҫӳҫӗсем малалла тухса тӑракан ҫамки ҫине те усӑнса аннӑччӗ, ҫамки айӗнче каюра куҫӗсем пек пӗчӗк, юнпа тулнӑ куҫсем курӑнатчӗҫ, вӗсем тархасласа, пӑлхануллӑн пӑхаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ман умра Изот кӗлетки хускалкаласа тӑчӗ, ҫапса ватнӑ пуҫ шӑмми ҫинчи ҫӳҫӗсем, вӗсене шыв юххи туртса тӳрлетнипе чӑнк тӑнӑ пек курӑнчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав тери хитре хӑй, сӗт пек шурӑ, ҫӳҫӗсем — йӗтӗн сӳсӗ пек, куҫӗсем те кӑвакрах, ырӑ куҫсем.Красавица, белая, как молоко, а волосья — лён, и глазёнки синеваты, добрые.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сӑн-пичӗ унӑн тӗксӗм, ҫӳхеччӗ, ҫӳҫӗсем кӑтра та цыган ҫӳҫӗ пек хура, кӑвакрах тутисем хушшинчен кашкӑрла шӑлӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пуҫне вӑл ула тутӑр ҫыхнӑ, тутӑрӗ айӗнчен кӑтра сарӑ ҫӳҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ те, пӳске пек мӑкӑрӑлса тӑракан питҫӑмартисем ҫине, лутра ҫамки ҫине пӗчӗк-пӗчӗк ункӑсем пулса ӳксе, ҫурри ыйхӑллӑ куҫӗсене кӑтӑклаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унӑн хӑни коридора чашкӑрса, нӑйкӑшкаласа, хӑйӗн сарлака тумтирӗпе чӗркенсе сиксе тухсан, математик — вӑрӑмскер, хӑрушӑскер, алӑк патӗнче тӑрса, хӑйӗн пӳрнисене пуҫӗнчи арпашса пӗтнӗ ҫӳҫӗсем ӑшне чиксе ярса, хӑркӑлтатрӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Картусӗ айӗнчен тӑнлавӗсем ҫинчи кӑвак ҫӳҫӗсем курӑннӑ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем сапаланса кайнӑ, куҫӗсем ялкӑшнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Унӑн тахҫантанпа хачӑ курман кӑвак ҫӳҫӗсем хулпуҫҫи таранах пулнӑ.Седые, давно не стриженные волосы спускались почти до самых плеч.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Кӗске каснӑ ҫӳҫӗсем унӑн сарлака ҫамки ҫинелле усӑнса тӑраҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӳҫӗсем унӑн, яланхи пекех, вирелле тӑраҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӳҫӗсем унӑн халӗ те чӗрӗп шӑрчӗ пек вирелле тӑраҫҫӗ, пичӗ те ҫав-ҫавах — малтанхи пекех сарлака, янаххи те улшӑнман.Такие же жёсткие волосы бобриком, то же широкое, скуластое лицо и упрямый подбородок.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫӳҫӗсем хӑйӗн кантӑр пек сип-симӗс, тет.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Иккӗмӗш ачин, Павлушӑн, хура ҫӳҫӗсем тӑраткаланса тӑраҫҫӗ, куҫӗ чакӑр, пит шӑммисем сарлака, пичӗ шурӑ, шатраллӑ, ҫӑварӗ пысӑк та илемлӗ, пуҫӗ пысӑк, юмахра каланӑ пек, сӑра хуранӗ пысӑкӑш, пӗвӗ-сийӗ лутра та йӑраланчӑк.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.