Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрӗнчен (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Иудейӑран пуҫтарӑннисем те, священниксемпе левитсем те, Израильрен килнӗ пӗтӗм халӑх та, Израиль ҫӗрӗнчен пырса Иудейӑра пурӑнакансем те — пурте савӑннӑ-хӗпӗртенӗ.

25. И веселились все собравшиеся из Иудеи, и священники и левиты, и все собрание, пришедшее от Израиля, и пришельцы, пришедшие из земли Израильской и обитавшие в Иудее.

2 Ҫулс 30 // .

10. Амасия вара Ефрем ҫӗрӗнчен килнӗ ҫара каялла яма хӑйӗнчен уйӑрнӑ.

10. И отделил их Амасия, - войско, пришедшее к нему из земли Ефремовой, - чтоб они шли в свое место.

2 Ҫулс 25 // .

8. Одед пророк ывӑлӗ [Азария] малашнехине пӗлтерсе каланӑ ҫак сӑмаха илтсессӗн, Аса, хастарланса кайса, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм ҫӗрӗнчен, Ефрем тӑвӗ ҫинчи хӑй ярса илнӗ хуласенчен суя тӗн йӗрӗнчӗкӗсене кӑларса ывӑтнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ умӗнчи парне вырӑнне ҫӗнетсе тӳрлетнӗ.

8. Когда услышал Аса слова сии и пророчество [Азарии], сына Одеда пророка, то ободрился и изверг мерзости языческие из всей земли Иудиной и Вениаминовой и из городов, которые он взял на горе Ефремовой, и обновил жертвенник Господень, который пред притвором Господним.

2 Ҫулс 15 // .

22. Ӑна калӗҫ: вӗсем Ҫӳлхуҫана, хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Туррине, пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене иленнӗшӗн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, вӗсене ӗҫлесе тӑнӑшӑн, — ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине ҫак пӗтӗм йывӑрлӑха янӑ, тесе калӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.

22. И скажут: за то, что они оставили Господа, Бога отцов своих, Который вывел их из земли Египетской, и прилепились к богам иным, и поклонялись им, и служили им, - за то Он навел на них все это бедствие.

2 Ҫулс 7 // .

Туррӑмӑр каланӑччӗ: 5«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, 6. анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.

Он говорил: 5. «с того дня, как Я вывел народ Мой из земли Египетской, Я не избрал города ни в одном из колен Израилевых для построения дома, в котором пребывало бы имя Мое, и не избрал человека, который был бы правителем народа Моего Израиля, 6. но избрал Иерусалим, чтобы там пребывало имя Мое, и избрал Давида, чтоб он был над народом Моим Израилем».

2 Ҫулс 6 // .

45. Иовав вилсессӗн ун вырӑнне Хушам патшана ларнӑ, вӑл Феман ҫӗрӗнчен пулнӑ.

45. И умер Иовав, и воцарился по нем Хушам, из земли Феманитян.

1 Ҫулс 1 // .

Иудейсене хӑйсен ҫӗрӗнчен тыткӑна хӑваласа кайнӑ.

И выселены Иудеи из земли своей.

4 Пат 25 // .

7. Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен.

7. Царь Египетский не выходил более из земли своей, потому что взял царь Вавилонский все, от потока Египетского до реки Евфрата, что принадлежало царю Египетскому.

4 Пат 24 // .

7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.

7. И поставил истукан Астарты, который сделал в доме, о котором говорил Господь Давиду и Соломону, сыну его: «в доме сем и в Иерусалиме, который Я избрал из всех колен Израилевых, Я полагаю имя Мое на век; 8. и не дам впредь выступить ноге Израильтянина из земли, которую Я дал отцам их, если только они будут стараться поступать согласно со всем тем, что Я повелел им, и со всем законом, который заповедал им раб Мой Моисей».

4 Пат 21 // .

Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен Ассирие куҫарса кайнӑ, вӑл паян кун та унтах.

И переселен Израиль из земли своей в Ассирию, где он и до сего дня.

4 Пат 17 // .

7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ.

7. Когда стали грешить сыны Израилевы пред Господом Богом своим, Который вывел их из земли Египетской, из-под руки фараона, царя Египетского, и стали чтить богов иных, 8. и стали поступать по обычаям народов, которых прогнал Господь от лица сынов Израилевых, и по обычаям царей Израильских, как поступали они; 9. и стали делать сыны Израилевы дела неугодные Господу Богу своему, и построили себе высоты во всех городах своих, начиная от сторожевой башни до укрепленного города, 10. и поставили у себя статуи и изображения Астарт на всяком высоком холме и под всяким тенистым деревом, 11. и стали там совершать курения на всех высотах, подобно народам, которых изгнал от них Господь, и делали худые дела, прогневляющие Господа, 12. и служили идолам, о которых говорил им Господь: «не делайте сего»; 13. тогда Господь чрез всех пророков Своих, чрез всякого прозорливца предостерегал Израиля и Иуду, говоря: возвратитесь со злых путей ваших и соблюдайте заповеди Мои, уставы Мои, по всему учению, которое Я заповедал отцам вашим и которое Я преподал вам чрез рабов Моих, пророков.

4 Пат 17 // .

Елисей каланӑ: ку вӑл — Ҫӳлхуҫа хӑтаракан ҫӗмрен, Сири ҫӗрӗнчен хӑтаракан ҫӗмрен, эсӗ Сири ҫарне Афек хули ҫывӑхӗнче тӗппипе аркатса тӑкӑн, тенӗ.

И сказал: эта стрела избавления от Господа и стрела избавления против Сирии, и ты поразишь Сириян в Афеке вконец.

4 Пат 13 // .

Патша ӗнтӗ хӑйӗн пӗр ҫыннине ҫак хӗрарӑм патне янӑ: ҫак хӗрарӑмӑн мӗн пулнӑ пӗтӗмпех, кунтан пӑрахса кайнӑранпа паянччен ун ҫӗрӗнчен илнӗ пур тупӑша та, ӑна каялла тавӑрса парӑр, тенӗ.

И дал ей царь одного из придворных, сказав: возвратить ей все принадлежащее ей и все доходы с поля, с того дня, как она оставила землю, поныне.

4 Пат 8 // .

3. Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.

3. По прошествии семи лет возвратилась эта женщина из земли Филистимской и пришла просить царя о доме своем и о поле своем.

4 Пат 8 // .

42. Ҫак вӑхӑтра Ваал-Шалиша ҫӗрӗнчен пӗр ҫын килсе ҫитнӗ, Турӑ ҫынни валли вӑл ҫӗнӗ тырӑран пуҫласа пӗҫернӗ ҫирӗм ҫӑкӑр — урпа ҫӑкӑрӗсем — тата шӗкӗлчемен чӗрӗ тырӑ илсе килнӗ.

42. Пришел некто из Ваал-Шалиши, и принес человеку Божию хлебный начаток - двадцать ячменных хлебцев и сырые зерна в шелухе.

4 Пат 4 // .

48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.

48. [Царь] Иосафат сделал корабли на море, чтобы ходить в Офир за золотом; но они не дошли, ибо разбились в Ецион-Гавере.

3 Пат 22 // .

12. Вӑл аскӑнчӑксене хӑй ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ, ашшӗсем тунӑ йӗрӗхсене пӑрахӑҫланӑ, 13. Астарта кӗлеткине тунӑшӑн хӑйӗн амӑшне Анана та патша амӑшӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ.

12. Он изгнал блудников из земли и отверг всех идолов, которых сделали отцы его, 13. и даже мать свою Ану лишил звания царицы за то, что она сделала истукан Астарты.

3 Пат 15 // .

28. Вара, канашласа пӑхса, Иеровоам икӗ ылтӑн пӑру кӗлетки тутарнӑ та [халӑха] каланӑ: сирӗн Иерусалима ҫӳреме кирлӗ мар; эй Израиль, акӑ санӑн туррусем, хӑвна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турӑсем, тенӗ.

28. И посоветовавшись царь сделал двух золотых тельцов и сказал [народу]: не нужно вам ходить в Иерусалим; вот боги твои, Израиль, которые вывели тебя из земли Египетской.

3 Пат 12 // .

18. Мадиан ҫӗрӗнчен тухса кайса вӗсем Фаран пушхирне ҫитнӗ, унта хӑйсемпе пӗрле ҫынсем илнӗ те Египет ҫӗрне фараон патне, Египет патши патне, ҫитнӗ.

18. Отправившись из Мадиама, они пришли в Фаран и взяли с собою людей из Фарана и пришли в Египет к фараону, царю Египетскому.

3 Пат 11 // .

9. Калӗҫ вара: «хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа Туррине пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсене хапӑл тунӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн — ҫавӑншӑн Турӑ вӗсем ҫине ҫак инкеке янӑ» тейӗҫ.

9. И скажут: «за то, что они оставили Господа Бога своего, Который вывел отцов их из земли Египетской, и приняли других богов, и поклонялись им и служили им, - за это навел на них Господь все сие бедствие».

3 Пат 9 // .

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней