Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 25

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:38

Предложений: 9; Слово: 324

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! Аммон ывӑлӗсем енне ҫаврӑнса тӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала Аммон ывӑлӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ Манӑн сӑваплӑ Ҫуртӑм ҫинчен: «эхе! эхе!» тетӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ирсӗрленӗ, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ҫаратса-аркатса тухнӑ, Иуда килӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ — 4. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сана ӗмӗрлӗхе тухӑҫ ывӑлӗсене парӑп, вара вӗсем сан патӑнта хӑйсен сурӑх витийӗсене туса лартӗҫ, хӑйсен чатӑрӗсене лартӗҫ, санӑн ҫимӗҫне ҫийӗҫ, санӑн сӗтне ӗҫӗҫ. 5. Эпӗ Равва хулине тӗве карти, Аммон ывӑлӗсене сурӑх кӗтекенсем тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те. 6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: алӑ ҫупнӑшӑн, урупа тӑпӑртатса тӑнӑшӑн, Израиль ҫӗрӗнчен йӗрӗнсе чунтан хӗпӗртенӗшӗн 7. акӑ Хамӑн аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана халӑхсене ҫаратма парӑп, сана халӑхсем хушшинчен пӗтерӗп, сана ҫӗрсен шутӗнчен кӑларса пӑрахӑп; аркатса тӑкӑп сана, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн.

8. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Моавпа Сеир: «акӑ ӗнтӗ Иуда килӗ те ытти халӑхсем пекех!» теҫҫӗ, 9. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ вӗсен хулисенчен, вӗсен чикӗри пӗтӗм хулинчен пуҫласа, ҫӗр илемӗнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуҫласа, Моав аякне 10. тухӑҫ ывӑлӗсем валли уҫӑп та ӑна Аммон ывӑлӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхе вӗсене парӑп, вара Аммон ывӑлӗсене халӑхсем хушшинче урӑх асӑнмӗҫ. 11. Моава та сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ.

12. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эдом Иуда килне тискерле тавӑрчӗ, ҫапла туса пысӑк ҫылӑха кӗчӗ, 13. ҫакӑншӑн аллӑма Эдом ҫине тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, унӑн ҫыннисемпе выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, ҫӗрне пушхир тӑвӑп; Феманран Дедана ҫитиччен пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ. 14. Эдома Эпӗ Хамӑн халӑхӑмӑн, Израилӗн, аллипе тавӑрӑп; вӗсем Идумея ҫӗрӗнче Манӑн ҫиллӗме, Манӑн хаярлӑхӑма кура туса пырӗҫ, вара Эпӗ мӗнле тавӑрнине пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, 16. акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; 17. тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.

Сайт:

 

Статистика

...подробней