Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вилӗ куҫӗсене ҫавӑркаласа йӗри-тавра пӑхнӑ хушӑра вӑл тем чухлӗ виле ҫӗкленсе тухнине курчӗ, Киевран та, Галич ҫӗрӗнчен те, Карпатран та ҫӗкленсе тухрӗҫ вӗсем, сӑнран пӑхма вара пурте пӗр пек, каснӑ-лартнӑ тухатмӑш сӑнлӑ.
XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫирӗп те хӑпартланчӑк сӑнлӑ Шульгович полкӑн вӑта ҫӗрӗнчен самаях аякка, кирлинчен пӗр тӑватӑ хут кӑна ытлараха, кайса тӑчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кусем — харпӑр хӑй хуйхипе асапланакан кичем ҫынсем; хуйхӑ вӗсене, хӑйсен хӗсӗр те ырхан тӑван ҫӗрӗнчен уйӑрса, кӗркуннехи сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫил вӗҫтернӗ пек, ҫакӑнта илсе ҫитернӗ, кунта вӗсене ют ҫутҫанталӑкӑн чаплӑ илемӗ тӗлӗнтерсе янӑ, куҫӗсене шартарнӑ; йывӑр ӗҫ вара ку ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Соломон патша вӑтам ҫулсене те — хӗрӗх пиллӗке — ҫитмен-ха, ун ӑсӗпе илемӗ, ун пурнӑҫӑн ӗлккенлӗхӗпе килӗ-ҫурчӗн капӑрлӑхӗ ҫинчен вара чап Палестина ҫӗрӗнчен чылай-чылай аякка саланнӑ.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ.
Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сутӑҫӑ — ҫап-ҫамрӑкскер, пӗр вунултӑ ҫулхи ача, эпӗ СССР ҫӗрӗнчен килнине пӗлчӗ.А продавец, мальчонка совсем, лет шестнадцати, узнал, что покупатель из СССР.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен Пясина юхса кӗнӗ ҫӗре ҫити вырӑна пӗлетпӗр тетӗр-ха эсир, ҫапах та халиччен ӑнсӑртран та пулин экспедици йӗрне никам та курман тетӗр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та: проектра кӑтартнӑ вырӑнсене юлашки ҫулсенче сахал-и, нумай-и, куркаласа ҫӳренӗ ӗнтӗ, ҫапах та «Св. Мария» экспедицийӗн йӗрне халиччен те тупайман — ку пӗр енчен; тепӗр енчен тата: Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен пуҫласа Пясина юхса кӗрекен ҫӗре ҫитиччен пин километр ытла, ҫавӑн пек ҫӗрте шырасси вара питӗ кӑткӑс ӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫирӗп йӗркепе тӳлекен, пысӑк шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулманни ӗҫлеме пултаракан халӑх ял ҫӗрӗнчен урӑх вырӑна куҫнин тӗп сӑлтавӗ пулса тӑрать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Унӑн ҫемҫе ҫӗрӗнчен ҫӗлӗк пысӑкӑш чӗрӗп ҫакланнӑ.
Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
Куславкка ҫӗрӗнчен пултаруллӑ ҫын сахал мар тухнӑ.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Анчах та иудейсем чаплӑ кил-йышри хӗрарӑмсене — Турра ӗненекенскерсене, хисеплӗскерсене — тата хулари паллӑ ҫынсене хӗтӗртнӗ те Павелпа Варнавӑна хӗсӗрле пуҫланӑ, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман. 33. Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?» 34. Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Анчах пирӗн аттемӗрсем ӑна итлесшӗн пулман, унран пӑрӑннӑ, чӗрипеле Египет енне сулӑнса, 40. Аарона ҫапла каланӑ: «пире турӑ туса пар, вӑл пирӗн умран пытӑрччӗ: хамӑра Египет ҫӗрӗнчен ертсе тухнӑ ҫакӑ ҫынна, Моисее, мӗн пулнине пӗлместпӗр» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ та Харрана пырса вырӑнаҫнӑ; ашшӗ вилсессӗн Турӑ ӑна унтан ҫак халӗ хӑвӑр пурӑнакан ҫӗре куҫарнӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансассӑн тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ; унта Унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ, тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ; 18. вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма пынӑ; усал сывлӑш ернипе асапланакансем те сывалнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.