Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫне хӗсекен парикне хӑвӑртрах хыврӗ те шифонерти полка ҫине персе ячӗ, ҫӑмӑллӑн сывларӗ, хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Ара, ҫӑмӑллӑн ӗҫлесе илнӗ укҫа ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн тӑкакланать.Ведь деньги, заработанные лёгким трудом, также легко и уйдут.
39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Фердинанд Кортес хӑй вӑхӑтӗнче никам хӳттинче пулман американецсене хӑй аллине ҫав тери ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илнипе танлаштарсан, эпӗ хам калакан ҫӗршывсене ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илме май пулмӗ тесе иккӗленетӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Ун пек ҫынсем сӑмаха ытла ҫӑмӑллӑн параҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсен сӑмахӗсене ытла ҫӑмӑллӑн пӑсаҫҫӗ те.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫурт ҫинчен пыракан ыйту ҫар е наука ыйтӑвӗ мар, пӗтӗмпе те организациллӗ пӗчӗк ыйту ҫеҫ пулнӑ пирки Чумандрин ӑна, юлташӗсем хӑйсем пӑхса тухмалли ыйтусене епле ҫӑмӑллӑн сӳтсе явнӑ, ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн ярса илчӗ, сӑн-пичӗпе кӳреннине палӑртса, хуллен ҫапла мӑкӑртатрӗ:
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Неушлӗ килмест вӑл? сасартӑк ун ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ, самантранах унӑн ҫан-ҫурӑмӗ тепӗр хут сӑрлатса илчӗ, анчах урӑх сӑлтавпа: Санин хӑй хыҫӗнче ҫӑмӑллӑн утса пынине, хӗрарӑм тумтирӗ ҫӑмӑллӑн чӑштӑртатнине илтрӗ…
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл кула-кула тата кубанкине ӗнси ҫине антарса лартсах айккинелле пӑхса пынинчен, пӗр аллинчи пӳрнисемпе чӗлпӗре ҫӑмӑллӑн пуҫтарса тытнинчен, тепӗр аллипе тытнӑ пушӑпа хӑмсарса пынинчен, йӗнерӗн ура пускӑчисем ҫинче ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе, хура лашине шпорсемпе хистесе пынинчен юланутпа ҫӳресси уншӑн канлӗ те чи кӑмӑла килекен ӗҫ пулнине курма пулать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек татӑклӑн ответленӗ хыҫҫӑн клеткӑллӑ пиҫиххи ҫыхтарнӑ машина, хӑйне илсе пыраканӑн сӑмахне ӑнланнӑ пек пулса, вокзал умӗнчен татах илемлӗнрех те ҫӑмӑллӑнрах тапранса кайрӗ, клумбӑсенчен ҫаврӑнса иртрӗ те хӗвелпе хӗрнӗ тата лайӑх якатнӑ тӗксӗм-шурӑ шоссе тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ярӑнтарса чупса кайрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн ҫулӗ ҫинче пӗрене тӗл пулать-и — пар ӑна кунта, кӗҫех ак вӑл вӑйлӑ шыв юхӑмне кӗрсе ӳксе, кӑвак хӑю пек ҫеҫ вӗлтлетсе юлать; унта авӑ пӗр лавҫӑ шыва кӗрсе пичкене шыв тултарма тӑнӑччӗ, сиссе те ӗлкӗреймерӗ — урапа ҫинче выртакан хӑмасемпе улӑм, ун хыҫҫӑн пичке, ҫавӑн пекех тата урапа тӗпӗнчи хупӑн пӗр татӑкӗ те Кубань тӑрӑх пӗр-пӗрне хӑваласа чупса кайрӗҫ — лавҫӑ вӗсене курса юлма кӑна ӗлкӗрчӗ; унта, ҫырана пырса ҫапнӑ хум, ҫул майӑн тенӗ пек, кимме ярса илсе ҫӳлелле ҫӗклесе ҫавӑрчӗ, ҫилленнипе ӳпӗнтерсе ячӗ те хумсем ҫийӗпе юхтарчӗ; унта шыв хулӑн йывӑҫах, выляса, ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларчӗ; вышкайсӑр пысӑк; симӗс купа хӑйӗн лапсӑркка тураттисене ҫилхе пек кӑнтарса пӗрре шывран тухать, тепре шыв ҫине ӳкет, унтан тымаррисене ҫӗклет, хура вӑрӑм туратсем шыва путнӑ пек шартлаттарсах ҫапаҫҫӗ; унта, ҫав тери хаярланса, кӗперӗн пӗр татӑкне хӑйпӑтса илет, вара ҫав татӑк сулланса та сӑвайне алӑ евӗр ҫӗклесе, вӑйлӑ юхӑм варрипе вӗҫнӗ пек ыткӑнать; унта улӑха тулса ларнӑ утӑ капанне ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнӗ, — ҫав тери ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт ҫӗклесе илнипеле васкама юратман пӗр мулкачӑ тип ҫӗр ҫине сикме те ӗлкӗреймен — капан, енчен енне сулланса, анаталла юха парать, ун тӑрринче, ҫынсене култарма кӑларса лартнӑ пек, мулкачӑ ларса пырать: вӑл хӑйӗн салху куҫӗсемпе йӗри-тавра хӑравҫӑлла та шанчӑксӑррӑн пӑхса пырать, унӑн кӑнтарса тӑракан хӑлхисем вӑхӑт-вӑхӑтпа чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӑмӑллӑн тӗл пулнӑ, ҫӑмӑллӑн, пӗр йывӑрлӑхсӑр, кулянмасӑр, кулянса калаҫмасӑр уйӑрӑлнӑ, тепӗр эрнерен вара ют ҫынсем пек тӗл пулнӑ, ячӗшӗн тенӗ пек ҫеҫ сиввӗн йӑл кулса илнӗ, ниме пӗлтермен темиҫе сӑмах каланӑ.
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ Натале, чун кӗчӗ ӑна.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Хӗр ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Эпӗ ҫӑмӑллӑн сывласа ятӑм.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ…
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Хӑй ҫинчен темле йывӑр япала илсе пӑрахнӑ пек, Миргалим ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, унӑн куҫӗсем каллех выляма тытӑнчӗҫ, тути хаваслӑн кулкаларӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Иртнӗ пурнӑҫ мана хӑйӗнчен ҫаплах ҫӑмӑллӑн вӗҫертесшӗн пулмарӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Атӑ кӗлисем кӑна тем ҫинчен ҫӑмӑллӑн шакӑлтатса калаҫаҫҫӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ывӑннӑ каччӑсем ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Игорь, ҫӑмӑллӑн сиксе тӑрса, тусӗ ҫумне пырса ларчӗ.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.