Поиск
Шырав ĕçĕ:
Егорушка ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; ҫав вӑхӑтра ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.Егорушка с удивлением посмотрел на него; в это время сверкнула молния.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫак самантра пӗлӗте ҫурса, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, пуҫ тӑрринчен аслати шатӑртатрӗ, Манефа карчӑк хӑраса ӳкнипе питне тутӑрпа хупларӗ.
36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чарӑнмасӑр тенӗ пекех, ялтӑр та ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати хӑватлӑн кӗмсӗртетнине пула ман пӳлӗмӗн чӳрече кӗленчисем чӗтӗресе, чӑнкӑртатса ҫех тӑчӗҫ.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Апла ҫакна туянатпӑр, — йӑл ҫиҫрӗ юлташӗ.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Ҫӗрле хӑрушӑ тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫапса ҫумӑр ҫурӗ, аслати хӑватлӑн авӑтрӗ, йӑл та ял ҫиҫӗм ҫиҫрӗ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кашни ача сӑн-питӗнче хаваслӑ йӑл кулӑ хӗвел шевли пулса ҫиҫрӗ.На лице каждого ребенка сияла радостная улыбка как солнечный блик.
«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17
Виҫӗ-тӑватӑ ҫухрӑм пек кайрӗҫ-и, каймарӗҫ-и – ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати таврана кисрентерсе илчӗ, шултӑра ҫумӑр тумламӗсем хӗвелпе хӗрнӗ кабина ҫине патлатма тытӑнчӗҫ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
«Малтанхи кӑтарту кӑшт япӑхрахчӗ манӑн, ҫавӑнпа хумханнӑччӗ те. Финалта кӑтарту лайӑхланни кӑмӑла ҫӗклерӗ. ИААФ йышӑнӑвӗ савӑнтармарӗ пулин те шанӑҫа ҫухатмастӑп-ха. Доклада вуласа тухрӑм та — пирӗншӗн пит начарриех ҫук иккен унта. Вӗсем пирӗн ҫунатсене хуҫасшӑн кӑна. Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн сӑмахӗ витӗмлӗрех пуласса кӗтетӗп. Ырри усала ҫӗнтеретех», — яланхи пекех хаваслӑ йӑл кулӑ ҫиҫрӗ спортсменӑн питӗнче.
Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
18. Вара ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати авӑтрӗ, сасӑсем кӗрлерӗҫ, ҫӗр кисренчӗ, ун пекки ҫӗр ҫинче этем пурӑна пуҫланӑранпа та пулман.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара тӳпере Турӑ Ҫурчӗ курӑнса кайрӗ, Унӑн Ҫуртӗнче Ун халалӗн арчи курӑнчӗ; ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, сасӑсем илтӗнчӗҫ, аслати авӑтрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ, пӑр питӗ вӑйлӑ ҫурӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ангел тӗтӗркӗчне илчӗ те, ӑна парне вырӑнӗ ҫинчи вут-кӑварпа тултарса, ҫавна ҫӗр ҫине тӑкрӗ — вара аслати авӑтни, кӗрлени илтӗнсе кайрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр кисренчӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.