Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех!

Автор: Андрей МИХАЙЛОВ

Источник: «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Добавлен: 2016.06.28 13:47

Предложений: 104; Слово: 1057

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Спорт

Раҫҫей атлечӗсем Рио-де-Жанейрӑна каяс тӗллевлӗ.

Шупашкарти «Олимпийский» стадион ҫӑмӑл атлетсен Раҫҫей чемпионатне пиллӗкмӗш хут йышӑнать пулин те кӑҫалхи ӑмӑрту хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрса тӑчӗ. Раҫҫей спортсменӗсене хирӗҫле «кампани» пуҫарни те атлетсен кӑмӑл-туйӑмне пӑсрӗ. Тен, ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри хӑйӗн кӑтартӑвӗсене лайӑхлатас тӗллевпе ҫине тӑмарӗ курӑнать. Пурпӗр чемпионатра хӗрӳ тупӑшусемпе ҫивӗч финалсем, пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтменлӗх сахал мар пулчӗҫ. Кашни ӑмӑртура чи пултаруллисем вӑй виҫрӗҫ. Старта ҫамрӑк спортсменсем то, Олимп чемпионӗсем те, тӗнчо тата Европа турнирӗсенче палӑрнисем те тухрӗҫ. Вӗсен йышӗнче 2015 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулинче иртнӗ командӑсен Европа чемпионачӗн паттӑрӗсене те куртӑмӑр.

Екатерина Ишова — виҫҫӗмӗш

Чемпионатӑн пӗрремӗш кунӗнчи программинче квалификацие тата уйрӑм ушкӑнсенче лайӑххисене палӑртмалли стартсем ытларах иртрӗҫ пулин те атлетсем медальсен 4 комплекчӗшӗн тупӑшрӗҫ. Чи малтан кӗрешӗве 100 метра парӑнтаракансем тухрӗҫ. Ку ӑмӑртура ҫамрӑк спринтер, юниорсен чемпионачӗн призерӗ Анна Сивкова ҫӗнтерчӗ. Пӗлтӗрхи чемпионка Анна Кукушкина /Мускав/ виҫҫӗмӗш пулчӗ. Арҫынсенчен ҫак дистанцире Денис Огаркова ҫитекенни пулмарӗ.

Чӑваш Ен спортсменӗсем те савӑнтарчӗҫ. Стайерсен турнирӗнче Вӑрнар хӗрӗ Екатерина Ишова /Горбунова/ бронза медаль ҫӗнсе илчӗ. «Ку медаль маншӑн «ылтӑнпа» танах: Раҫҫей чемпионатӗнче эпӗ пӗрремӗш хут наградӑллӑ пултӑм. Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума вӑй-хал парать», — терӗ Универсиада призерӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ — 15 минут та 55,03 ҫеккунт. Сӑмах май, вӑл 1500 метрлӑ дистанцисенче сахал мар палӑрнӑ. Ку хутӗнче 5000 метрлӑ дистанцие вара Европа чемпионачӗн маттурӗ Елена Коробкина чи малтан вӗҫлерӗ, ун хыҫҫӑн пушкӑрт хӗрӗ Гульшат Фазлитдинова ҫитрӗ. Арҫынсен чупӑвӗнче ҫӗнтӗрӳҫӗ ятне Владимир Никитин тивӗҫрӗ.

Еленӑпа Анжеликӑн тупӑшӑвӗ

Иккӗмӗш кун стадиона пухӑннисем шӑчӑпа сикекенсен секторӗнчен куҫ илмерӗҫ. Епле-ха унсӑрӑн: Чӑваш Ен стадионӗнче тӗнчипе паллӑ атлет, Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионки, тӗнче рекордне 28 /!/ хут ҫӗнетнӗ Елена Исинбаева хӑйӗн ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ. Унпа Европа чемпионки Анжелика Сидорова тупӑшрӗ. Тӳрех паллӑ ӗнтӗ: Е.Исинбаевӑна ҫитеймерӗ. Вӑл 4,90 метр сиксе ҫӗршыв чемпионкин ятне тивӗҫрӗ.

— Паян питӗ хӗрӳ тупӑшу пулчӗ, хама Олимпиадӑри пекех туйрӑм. Кунашкал пуласса кӗтменччӗ эпӗ. Ҫӑмӑл пулӗ тенӗччӗ. Анжелика питӗ вӑйлӑ спортсменка, чӑн-чӑн ҫӗнтерӳҫӗ. Паянхи кӑтарту та маншӑн пӗчӗк мар. 4,90 метр — сезонта чи лайӑххи. Кун пек эпӗ 2013 ҫулта тӗнче чемпионатӗнче те сикменччӗ /унта вӑл ҫӗнтернӗ. — А.М/. Виҫӗ ҫула яхӑн декрет отпускӗнче пулнӑ хыҫҫӑн спорта таврӑнма ҫӑмӑлах мар, ҫапах манӑн кӗрешме вӑй пур. Сӑмах май, Е.Исинбаева маларах Шупашкарта пулнӑ. Ун чухне вӑл ҫамрӑксен чемпионатӗнче 3,90 метр сиксе ҫӗнтернӗ.

Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова вара иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ, хӑйӗн кӑтартӑвне лайӑхлатрӗ — 4,85 м. Иртнӗ ҫул вӑл ӑмӑртура 4,50 метр сиксе ҫӗнтернӗччӗ.

— Паян эпӗ питӗ телейлӗ ҫын. Пӗрремӗшӗнчен, хамӑн кӑтартӑва ҫӗнетрӗм, иккӗмӗшӗнчен, тӗнчери чи вӑйлӑ спортсменкӑпа кӗрешме май килчӗ. Ҫамрӑк чухне эпӗ Елена Исинбаева пек пулас тесе тӑрӑшаттӑм, вӑл епле сикнине пӑхса тӗлӗнеттӗм. Акӑ паян унпа пӗр старта тухма май килчӗ. Ку маншӑн питӗ пысӑк чыс. Малашлӑх пирки калас тӑк, кашни спортсменӑн паян пӗр тӗллев — Олимпиадӑна хутшӑнасси, — савӑк кӑмӑлне пытармарӗ 2014 ҫулхи тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ.

Паллӑ спортсменкӑна курмашкӑн стадиона чылаййӑн пухӑннӑ. Ҫынсем алӑ ҫупса хавхалантарни те пулӑшрӗ пулӗ ӑна. Юлашкинчен, Елена Исинбаева ҫӗнтерни паллӑ пулсан, стадионти халӑх ура ҫине тӑрса Раҫҫей гимнне юрларӗ. «Шупашкарсем гимн юрланине астумастӑп. Ленӑна ҫынсем юратни, унпа мӑнаҫланни тӳрех курӑнать. Хӑйнеевӗрлӗ флешмоб ку. Пирӗн командӑна Олимпиадӑна хутшӑнса унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнма хавхалантарниех вӑл», — терӗ Юрий Борзаковский.

Шубенковпа Ухов — чемпионсем

Арҫынсен хушшинчи кӗрешӳсене те сӑнама кӑсӑклӑ пулчӗ. Тӗслӗхрен, барьерсем урлӑ 110 метра чупакансен тупӑшӑвӗнче Сергей Шубенков ҫӗнтересси пирки никамӑн та иккӗленӳ пулмарӗ. «Малтанхи кӑтарту кӑшт япӑхрахчӗ манӑн, ҫавӑнпа хумханнӑччӗ те. Финалта кӑтарту лайӑхланни кӑмӑла ҫӗклерӗ. ИААФ йышӑнӑвӗ савӑнтармарӗ пулин те шанӑҫа ҫухатмастӑп-ха. Доклада вуласа тухрӑм та — пирӗншӗн пит начарриех ҫук иккен унта. Вӗсем пирӗн ҫунатсене хуҫасшӑн кӑна. Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗн сӑмахӗ витӗмлӗрех пуласса кӗтетӗп. Ырри усала ҫӗнтеретех», — яланхи пекех хаваслӑ йӑл кулӑ ҫиҫрӗ спортсменӑн питӗнче. Барьеристсен ӑмӑртӑвӗнче пьедестал ҫине иртнӗ ҫулхи пекех Константинпа Филипп Шабановсем /пиччӗшӗпе шӑллӗ/ хӑпарчӗҫ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Олимп нормативне унчченех пурнӑҫланӑ Екатерина Галицкая мала тухрӗ.

Ҫӳллӗшне сикекенсен секторӗнче вара Олимп чемпионӗ Иван Ухов, тӗнче чемпионӗ Даниил Цыплаков тата Олимп вӑййисен призерӗ Андрей Сильнов вӑй виҫрӗҫ. 2015 ҫулта ҫӗршыв чемпионатӗнче иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ Иван Ухов ку хутӗнче ҫӗнтерчӗ пулин те савӑнӑҫлӑ марччӗ: те 2,30 метра тӑваттӑмӗш хутӗнчен кӑна парӑнтарни, те ИААФ йышӑнӑвӗ унӑн кӑмӑлне пӑснӑ — журналистсемпе калаҫма кӑмӑл пулмарӗ унӑн. Арҫынсен кӗрешӗвӗнче вара тӗлӗнмелли сахал мар пулчӗ. А.Сильнов тем чухлӗ тӑрӑшрӗ пулин те пьедестал ҫине хӑпараймарӗ, Д.Цыплаков вара виҫҫӗмӗш вырӑнпа ҫырлахрӗ. Олимп чемпионӗпе ҫамрӑк спортсмен Даниил Лысенко ӑмӑртрӗ. Иккӗшӗ те пӗр шайра пулчӗҫ, юлашкинчен Ухова ытларах ӑнчӗ.

Наговицынӑн — бронза

Виҫҫӗмӗш кун тӗрлӗ дистанцие чупакансем те старта тухрӗҫ. Чӑваш спортне юратакансемшӗн уйрӑмах интереслӗ пулчӗ. 10 пин метрлӑ дистанцире тӳрех виҫӗ спортсменка ӑмӑртрӗ. Вӗсем — пултаруллӑ марафонҫӑсем Альбина Майоровӑпа Наталья Пучкова тата 2012 ҫулхи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Наговицына. Ку тупӑшура олимпҫӑ тӳрех лидерсен йышне тӑчӗ, ҫавӑнпа пурте унран медаль кӗтрӗҫ. Телее, Е.Наговицынӑна ӑнчӗ — «бронза». Чӑваш Ен стайерӗ дистанцие 32 минут та 14,43 ҫеккунтра вӗҫлесе пирӗн команда пухмачне виҫҫӗмӗш наградӑпа пуянлатрӗ.

— Паянхи стартра та ҫӑмӑл пулмарӗ. Юрать, ҫумӑр ҫурӗ. Унсӑрӑн татах йывӑр килетчӗ. Манпа тупӑшакансем, чӑн та, маттурччӗ. Шел те, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитеймерӗм, ҫамрӑксемпе тупӑшма ҫӑмӑлах мар, — терӗ Елена Олимп вӑййисене хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерсе. Арҫынсен турнирӗнче пӗртӑван Анатолипе Евгений Рыбаковсем ылтӑнпа кӗмӗл медальсене ҫӗнсе илчӗҫ. 10 пин метра чупас енӗпе ӑстаскерсем дистанци тӑршшӗпех малтисен ретӗнчен каймарӗҫ.

Чӑваш Ен спортсменӗсенчен сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик тата Владимир Попов атлет /10000 м/ ӑмӑртура лайӑх ҫитӗнӳсем турӗҫ.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ:

— Раҫҫей чемпионачӗ — пирӗншӗн питӗ пысӑк пулӑм. Шупашкара паллӑ спортсменсем, Олимп чемпионӗсем килчӗҫ. Елена Исинбаевӑна курма уйрӑмах кӑмӑллӑ пулчӗ. Эпӗ уншӑн та, хамӑрӑннисемшӗн те «чирлерӗм». Анжелика Сидоровӑн ӑсталӑхӗ те тӗлӗнтерчӗ, вӑл хӑйӗн кӑтартӑвне ҫӗнетме пултарни савӑнтарчӗ. Чӑваш халӑхӗн тараватлӑхӗ, ырӑ кӑмӑлӗ хӑнасене пирӗн патра килти пек туйма, атлетсене пысӑк ҫитӗнӳсем тума хавхалантарчӗ пулӗ тетӗп. Раҫҫей спорт-сменӗсене Олимпиадӑна хутшӑнма ирӗк парасса, унта вӗсем ҫӗршыв чысне хӳтӗлессе шанатӑп.

Дмитрий ШЛЯХТИН, РФ ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗ:

— Федерацин паянхи тӗллевӗ — Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма майсем туса парасси. Ку енӗпе эпир пирӗнтен мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, вӗҫне ҫитичченех кӗрешӗпӗр. «Йӗркене пӑсман атлетсен тӗнче ӑмӑртӑвне кайма ирӗк пур. Вӗсен йышӗ пӗчӗк мар. ИААФ ертӳлӗхӗ ырӑ улшӑнусене шута хурасса, йывӑр лару-тӑрура Олимп комитечӗ пире пӑрахмасса шанас килет.

Юрий БОРЗАКОВСКИЙ, Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ:

— Пирӗн спортсменсем шанӑҫа ҫухатмаҫҫӗ. Вӗсем унчченхи пекех тренировкӑра ӑсталӑха туптаса Олимп вӑййисене хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ, кашниех унта лекес шухӑшпа пурӑнать. Вӗсен ӑмӑртура вӑй виҫмешкӗн вӑй-хал тапса тӑрать. Эпир яланах тӗнчере чи вӑйлисем пулнӑ, пирӗннисем ҫӗнтерӳпе пӗрре мар таврӑннӑ. Кӑҫал атлетсене тӗнче аренинче тупӑшма май памарӗҫ пулин те Олимпиадӑра хамӑра лайӑх енчен кӑтартас килет.

Елена ИСИНБАЕВА, РФ спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗ, Олимп чемпионки:

Олимпиадӑра ӑмӑртасси — кашни спортсменӑн ӗмӗчӗ. Унта хутшӑнас тӗллевпе эпир кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлетпӗр, ӑмӑртусенче хамӑр ӑсталӑха туптатпӑр. Эпӗ тӗнчери чи сумлӑ ӑмӑртӑвӑн пьедесталӗ ҫине пӗрре мар хӑпарнӑ пулин те манӑн кӑҫал та унта тӑрас килет. Олимпиадӑна хутшӑнма ирӗк паманни манӑн пӗтӗм шухӑш-тӗллеве тӗп тӑвать. Ҫапах эпӗ те ырра ӗненетӗп. Раҫҫей спортсменӗсен унта пулмаллах, мӗншӗн тесен эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех!

Сайт:

 

Статистика

...подробней