Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ун тымарне Мускавра ял хуҫалӑх выставкинче куртӑм: шап-шурӑ, этемӗнни пек кӗлетке, ал-ура хурӑмӗ пур…
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӗсен этемӗнни пек куҫсем.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Романӑн тӑваттӑмӗш пайӗнче, Гулливер гуигнгнм — лашасен ҫӗршывӗнче пурӑнни ҫинчен каласа панӑ чух, ӗмӗчӗ татӑлнӑ тата халран кайнӑ Свифт хӑйӗн хаяр ҫивӗч ӑсне пӗтӗмпех ирӗк парать, хӑйӗн тӑван ҫӗршыв ҫыннисене вӗсен пурнӑҫӗ этемӗнни пек маррине, вӑл ним йӗркесӗррине, ҫав пурнӑҫ пит хаяррипе тӗрӗс маррине кӑтартса пама тӑрӑшать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Кун хыҫҫӑн ман пата этемӗнни пек мар хӑрушӑ сасӑ ҫитрӗ.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫунса ҫеҫ тӑрать, ӑмӑрӗ ҫинче — шурӑ ҫӑлтӑр, куҫӗсем ӑслӑ-ӑслӑ — этемӗнни пек.Огненный весь, на груди звёздочка белая, а глаза умные, как у человека.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Качакасем хӑйсен умӗнчи мӗн пур-ҫука шӑп этемӗнни пек ӑслӑ та чее куҫӗсемпе пӑхкаласа ӑслӑн та мӑнаҫлӑн уткаласа пыраҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл этемӗнни пек мар темӗнле чӗрене тивмелле кӑшкӑрнӑран, Черныш ӑна палласа илеймерӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ашӑк айӗнчен сара урасем, хытанка та сарӑ тата этемӗнни пек мар тӳрӗскерсем, курӑнаҫҫӗ.Из-под рогожи торчали голые ноги, худые, желтые и неестественно прямые.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Миме пулмалли вырӑн этемӗнни пекех, мал енчи икӗ куҫ вырӑнӗпе сӑмса кӑкӗн вырӑнӗ те ҫынсенни пекех.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Куҫа уҫатӑп, ҫурта ҫутатӑп, пирус туртса яратӑп, лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтеретӗп… каллех ҫавсемех умра: венгерец, хӗп-хӗрлӗ юн ӑшӗнче выртать, пичӗ-куҫӗ таткаланса пӗтнӗ, ӳкнӗ лаши айӗнчен тухасшӑн тӑрмашать хӑй; пӗчӗк салтак Иванчук, пуля ун хырӑмне лекнӗ пулнӑ, ҫӑмха пек хутланса выртнӑ та ман ҫине пӑхать, пуҫне пӑркаласах ӳлет, — ҫавӑнтах тата лашин пырши-пакартисем йӑтӑнса тухнӑ, тӑ ватӑ ури ҫинче упаленсе сӗтӗрӗнет, а пуҫне хӑй ҫаплах ун-кунӑн ҫавӑркалать, куҫӗсем вара… ну, турӑшӑн та, этемӗнни пекех пӑхаҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унӑн темскер шыракан хурлӑхлӑ та тимлӗ пӑхакан куҫӗсем этемӗнни пекех пулаҫҫӗ.Напряженный, ищущий и печальный взгляд его становился почти человеческим.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Муцин те ҫӑварӗ карӑлчӗ, этемӗнни пек мар сасса хирӗҫ вӑйсӑр йынӑшнӑ сасӑ чӗтренни илтӗнчӗ…Губы Муция раскрылись тоже, и слабый стон задрожал на них в ответ тому нечеловеческому звуку…
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Пӗртен-пӗр хӑмла ҫеҫ вӗсене, хӑйӗн чун-чӗресӗр автоматне этемӗнни пекрех хускалусем тутаракан механик евӗр, хускатса янӑ-мӗн.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Выльӑх вӗт, е калӑпӑр, хурт-кӑпшанкӑ: ӑсӗ кӗске, этемӗнни пек мар…Как-никак — животная, или, сказать, насекомая: умишко-то куцый, не то что у человека…
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн лӑпкӑ та витӗр куҫӗсем мӗнле пӑхнине каласа пама май ҫук, — эпе ҫав тӗлӗнмелле этемӗнни евӗрлӗ мар куҫсене хирӗҫ аран ҫеҫ пӑхатӑп.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
8. Эпӗ ҫав мӑйракасем ҫине пӑхрӑм та — акӑ вӗсем хушшинчен тата тепӗр мӑйрака, пӗчӗкскер, тухнине куртӑм; ӑна вырӑн парас тесе, унчченхи виҫӗ мӑйракине тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑларчӗҫ; ҫав мӑйракан этемӗнни евӗрлӗ куҫсем пурччӗ, мӑнаҫлӑн калаҫакан тута-ҫӑвар пурччӗ.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ курах кайрӑм: акӑ ҫурҫӗр енчен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсе килет, капмар пӗлӗт тата явӑнса ҫунакан вут-ҫулӑм, ун тавра ҫиҫсе-ялтӑртатса тӑрать, 5. ҫакӑн варринчен вут варринче ҫулӑм ҫути евӗрлӗскер ялкӑшать; унӑн варринчен чӗрчун евӗрлӗскерсем тӑваттӑ курӑнаҫҫӗ; вӗсем акӑ мӗнлеччӗ: сӑн-сӑпачӗ вӗсен этемӗнни пек; 6. кашнийӗ тӑватшар питлӗ, кашнийӗ тӑватшар ҫунатлӑ; 7. урисем вӗсен — тӳрӗ туналлӑ, ури лаппийӗ — пӑру урин лаппийӗ евӗрлӗ, вӗсем йӗс пек ҫиҫеҫҫӗ (ҫуначӗсем ҫӑмӑл вӗсен).
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1