Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юрату кирек хӑҫан та ҫӑмӑл пулмасть, юратакан чӗресем пӗр-пӗрне часах тупаймаҫҫӗ.Любовь не всегда бывает легкой, влюбленные находят друг друга не быстро.
Р. И. Фраерман // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с. — 124–127 с.
Ку тӗлӗшпе уйрӑмах Морева («Элнет»), Ваҫлипе Илюша («Итлӗр!»), Гришӑпа Санюка («Аван пурӑнатпӑр»), Гришӑпа Йӑкӑната («Салют»), Нина Орлована («Тӑван ҫӗршыв чӗнет»), Анюкпа Митюка («Юратакан чӗресем») ырӑпа асӑнмалла.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пысӑк юратупа тулнӑ чӗресем халиччен те туйман ачаш та ҫепӗҫ савӑшу ытамӗнче киленчӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Эпир чӗресем суйласа илнӗ ҫынна кӑна мар, пурне те юратасси патне туртӑнатпӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Ленукпа иксӗмӗрӗн чӗресем ура тупанне ҫитрӗҫ.
Мерекке // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 9–13 с.
— Запас пайсем хушшинче чӗресем тупӑнас пулсан, ун чух, ӑҫта каймасть, хӑтланса пӑхма юратчӗ, анчах капла хама улталас мар — яр та мана утиле, акӑ ҫамрӑк кадрсене ларт! —
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫумӑр мӗн чухлӗ вӑйлӑрах ҫӑвать, пирӗн чӗресем ҫавӑн чухлӗ хаваслӑрах пулма тивӗҫ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗррехинче вӑл мана ятласа пӑрахрӗ, икӗ хутчен эпӗ ӑна хӑваласа кӑлартӑм, анчах ҫапах та эпир, иксӗмӗр, пӗрне-пӗри чун патӗнчи сӑмахсене каламасӑр тӑма пултараймастпӑр; мӗн тӑвас тетӗн, чӗресем вӑрттӑн пӗр-пӗрин патнелле туртӑнаҫҫӗ.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Ку ырлӑха туллин курма ҫук пулас», шухӑшланӑ вӑл: «е телейлӗ юратман чӗресем именчӗклӗ: вӗсем именсе пытанаҫҫӗ, ӑслӑ ҫынсене тавлашса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; тен, ун пек ҫынсене хӗрхенеҫҫӗ вӗсем, хӑйсем телейлӗрен лешсен ҫылӑхне каҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен лешсем хӑйсен телейне, аталанма памасӑр, хӑйсемех пылчӑк ӑшне таптаҫҫӗ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Икӗ чун пӗри теприне килӗштерни, пӗр тӑван чӗресем пӗр-пӗрине тахҫанах туйса илни Агафья Матвеевнӑпа Анисья кӑмӑллӑ пулнинчен тӳрех курӑнса тӑрать Вӗсем пӗрре пӑхсах, пӗр сӑмахранах, пӗр хускануранах, пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ, тӗрӗс хакларӗҫ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӗресем пирӗн ытла та ывӑнса ҫитнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чӗресем тулса ҫитнипе, иксӗмӗр те сӑмах чӗнейместпӗр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Яланах, савӑнӑҫпа пӑшӑрхану сехечӗсенче те, хумханупа хурлӑх сехечӗсенче те пирӗн чӗресем пӗр пек пулса тапнӑ, эпир пӗр сывлӑшпа сывланӑ.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсене шыраҫҫӗ, вӗсене асӑнса йӗреҫҫӗ, вӗсене вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ; вӗсемшӗн хуйхӑрнипе чӗресем ҫурӑлаҫҫӗ; вӗсемшӗн куҫҫуль юхтараҫҫӗ, ҫынсем вӗсене асӑнаҫҫӗ: ҫав вилнӗ мӗскӗн ачасене лайӑх пӑхмарӑмӑр, теҫҫӗ, ҫынсем хӑйсем лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланаҫҫӗ.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӑста тухтӑр больницӑри 35 ҫула ҫитмен специалистсен «Ҫамрӑк чӗресем» общество пӗрлешӗвӗн ӗҫне те хастар хутшӑнать.
Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
12. Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗрӗрсем пирӗн валли хупӑ.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Чӗресем шарах ҫурӑлччӑр, вилнисем тата ытларах пулччӑр тесе, Эпӗ вӗсен кашни хапхи умне хаяр хӗҫ тӑратӑп, ах! ҫиҫӗм пек ҫиҫекен, чиксе пӑрахма ҫивӗчлетнӗ хӗҫ!
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.