Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ, тытасса та хӑйсене ашшӗ мӗн те пулин хурласа каланӑ чухнехи евӗр вӑтанчӑклӑн тытаҫҫӗ.
XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кун хыҫҫӑн колхозниксем пӗр вӑхӑт каллех нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗр уйӑх иртет, ик уйӑх иртет, — ӑна чӗнмеҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Элчисем чӗнмеҫҫӗ.
3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тӗрӗс, Любаша, унта ахаль чӗнмеҫҫӗ.
2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫук пуль, чӗнмеҫҫӗ пуль вӗсем пире.
7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрсасене Хусана ыт ахальтен чӗнмеҫҫӗ.
10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗри те пӗр сӑмах чӗнмеҫҫӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Сире — Энтюкпа иксӗре — ятран та чӗнмеҫҫӗ — «Паймук тавраш» кӑна теҫҫӗ.
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аслисем чӗнмеҫҫӗ; хутран-ситрен ҫеҫ тахӑшӗн аякрилле кӑшкӑравӗ-чӗнӗвӗ ҫӗрлехи кайӑк сасси евӗр янӑрать, унтан каллех — тулхӑрса ҫунакан кӑвайтӑн чупкӑн ҫатӑртатӑвӗ кӑна.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Кӑштах сулланса — ку пӗтӗмӗшле типӗ пуҫ тайӑма пӗлтерчӗ ахӑр — Ван-Гук, унпа пӗрле вара нотариус тухрӗҫ, ыттисем пӗр сӑмах та чӗнмеҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Годивӑпа мӗн пулса иртнине сӑнларӑр тӑк… мӗнех — малалла та ҫав йӳтӗмпех яра парӑр; хупӑ чӳречеллӗ ҫуртсен ӑш-чикне те ӳкерӗр: ав унта чӗтревлӗ те тилӗрчӗк — мӗншӗн тесен ут чӗрни хуллен чанклатни илтӗнет, — ҫынсем кӗпӗрленсе тулнӑ; пуҫӗсене хаяррӑн пӗкнӗ те чӗнмеҫҫӗ; вӗсенчен пӗри аллипе калать:
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Маларах сан пирки темӗн тӗшмӗртсе сӑмахлатчӗҫ… халӗ пӑшӑл-пӑшӑл пӑтти… эпӗ ҫитсе тӑратӑп та — чӗнмеҫҫӗ, ман ҫине тӗлӗнерех пӑхаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Тиевӗ ӑна ферма инҫех маррине хыпарласанах вӑл пӗшкӗнсе ларчӗ, хевтесӗре курӑк ҫине антарса кӑштах канас терӗ; иккӗшӗ те чӗнмеҫҫӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Шамполионӑн шутсӑр пысӑк ҫыхӑнусем пур, — халӗ вӗсем хевтесӗр, чӗнмеҫҫӗ; хӑй вӑл унка татса тухма, хуптӗрлевне пушӑ вырӑнта пуҫа-пуҫӑн ҫапӑнмашкӑн хистеме ӑнтӑлать, — анчах ҫакна пурнӑҫлама хальлӗхе мехел ҫитереймест.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Казак ачисенчен иккӗшӗ ун еннелле сулӑнма пуҫланӑччӗ тата иккӗшӗ — ҫаврӑнса тӑнӑ та чӗнмеҫҫӗ.Двое из казачат начали как будто склоняться, двое молчали, отвернувшись.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кӑшкӑрнине хирӗҫ чӗнмеҫҫӗ пулин те, вӗсем мана асӑрханине ӑнланса илтӗм.Я понял, что они заметили меня, хотя и не отвечали на мои крики.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Нихӑшӗ те ним чӗнмеҫҫӗ.
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
(Унта тӗрмерисене урӑхла чӗнмеҫҫӗ те.
XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.