Поиск
Шырав ĕçĕ:
Славикӗн ҫӳҫӗ те чӑшӑлах тапранчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Унӑн ҫаврашка пуҫӗ ҫинчи тата хӗремесленсе кайнӑ питҫӑмартисем ҫинчи хӗп-хӗрлӗ шӑрчӗ чӑшӑлах вирелле тӑрать, куҫӗсем те хӑраса ӳкнӗ пекех мӑчлатма тытӑнаҫҫӗ.Рыжая щетина на его круглой голове и багровых щеках встаёт дыбом, и глаза мигают, словно от испуга.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Манӑн ҫӳҫ-пуҫ чӑшӑлах тӑчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чӗтрекен аллӑмпа ҫӗҫҫе туртса кӑлартӑм, уҫрӑм — куҫӑмра хӗрлӗ ҫаврашкасем сиккеле пуҫларӗҫ, хӑранипе те тарӑхнипе ҫӳҫӗм чӑшӑлах хускалчӗ…
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫумӑр кирлӗ-ҫке, ҫумӑр ҫусанах кубанка калчи, чӑшӑлах шӑтса тухса, хура курӑнакан пусӑна ешӗл кӗҫҫепе витсе хунӑ пулӗччӗ.Нужен был дождь, и тогда кубанка зеленым плющом застелила бы пашню.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн ҫӳҫӗм-пуҫӑм чӑшӑлах вирелле шӑртланса тӑчӗ, ӳт ҫумӗнчен тирӗм те вистенмех тапратрӗ.Волосья на мне все наежинились, и ажник кожа начала от тела отставать…
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара манӑн ҫӳхе тир чӑшӑлах сӗвӗнме тапратнӑ!
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тарӑхнипе манӑн ҫӳҫӗмсем чӑшӑлах вирелле тӑрса кайрӗҫ!
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хытӑ чуптарса, ывӑнтарса ҫитернӗ лашана шап-шурӑ кӑпӑк витнӗ пек, Осипа та, вӑхӑт нумай тертсем кӑтартса, кӑвакартса янӑ; усӑнчӑк мӑйӗхӗсенче те пулин — ҫав ултавлӑ кӑвак пӗрчӗсем чӑшӑлах шӑтса тухнӑ!
22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Манӑн ҫӳҫ-пуҫ чӑшӑлах вирелле тӑчӗ, ҫӗлӗк ҫӗкленет.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1