Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чурусен мӑшкӑлне кӑна мар, сирӗнне те чӑтма манӑн тӳсӗм ҫитес ҫук — мӗншӗн тесен, эпӗ мыскараҫӑ мар, ӗлӗкренхи дворянин.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
29. Санӑн чурусен ывӑлӗсем ҫакӑнта пурӑнӗҫ, вӗсен вӑрлӑхӗ Сан умӑнта тӗреклӗ тӑрӗ.29. Сыны рабов Твоих будут жить, и семя их утвердится пред лицем Твоим.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн чурун кӗллине, Санӑн ятунтан хӑранипе телейлӗ чурусен кӗллине итлеме хӑлхуна тайсамччӗ.
Неем 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав виҫҫӗмӗш алпӳ Илия умне чӗркуҫленсе ларнӑ та тархасласа каланӑ: Турӑ ҫынни! манӑн чунӑмран та, чурусен — ҫак аллӑ ҫыннӑн — чунӗсенчен те ан йӗрӗнсемччӗ; 14. акӑ тӳперен вут-ҫулӑм анса унчченхи алпӳсене иккӗшне те мӗнпур ҫыннипе пӗрлех ҫунтарса ячӗ; халӗ манӑн чунӑма хӗрхенсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Левит каланӑ ӑна: эпир Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеем хулинчен килетпӗр, Ефрем тӑвӗ патне каятпӑр, эпӗ хам ҫавӑнти ҫын; эпӗ Иудея ҫӗрӗнчи Вифлеема кайнӑччӗ, халӗ Ҫӳлхуҫа ҫурчӗ еннелле ҫул тытатӑп; мана никам та хӑй килне чӗнмест; 19. пирӗн хамӑр ашакӑмӑрсем валли улӑм та, апат та пур; хамӑр валли санӑн чурусен — манӑн, ҫак хӑрхӑмӑн, ҫак тарҫӑн — ҫӑкӑр та, эрех те пур; пирӗн пурте ҫителӗклӗ, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ; 2. вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ: 3. Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон — 4. ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4. эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6. санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп; 3. ҫырмара шапа вӗрӗлтетӗ, вӗсем тухӗҫ те санӑн ҫуртна та, эсӗ ҫывӑракан пӳлӗме те кӗрӗҫ, вырӑну ҫине те хӑпарӗҫ, санӑн чурусен, санӑн халӑхун ҫурчӗсене те, санӑн кӑмакусене те, санӑн кӑвас чӗресӳсене те кӗрсе тулӗҫ, 4. сан ҫине, санӑн халӑху ҫине, санӑн пӗтӗм чуру ҫине шапасем улӑхӗҫ, тет, те.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем фараона тата каланӑ: Ханаан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас тесе килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1