Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах та Пугачев чеелӗхне Ӗренпурта кӗҫех ӑнкарса илчӗҫ.Однако в Оренбурге вскоре догадались про пугачевские хитрости.
Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Явӑлӑн чеелӗхне асӑрхӑр тата: ну, киленӳ, ырӑ курни тейӗпӗр, апла пулсан, ырӑ курниех темелле ӗнтӗ, хӗрарӑм пылак апат пулнине йышӑнмалла.
XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ун чух эп вӗсен тепӗр чеелӗхне туйса илтӗм.
X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Щукарӗн ҫак ахаль те вырӑнсӑр чеелӗхне Краснокутов пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хунӑ:Щукарева хитрость была прямо-таки неуместна, и Краснокутов положил ей конец:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Илем кӑна мар тӗлӗнтерсе тыткӑнланӑ мана Олеҫҫӑра, унӑн пӗр-пӗтӗм, хӑйне уйрӑм, ирӗклӗ кӑмӑлӗ те, унӑн ӑсӗ, пӗр вӑхӑтрах тӑп-тӑрӑ та еткерле тӗшмӗшлӗхпе ним кисретейми хӳптӗрленсе ларнӑскер, ачалла айӑпсӑрскер, ҫаплах тата хитре хӗрарӑмӑн чеелӗхне ҫухатман илӗртмӗшӗ те.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Петя ашшӗн чеелӗхне часах сиссе илчӗ.
V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑш чух, ӑнсӑртран, ҫакӑн пек шухӑш та килет: таҫта-таҫта пирӗн картинӑна кӑтартаҫҫӗ, ана куракансем ахӑлтатса кулаҫҫӗ, хумханаҫҫӗ, французсем патне лекнӗ Устьӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ, вӑл хӑйӗн чеелӗхне пула ҫӑлӑнса тухнишӗн алӑ ҫупаҫҫӗ; ҫук, вӗсем куракан Устя ҫак вӑхӑтра задачӑпа тертленсе ларнишӗн никамӑн та хуйӑх ҫук, ӑш ҫунтармӑш икс ответпа килӗшмесӗр тинкене илнишӗн никамӑн та шухӑш ҫук…
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
10. Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр; 11. Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр: 12. пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иисус вӗсен чеелӗхне пӗлсе каланӑ: икӗ питлӗскерсем, мӗншӗн сӑнатӑр Мана?18. Но Иисус, видя лукавство их, сказал: что искушаете Меня, лицемеры?
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.