Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хевтесӗр тусӗсен ушкӑнӗ евӗр вӑрман ӑна шухӑша путса ҫул парать, юн шавӗпе, тиркевлӗ симӗс хумсемпе тулнӑ сулхӑн шӑтӑк-путӑкне уҫать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫапларах уйлантӑм кӑна — хӑрушӑ шухӑш вӗҫӗмсӗр пӑтратма та минретме пуҫларӗ, пушшех те — ҫак ӗҫ-пуҫра эпӗ кӑштах ҫеҫ ӑнкарни тем те пӗр тӗшмӗртме ҫул уҫать, тем те пӗр…
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
4. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председательне суйличчен Чӑваш Республикин ҫӗнӗ суйлаври Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫулӗпе чи аслӑ депутачӗ уҫать тата ертсе пырать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ должноҫа кӗнӗ ятпа ирттерекен савӑнӑҫлӑ церемоние Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, вӑл ҫук чухне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ уҫать тата хупӑнни ҫинчен пӗлтерет.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Кӑшкӑрашса — Блюм куҫӗсене уҫать, хӗрлӗ сӗм тӗттӗмлӗхе вӗсемпе тӑмсайла тӗсет те пӑвакан манӑҫлӑхра ӗнтӗркесе каллех ыйха путать, — шӑрӑхпа тата шӑплӑхпа ӗшеннӗскер, тарпа витӗннӗскер.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ҫавнашкал юлашки тӗслӗхсенчен пӗри – тӗнчери Сименс компанипе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ килӗшӳ, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче «ВНИИР» АУО пирӗн предприятин никӗсӗ ҫинче асӑннӑ компани Мускав метрополитенӗ валли, малашлӑхра вара «Мускав – Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистралӗн проектне пурнӑҫланӑ шайра продукци тӑратма электротехника компоненчӗсем туса кӑларакан производство уҫать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Унсӑр пуҫне пирӗн умра мӗнпур поликлиникӑна, врач амбулаторине тата пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарас тӗллев тӑрать, ҫакӑ аякри вырӑнта ӗҫлекен врачсене телемедицина майӗсемпе усӑ курма ҫул уҫать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫапла килӗшрӗҫ: ҫур ҫӗр иртсен чӗрӗк сехетре Факрегед Давенант камерине уҫать; икӗ надзиратель те тараҫҫӗ; Груббе автомобилӗн Стомадор картишӗн тулашӗнче, уйра, тӑмалла.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ҫырнӑ вӑхӑтра Факрегед коридорта палӑртнӑ йӗркепе кумать, тепӗр чухне алӑксен тимӗр форточкисене уҫать те камерӑсене тӗпчевлӗн пӑхса ҫаврӑнать.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫапла… — анаславне чарса килӗшрӗ Футроз, — ку уҫҫа Арӑслан Чӗри Ричард хӗҫӗнчен тунӑ, аҫтаха юнӗнче хӗртнӗ, вӑл пӗр сӑмах каласан кӑна уҫать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Футроз кулли перламутрла тап-таса шӑлӗсене уҫать; ҫакӑн чухне унӑн пит ҫӑмартисенче илӗртӳллӗ-хаваслӑ путӑксем тухаҫҫӗ, — вӗсем Элли путӑкӗсемпе тӑванлӑ, хура куҫӗсенче ихӗлтетӳ хӗлхемӗ мӗлтлетет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Каҫсерен старик чӗриклетекен кӗнекисене уҫать те мана магие вӗрентет.По вечерам старик открывал свои скрипящие книжищи и посвящал меня в магию.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Чарусӑр ача кӑткӑ тӗммин тӳпемне ҫапса аркатса вӗтӗ ҫак чӗр чунсен шалти галерейисене ҫапла уҫать.Так мальчик сбивает вершину муравейника, обнажая внутренние муравьиные галереи.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.
Ҫивӗч туйӑмлӑ ҫын ҫапла, тусне кӗтнӗ май, вулать е ӗҫлет, унтан сасартӑк ҫӗкленет те алӑк патне тӳп-тӳррӗн утать, ӑна уҫать; тусӗ килсе ҫитнӗ-мӗн, анчах хуҫа, алӑка уҫнӑскер, саланкӑрлӑхне сирсе янӑ ӗнтӗ, хӑйӗн хусканӑвӗсем тӗрӗс пулнӑшӑн тӗлӗнет.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна каллех вӗри курӑкпа тарлаттараҫҫӗ, ӳтне сӑтӑраҫҫӗ; акӑ тинех чирлӗскер куҫӗсене уҫать.Тогда возобновили припарки, применили растирания, и, наконец, больной открыл глаза.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Телейсӗрскерӗн ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене Тарт пекӗпе уҫать, алӑ айӗнче сиплӗреххи урӑх нимӗн те ҫукран — Скоррей ҫӑварне шурӑ эрех яма пуҫлать, кӑштах ҫеҫ, хуллен — ӑнсӑрскер чыхӑнса каясран асӑрханса.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑл хӑй чечекӗн ҫунатне вӗлле хурчӗсемшӗн уҫать те хурать.
Вӗлле хурчӗсем пыл шырама тухни // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 16–18 с.
Сипетлӗ нӳрӗ сывлӑш чуна уҫать, кун каҫа лӗпленсе ҫитнӗ шыв шӑмшака ҫемҫетет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӑрӑхларах пысӑк хура куҫне мӑч-мӑч хупать Улька, сывлӑш хумӗ вӑйлипе тӑрсан-тӑрсан тутине кӑ-ӑшт уҫать те, самантлӑха сывлайми пулса, пуҫне илемлӗн чалӑштарса пӑрать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.