Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тикет тени вӑл ҫак кӑвак хут ӗнтӗ, ӑна куҫа упранӑ пек упрас пулать.А что такое тикет, так это вот эта самая синяя бумажка, которую надо беречь как зеницу ока.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Республика музейӗсем иртнӗ кун-ҫулӑн аваллӑхне сыхласа упрас тата ачасемпе ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫре пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Тутӑрӗсене упрас темерӗ, виҫӗ мӑшӑр тӑлавар туса, улӑштарса сырса пурӑнчӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӳрленме пултарайман садист, киревсӗр, путсӗр этем пулсаччӗ, — пире ун пеккисем кирлӗ мар: ку таса ӗҫ мар, анчах унта та хӑвӑн парти умӗнчи ответлӑха тӗрӗс-тӗкел упрас пулать.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах пирӗн вӑя упрас пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тем пулсан та Керчь ачисен чысне упрас пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кимме ҫумӑртан упрас тесе, йывӑҫ турачӗсемпе лайӑх витсе хутӑмӑр.Чтобы предохранить лодку от дождей, мы прикрыли ее толстым слоем веток.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӗвел ҫинче ҫакса типӗтес те апат-ҫимӗҫе хурса тӑмалли чӑланра упрас — типӗтнӗ иҫӗм сывлӑха та усӑллӑ, тути те аван!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хама хам пӗлнӗ чухлӗ эпӗ общество умӗнче те, патшалӑх умӗнче те хама упрас тӗлӗшпе нимле айӑпа та кӗмен пек туйӑнать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Обществӑна, — патшалӑха теме те юрать, сирӗн пек вӗреннӗ ҫынсем питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен наукӑна аталантарса пыни — чипер патшалӑхшӑн кирлӗ япала вӑл, ҫавӑнпа та вӗсен, вӗреннӗ ҫынсен, Александр Матвеевич, хӑйсене хӑйсем упрас, е хытӑрах та калас пулсан, хӑйсене питӗ упрас пулать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тулӗк ӑҫта упрас?
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Чун савнине упрас тесе
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«граждансен тӑрӑмӗн хут ҫине ҫырса хатӗрленӗ акчӗсене ҫырса пынисене шута илесси, тӗплӗн тишкерсе тухасси, вӗсене Федерацин «Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» 1997 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи 143-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федерацин «Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем ҫинчен» саккунӗ) палӑртнӑ вӑхӑт хушши упрама тивӗҫлӗ условисем туса хурасси, граждансен тӑрӑмӗн хут ҫине ҫырса хатӗрленӗ акчӗсене ҫырса пынисенчен пухса хатӗрленӗ граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене патшалӑх регистрацийӗ тунине ҫырса пымалли кӗнекесене (акт кӗнекисене) патшалӑх архивне упрас тӗллевпе пама хатӗрлесси;»;
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №49 от 15 сентября 2018 г.
«10) ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен патшалӑх банкӗ – Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен шайӗнче (ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен регионти банкӗ) тата федераци шайӗнче (ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем ҫинчен калакан даннӑйсен федераци банкӗ) йӗркеленӗ патшалӑх информаци ресурсӗсен пӗрлӗхӗ, ачасене воспитани парас тӗллевпе хӑйсен ҫемйисене илес кӑмӑллӑ граждансене ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ тата воспитани пама ҫемьесене вырнаҫтармалли ачасем ҫинчен калакан даннӑйсене Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пуҫтарас, тишкерсе хак парас, пухса пырас, упрас, шырас, пуҫламӑш учета тӑратас ӗҫсене туса пыма, ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ тата воспитани пама ҫемьесене вырнаҫтармалли ачасем ҫинчен, ҫавӑн пекех ачасене воспитани парас тӗллевпе хӑйсен ҫемйисене илес кӑмӑллӑ граждансем ҫинчен калакан документланӑ информацие Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсене пама май паракан информаци технологийӗсем;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №33 от 07 мая 2019 г.
б) иккӗмӗш пайра «выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене туса илес тата упрас енӗпе ӗҫлекен предприятисене тума» сӑмахсене «выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене туса илме тата упрама палӑртса хунӑ ҫуртсене (хуралтӑсене, сооруженисене тума» сӑмахсемпе улӑштарас, «ҫакӑн пек предприятисене» сӑмахсене «ҫавнашкал ҫуртсене (хуралтӑсене, сооруженисене)» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин «Ветеринари ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 07 марта 2019 г.
ӑ) пӗрремӗш пайра «туса илес тата упрас енӗпе ӗҫлекен предприятисене» сӑмахсене «туса илме тата упрама палӑртса хунӑ ҫуртсене (хуралтӑсене, сооруженисене)» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин «Ветеринари ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 07 марта 2019 г.
а) ятӗнче «туса илес тата упрас енӗпе ӗҫлекен предприятисене» сӑмахсене «туса илме тата упрама палӑртса хунӑ ҫуртсене (хуралтӑсене, сооруженисене)» сӑмахсемпе улӑштарас;
Чӑваш Республикин «Ветеринари ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 07 марта 2019 г.
Мӗншӗн тесен хитре наци кӗписем тӑхӑнса юрласа-ташласа вӑхӑта ирттерни - культурӑна упрас тивӗҫе туллин пурнӑҫлани тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Ҫакӑ ял ҫыннисен сывлӑхне упрас тата ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлекен тытӑма лайӑхлатать, медицинӑн паха пулӑшӑвӗпе усӑ курма меллӗ майсем йӗркелет тата ӑна хӑй вӑхӑтлӑ тума пулӑшать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Чӑваш Енре тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗринпе туслӑн та килӗштерсе пурӑнас енӗпе, чӗлхесене, йӑла-йӗркене тата хӑйне евӗрлӗ наци мешехисене сыхласа упрас тӗлӗшпе сайра йышши паха опыт йӗркеленнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3