Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳсӗмсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
тӳсӗмсӗр (тĕпĕ: тӳсӗмсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Юрка хӑйӗн икерчӗ пек кепкине хӑвӑрттӑн тӑхӑнчӗ те пуҫӗпе тӳсӗмсӗр сулкаласа илчӗ:

Но Юрка ловко надел свою похожую на блин кепку и нетерпеливо замотал головой:

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл пӗтӗмпех урӑхла пулать пуль тесе шухӑшланӑччӗ — ашшӗ, пиччӗшӗ, пиччӗшӗн ывӑлӗсем килеҫҫӗ те, вӑл вӗсене пурне те пӑхса ҫаврӑнать, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлет, халӗ вара вӑл тӑванӗсене ыррӑн сывлӑх та сунаймарӗ: тӳсӗмсӗр кӳршисем хӗссе лартнӑ пирки ашшӗ те ун патне аран-аран ҫитрӗ, анчах ку ӑна нимӗн чухлӗ те кӳрентермерӗ, кӳрентерме мар, хаваслантарчӗ, пулас.

Она-то думала, что все будет по-другому — придут отец, брат, племянники, она всех оглядит, порасспросит обо всем, а тут толком не смогла даже поздороваться с родными: отец, оттесненный нетерпеливыми, разбитными соседями, и то еле добрался до нее, хотя, похоже, это нисколько его не огорчало, а скорее радовало.

21 // .

Неушлӗ пире хамӑр саманан васкаварлӑ вӑхӑчӗ ҫапла ярса тытса, хуса пырать — самани ӗнтӗ канӑҫсӑр, тӳсӗмсӗр, мӗн май килнӗ таран нумайрах ӗҫлемелле, пӗтӗмпех лайӑх мар пулин те, хӑвӑртрах тумалла — унсӑрӑн эпир мӗн те пулин тӑваймасӑр юлатпӑр, пулас ӑрусем вара пире вӑрах ӗҫленӗшӗн каҫарас ҫук…»

Неужели нас подхватывает и гонит так стремительный бег нашей эпохи — беспокойной, нетерпеливой, на долю которой выпало сделать как можно больше, пусть не до конца хорошо, но скорее, иначе мы что-то упустим и потомки по простят нам этого промедления…»

16 // .

Вырнаҫса ларнӑ та салтаксен апачӗ пиҫессе тӳсӗмсӗр кӗтнӗ.

Расселись, ждут не дождутся, когда же солдатская пища сварится.

Яшкапа пӑтӑ // .

Хӑй ҫамрӑк, ҫапах тӳсӗмсӗр!

Молодой, а нетерпелячий!

XXVIII сыпӑк // .

Ҫак докладсен тезисӗсене аван ҫырнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Кондратьев питӗ интересленсе листа хыҫҫӑн листа тимлӗн вуланипе Сергейпе Виктор тӳсӗмсӗр сӗтел патне пыра-пыра тӑнине те, кабинет тӑрӑх уткаласа ҫӳренине те асӑрхаман; вӗсен хӗрсе кайнӑ тата хумхануллӑ пит-куҫӗсенчен, нумай та ҫӑткӑннӑн туртнинчен Кондратьевӑн пӗр сӑмахне те пулсан илтессе тӳсӗмсӗр кӗтни курӑннӑ…

Видимо, тезисы этих докладов были составлены хорошо, ибо Кондратьев читал лист за листом с интересом и с таким вниманием, что не замечал, как Сергей и Виктор нервничали и то подходили к столу, то расхаживали по кабинету; по их взволнованным лицам, по тому, как много и с какой жадностью они курили, было видно, что им не терпелось скорее услышать хоть одно слово Кондратьева…

XX // .

Сӑмах та ҫук, хальхи ҫамрӑксем хӗрӳллӗ, калаҫма пултараҫҫӗ, тӳсӗмсӗр.

Слов нет, молодежь нынче горячая, поговорить умеет, ей не терпится.

V // .

Ҫак самантра вӑл хӗрарӑм тискерле кӑшкӑрнине татах илтрӗ, тӳсӗмсӗр ыратнӑ пек, питне пӗркелентерсе илчӗ, вара, икӗ тӑкӑрлӑкран утса иртсен ҫеҫ тарӑхса мӑкӑртатрӗ:

На ходу он еще раз услышал диковатый женский вскрик, поморщился, как от острой боли, и, лишь пройдя два квартала, с досадой пробормотал:

XXVIII сыпӑк // .

Вӗсем пурте пӗр пек, эпир, Макарушкапа иксӗмӗр, ахальтен мар вӗсене тӳсӗмсӗр кураймастпӑр!

Все они одним миром мазанные, и недаром мы их с Макарушкой терпеть ненавидим!

XXV сыпӑк // .

Ун сӑн-питӗнчен вӑл темскере тӳсӗмсӗр кӗтни палӑрчӗ.

На лице у него застыло напряженное, ожидающее выражение.

XXIII сыпӑк // .

Ун шӗвӗр пит шӑммисем сасартӑк палӑракан пулчӗҫ, куҫӗ, теме тӳсӗмсӗр кӗтнине пӗлтерсе, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илчӗ.

На лице его вдруг резко обозначились крутые скулы, глаза блеснули веселым вызовом, нетерпеливым ожиданием.

XIII сыпӑк // .

Тен, эсӗ вилӗмрен хӑрамӑн: вилни хӑрушӑ мар, вилӗме хатӗрленни, сехетсерен асап курни хӑрушӑ, эсӗ тӳсӗмсӗр шанса кайнӑ пулӑттӑн — ҫапла-и?

Может быть, ты не испугалась бы смерти: не казнь страшна, но приготовления к ней, ежечасные пытки, ты бы не выдержала и зачахла — да?

XII сыпӑк // .

Пирӗн айра тӳсӗмсӗр пӑркаланса, тӑлӑх Дюльдяль Амед тенине илтмессерен, шурӑ юра кукалесе, лӑпкӑн кӗҫенет.

А под нами, то тревожно всхрапывая, то нетерпеливо пробуя копытом снег, тихонько ржет, слыша имя хозяина, осиротевший Дюльдяль…

27 сыпӑк // .

Тӳсӗмсӗр ыратнине пула, пуҫӑм ҫаврӑнса тӑрать, урасем чуста пек пулса кайнӑ, кашни утӑм тем пек асап кӑтартать.

Кружилась от невыносимой боли голова, странно мягчели ноги, и каждый шаг стоил мучительного труда.

27 сыпӑк // .

Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ.

Когда эскадрилья капитана Чеслова вновь приземлилась и машины, отрулив в лесок, стали заправляться, Мересьев сидел, улыбаясь, в кабине, ощущая ломоту приятной усталости, нетерпеливо поглядывая на небо и покрикивая на заправщиков.

4 сыпӑк // .

Англоман критикӑна пирӗн журналистсем пекех тӳсӗмсӗр йышӑнакан ҫын пулнӑ.

Англоман выносил критику столь же нетерпеливо, как и наши журналисты.

Хресчен хӗрӗ — пике // .

Петчек дворецӗнчи гестапо начальникӗсем тӳсӗмсӗр; вӗсем мана илсе пыма хушаҫҫӗ, анчах та фельдшер кашнинчех вӗсем чӗннӗ хут ҫине Transponrtunlahig (утма пултараймасть) тесе ҫырса янӑ пирки, вӗсем мана кирек мӗнле майпа та илсе пыма хушаҫҫӗ.

Гестаповскому начальству дворца Печека не терпится; они посылают за мной, а так как фельдшер всякий раз пишет на вызове «Transportunfahid» (не способен к передвижению), они распоряжаются доставить меня любым способом.

III сыпӑк // .

Ӑна халӗ, хӑй ҫав тери тӳсӗмсӗр кӗтсе тӑракан ҫырусем килме пӑрахсан, пурнӑҫа уншӑн нимен те, юлас ҫук пек туйӑнчӗ.

Ей казалось, что жизнь потеряет для нее смысл, если перестанут приходить эти письма, которых она ждала теперь с таким нетерпением.

13 сыпӑк // .

Стручков хӑй ҫавӑн пек тӳсӗмсӗр пулса кайнине ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: госпитальти йӗркесем ытлашши ҫирӗп пулнипе эпӗ уборнӑйӗнче те ирӗклӗн чӗлӗм туртаймастӑп; хамӑн ҫарти вӑрӑм пурнӑҫ тӑршшинче эпӗ ку таранччен госпитальсенче те чылай вырткаланӑ, анчах чӗлӗме яланах ирӗклӗн туртма пултарнӑ, тенӗ.

Свое все возрастающее нетерпение Стручков объяснял тем, что был лишен возможности даже потихоньку покуривать в уборной, и еще тем, что нельзя было ему повидаться, хотя бы в коридоре, с рыженькой сестричкой из операционной, с которой он уже будто бы перемигнулся, когда его носили на перевязку.

12 сыпӑк // .

Малашне мӗн пулассине ыттисем пекех ҫилленсе тӳсӗмсӗр кӗтсе, Ваня пӗр аллипе сакран ҫирӗппӗн тытса, теприпе пӗрмаях кӗсьинчи дистанци уҫҫине хыпашласа пынӑ.

Подчиняясь общему настроению сурового и нетерпеливого ожидания, Ваня сидел, крепко вцепившись одной рукой в скамейку, а другой всё время ощупывая в кармане дистанционный ключ.

24 сыпӑк // .

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней