Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Ҫылӑхлӑ ҫын йӑхӗнчен хунав турат ӗрчемест, юрӑхсӑр тымарсем те — чул хысак ҫинче.15. Потомки нечестивых не умножат ветвей, и нечистые корни - на утесистой скале:
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑхӑракан ҫил-и е ҫӑра турат хушшинчи чӗвӗлти кайӑк сасси-и, е шарлаккӑн юхакан шыв кӗрлевӗ-и, е ишӗлекен чулсем кӗрӗслетни-и, 18. е куҫа курӑнман чӗрчунсен сикки-и, е ахӑракан тискер кайӑксен сасси-и, е тусем хушшинчен янӑраса килекен ахрӑм-и — ҫаксем пурте вӗсене сехӗрлентерсе халсӑрлатнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ халӑх кайса турат тултса тултарчӗ те, кашнийӗ хӑй ҫурчӗ тӑрринче, хӑйӗн картишӗнче, Турӑ Ҫурчӗн картишӗсенче, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта, Ефрем хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта хӳшӗ тӑва-тӑва лартрӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Вара пӗтӗм халӑх, кашнийӗ, турат касса, ӑна Авимелех хыҫҫӑн йӑтса кайса, пашне ҫумне ҫитерсе пӑрахнӑ, унтан вут тивертнӗ, ҫапла пашнене ҫунтарса янӑ, Сихем пашнинче пулнисем — арҫынӗ, хӗрарӑмӗ, пине яхӑн ҫын — ҫакӑнта пӗтнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13. виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗнче эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тыттарӑн; 14. хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15. мана еврейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10. йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11. фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чир ҫынна шӑшисен шӑкӗпе, каяшӗпе вараланнӑ япаласем урлӑ ерет (ҫулҫӑ, йӗкел, хӑрӑк турат пуҫтарнӑ чух, выльӑх апачлӗх тырӑпа, утӑ-улӑмпа, коллективлӑ садсенче ӗҫленӗ, тирпейленӗ, вӑрман ӗҫленӗ чухне, хӗллехи вӑхӑтра вӑрмансенче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пулнӑ вӑхӑтра, шӑшисем вараланӑ апат-ҫимӗҫе сывлӑшпа тусан урлӑ).
Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Картиш варрипе, турат хӳттинче, шап-шурӑ вӑрӑм сухаллӑ паттӑр ватӑ ҫын уткаласа ҫӳрет, ҫине вӑл кӑвак рясӑ уртса янӑ, ҫара пуҫӑн.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Турӑш тӑррине утмӑл турат чечек ҫыххипе вирӗм кунӗ илсе килнӗ хӑва турачӗ тирсе хунӑ.Над божницей висели букетик базилика и верба, хранившаяся здесь еще с вербного воскресенья.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ пытӑм та пӗр туратне касрӑм, пушӑ аври тума, — чие йывӑҫҫинчен тунӑ пушӑ аври шанчӑклӑрах, — ҫав турат та, мӑнтарӑн, тӗлӗнтермӗш ӳснӗ — пӑталлӑ, ҫулҫӑллӑ, хӑйӗн илемӗпе ӳснӗ, эпӗ ӑна каскаласа якатрӑм та, акӑ вӑл… — Аржанов ларкӑч айӗнчен пушӑ кӑларчӗ те Давыдова чие йывӑҫӗнчен тунӑ кӗрен тӗслӗ, типсе кайнӑ, пӑрӑнӑҫ хупӑллӑ авӑр кӑтартрӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ чие йывӑҫӗ ӳсет, ун ҫинче тӗрлӗ турат нумай.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.