Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тет (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл каланӑ: вӑл мана ҫапла-ҫапла терӗ, унтан акӑ мӗн каларӗ: «Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗрсе яратӑп» тет, терӗ.

И сказал он: то и то он сказал мне, говоря: «так говорит Господь: помазую тебя в царя над Израилем».

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.

И отрок вылил елей на голову его, и сказал ему: так говорит Господь Бог Израилев: «помазую тебя в царя над народом Господним, над Израилем, 7. и ты истребишь дом Ахава, господина твоего, чтобы Мне отмстить за кровь рабов Моих пророков и за кровь всех рабов Господних, павших от руки Иезавели; 8. и погибнет весь дом Ахава, и истреблю у Ахава мочащегося к стене, и заключенного и оставшегося в Израиле, 9. и сделаю дом Ахава, как дом Иеровоама, сына Наватова, и как дом Ваасы, сына Ахиина; 10. Иезавель же съедят псы на поле Изреельском, и никто не похоронит ее».

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.

9. И пошел Азаил навстречу ему, и взял дар в руку свою и всего лучшего в Дамаске, сколько могут нести сорок верблюдов, и пришел и стал пред лице его, и сказал: сын твой Венадад, царь Сирийский, послал меня к тебе спросить: «выздоровею ли я от сей болезни?»

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Елисей: ҫынсене пар, ҫиччӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «ҫисе те тӑранӗҫ, ытлашши те юлӗ» тет, тенӗ.

И сказал он: отдай людям, пусть едят, ибо так говорит Господь: "насытятся, и останется".

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Вӑл ҫӑлкуҫ умне пынӑ, шыва тӑвар сапнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку шыва тасатрӑм, унран текех вилӗм пулмӗ, ҫӗр те пулӑхсӑр пулма пӑрахӗ, тет, тенӗ.

21. И вышел он к истоку воды, и бросил туда соли, и сказал: так говорит Господь: Я сделал воду сию здоровою, не будет от нее впредь ни смерти, ни бесплодия.

4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Алпӳ Илияна каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ан хӑвӑртрах» тет.

И он стал говорить ему: человек Божий! так сказал царь: сойди скорее.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет.

И он взошел к нему, когда Илия сидел на верху горы, и сказал ему: человек Божий! царь говорит: сойди.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ.

что ты посылаешь вопрошать Веельзевула, божество Аккаронское? За то с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн ҫапла калать: выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн, тет, тенӗ.

4. За это так говорит Господь: с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Седекия, Хенаана ывӑлӗ, тимӗр мӑйрака туса тӑхӑннӑскер, каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫакӑнпа эсӗ Сири ҫыннисене тӗппипе пӗтермелле сӗксе тухӑн, тет, тенӗ.

11. И сделал себе Седекия, сын Хенааны, железные рога, и сказал: так говорит Господь: сими избодешь Сириян до истребления их.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.

23. Также и о Иезавели сказал Господь: псы съедят Иезавель за стеною Изрееля. 24. Кто умрет у Ахава в городе, того съедят псы, а кто умрет на поле, того расклюют птицы небесные; 25. не было еще такого, как Ахав, который предался бы тому, чтобы делать неугодное пред очами Господа, к чему подущала его жена его Иезавель; 26. он поступал весьма гнусно, последуя идолам, как делали Аморреи, которых Господь прогнал от лица сынов Израилевых.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. [Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп; 22. Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.

21. [Так говорит Господь:] вот, Я наведу на тебя беды и вымету за тобою и истреблю у Ахава мочащегося к стене и заключенного и оставшегося в Израиле. 22. И поступлю с домом твоим так, как поступил Я с домом Иеровоама, сына Наватова, и с домом Ваасы, сына Ахиина, за оскорбление, которым ты раздражил Меня и ввел Израиля в грех.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Фесва ҫыннине Илияна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 18. Израиль патши Ахав патне Самарие кай, халӗ вӑл Навуфей пахчинче — ӑна хӑй аллине илме пынӑ; 19. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ ҫынна вӗлертӗн, тата ун еткерлӗхне кӗресшӗн-и? тет, те, тата кала ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: йытӑсем Навуфей юнне ҫуланӑ вырӑнта сан юнна та йытӑсем ҫулӗҫ, тет, те.

17. И было слово Господне к Илии Фесвитянину: 18. встань, пойди навстречу Ахаву, царю Израильскому, который в Самарии, вот, он теперь в винограднике Навуфея, куда пришел, чтобы взять его во владение; 19. и скажи ему: «так говорит Господь: ты убил, и еще вступаешь в наследство?» и скажи ему: «так говорит Господь: на том месте, где псы лизали кровь Навуфея, псы будут лизать и твою кровь».

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Лешӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ пӗтмелле тупаланӑ ҫынна хӑвӑн аллунтан вӗҫертнӗшӗн сан чуну — ун чунӗ вырӑнне, халӑху ун халӑхӗ вырӑнне пулӗ, тет, тенӗ.

42. И сказал ему: так говорит Господь: за то, что ты выпустил из рук твоих человека, заклятого Мною, душа твоя будет вместо его души, народ твой вместо его народа.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вара вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑйне кантра ҫыхса, Израиль патши патне пынӑ та каланӑ ӑна: Венадад чуру сана: «хӗрхенсемччӗ ман пурӑнӑҫа» тет, тенӗ.

32. И опоясали они вретищами чресла свои и возложили веревки на головы свои, и пришли к царю Израильскому и сказали: раб твой Венадад говорит: «пощади жизнь мою».

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Израиль патшине Турӑ ҫынни пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Сири ҫыннисем: «Ҫӳлхуҫа — сӑрт-ту Турри, айлӑм Турри мар» тесе калаҫнӑшӑн Эпӗ ҫак пӗтӗм эшкере санӑн аллуна паратӑп, ҫапла сирӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ.

28. И подошел человек Божий, и сказал царю Израильскому: так говорит Господь: за то, что Сирияне говорят: «Господь есть Бог гор, а не Бог долин», Я все это большое полчище предам в руку твою, чтобы вы знали, что Я - Господь.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пророк каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем урлӑ, тет, тенӗ.

Он сказал: так говорит Господь: чрез слуг областных начальников.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян Эпӗ ӑна сан аллуна парӑп, ҫапла санӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ.

вот, Я сегодня предам его в руку твою, чтобы ты знал, что Я Господь.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ.

5. И опять пришли послы и сказали: так говорит Венадад: я послал к тебе сказать: «серебро твое, и золото твое, и жен твоих, и сыновей твоих отдай мне»; 6. поэтому я завтра, к этому времени, пришлю к тебе рабов моих, чтобы они осмотрели твой дом и домы служащих при тебе, и все дорогое для глаз твоих взяли в свои руки и унесли.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Илия ӑна каланӑ: ан шиклен, кай та ху мӗн каланине ту; анчах чи малтан пысӑках мар тутлӑ чуста пашалӑвӗ пӗҫер те мана килсе пар; ывӑлупа иксӗр валли кайран хатӗрлӗн, 14. мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине ҫумӑр ярас кунчченех чӗресре ҫӑнӑх иксӗлмӗ, чӳлмекре ҫу чакмӗ, тет, тенӗ.

13. И сказал ей Илия: не бойся, пойди, сделай, что ты сказала; но прежде из этого сделай небольшой опреснок для меня и принеси мне; а для себя и для своего сына сделаешь после; 14. ибо так говорит Господь Бог Израилев: мука в кадке не истощится, и масло в кувшине не убудет до того дня, когда Господь даст дождь на землю.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней