Поиск
Шырав ĕçĕ:
34. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗлӗр» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — хӑйсемех пӗлме пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эпӗ вӗсене тӑпӑлтарнӑ, аркатнӑ, ҫӗмӗрнӗ, тӗп тунӑ, амантнӑ чухне сӑнанӑ пекех ҫӗнӗрен ҫӗклесе лартнӑ чухне те сӑнасах тӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ Израиль килӗпе Иуда килне Эпӗ этем вӑрлӑхӗпе, выльӑх-чӗрлӗх вӑрлӑхӗпе акса хӑварас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ефрем ывӑлӑм маншӑн хаклӑ мар-и вара? юратнӑ ачам мар-и вӑл? ун ҫинчен калаҫма пуҫласанах ӑна яланах юратса аса илетӗп; уншӑн Манӑн ӑшчикӗм пӑлханать; Эпӗ хӗрхенӗп ӑна, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пуласлӑхун шанчӑкӗ пур, тет Ҫӳлхуҫа, ывӑлусем хӑйсен ҫӗрнех таврӑнӗҫ.17. И есть надежда для будущности твоей, говорит Господь, и возвратятся сыновья твои в пределы свои.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: макӑрма-ӗсӗклеме чарӑн, куҫна шӑлса типӗт — хӑвӑн ӗҫӳшӗн сана пархатар пулӗ: вӗсем тӑшман ҫӗршывӗнчен таврӑнӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Священниксене ҫуллӑ апатпа тӑрантарӑп, халӑхӑм Манӑн ырӑлӑхӑмпа тӑранӗ, тет Ҫӳлхуҫа.14. И напитаю душу священников туком, и народ Мой насытится благами Моими, говорит Господь.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӗҫрен хӑтӑлса юлнӑ халӑх пушхирте каҫару тупрӗ; Израиле канӑҫ парӑп, тет.2. Так говорит Господь: народ, уцелевший от меча, нашел милость в пустыне; иду успокоить Израиля.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑ вӑхӑтра, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ кашни Израиль йӑхӗшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ.1. В то время, говорит Господь, Я буду Богом всем племенам Израилевым, а они будут Моим народом.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсен ҫулпуҫӗ хӑйсен хушшинченех тухӗ, патши те хӑйсен хушшинченех пулӗ; Эпӗ ӑна ҫывӑхартӑп та, вӑл Ман патӑма пырса тӑрӗ: кам хӑй тӗллӗнех Ман патӑма ҫывӑхарма хӑйтӑр-ха? тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ сана им-ҫам парӑп, суранусене сиплентерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.17. Я обложу тебя пластырем и исцелю тебя от ран твоих, говорит Господь.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сана ҫӑлмашкӑн Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана халӑхсем хушшине сапаласа янӑччӗ, ҫав халӑхсене пурне те пӗтерӗп, сана вара пӗтермӗп; сана Эпӗ виҫеллӗ хаса парӑп, анчах хасасӑр хӑвармӑп.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ вара, Манӑн Иаков чурам, ан хӑра, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль, ан сехӗрлен: Эпӗ сана инҫетри ҫӗршывран, санӑн йӑхна тыткӑн ҫӗрӗнчен ҫӑлса кӑларӑп; Иаков каялла таврӑнӗ те лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӑна текех никам та хӑратмӗ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла пулӗ: мӑйна тӑхӑнтартнӑ сӳсменне аркатса тӑкӑп, тӑллуна салтса ывӑтӑп; текех ют ҫӗр ҫыннисене пӑхӑнса пурӑнмӗҫ, 9. Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, тата Эпӗ вӗсен пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ хӑйсен патшине Давида пӑхӑнса пурӑнӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма, Израильпе Иудӑна, тыткӑнран тавӑрас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсене каллех хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп те, вӗсем ӑна тытса тӑма пуҫлӗҫ.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 31. тыткӑнри халӑх патне хыпар яр: Нехелам ҫынни Шемаия ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ хушман-яман пулин те, Шемаия сирӗн патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, сире суя шанчӑк панӑ, 32. ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Нехелам ҫыннине Шемаияна тата унӑн ӑрӑвне хаса паратӑп; ҫак халӑх хушшинче унӑн ҫынни пулмӗ, Эпӗ Хамӑн халӑхӑма парас ырӑлӑха вӑл кураймӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; 23. ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен 17. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; 18. вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; 19. Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.