Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Рим ҫыннисем Иудея халӑхӗпе ҫапла калаҫса татӑлса килӗшӳ тунӑ.29. На таких условиях заключили Римляне союз с народом Иудейским.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хамран татӑлса ӳкнисене эмеллӗп, вӗсене кӑмӑлӑм пур таран юратӑп: ӗнтӗ Манӑн вӗсене ҫилленни иртсе кайрӗ.5. Уврачую отпадение их, возлюблю их по благоволению; ибо гнев Мой отвратился от них.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав ачасем, аманнӑ ҫын пек, хула урамӗсенче вилнӗ чухне амӑшӗн чӗрҫийӗ ҫинче чун-чӗререн татӑлса ӗсӗклеҫҫӗ, амӑшне: «ӑҫта ҫӑкӑр? ӑҫта сӗт?» тееҫҫӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Каҫсерен вӑл татӑлса йӗрет, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Уншӑн татӑлса йӗрӗҫ: «епле арканнӑ вӑл!» тейӗҫ; «каялла тарса мӗн тери намӑса юлчӗ Моав!» тейӗҫ; таврари мӗнпур кӳршишӗн Моав ҫын кулли те хӑрушӑ вырӑн пулса юлӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хуйхӑ ҫитрӗ мана! асапланатӑп, суранӑм чӑтма ҫук ыратать, ӑшӑмра: «чӑтса ирттерӗп-ха» тесе шухӑшланӑччӗ; 20. анчах чатӑрӑм пушанса юлчӗ, вӗренӗмсем татӑлса пӗтрӗҫ; ачамсем мана пӑрахса кайрӗҫ, вӗсем ҫук ӗнтӗ: чатӑрӑма лартакан та, ӑна каракан та ҫук, 21. мӗншӗн тесессӗн кӗтӳҫӗсем ӑссӑрланса кайрӗҫ, Ҫӳлхуҫана шырамарӗҫ, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑр вӗсем, вӗсен пӗтӗм кӗтӗвӗ саланса пӗтнӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа та Севам сапакишӗн эпӗ те йӗрӗп, Иазер хӳхленӗ пекех татӑлса йӗрӗп; Есевон тата Елеала, сирӗншӗн эпӗ куҫҫуль юхтарӑп: ӗнтӗ иҫӗм ҫырли пуҫтарнӑ чухне, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ шӑв-шав илтӗнмест.
Ис 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Татӑлса йӗмешкӗн Дивон ҫыннисем тӳпем вырӑнсене хӑпарӗҫ; Моав ӗнтӗ Невошӑн, Медевӑшӑн хурланса йӗрет; вӗсем пурте ҫӳҫне касса янӑ, пурте сухалне хыртарнӑ.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑш ҫын темле сӑмах та хайлать, хӑйне вара кураймаҫҫӗ — ун пек ҫын хӑй валли ҫӑкӑр та тупаймӗ: 24. ун пек ҫыншӑн Ҫӳлхуҫаран тивлет ҫук, вӑл ӑслӑлӑхран татӑлса юлнӑ.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хирӗҫӳ пуҫламӑшӗ — пӗве татӑлса кайнӑ пек; хирӗҫсе хӗрсе кайиччен ӑна чарса ларт.14. Начало ссоры - как прорыв воды; оставь ссору прежде, нежели разгорелась она.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсӗ татӑлса ӳкнӗ ҫулҫӑна хӑваламастӑн-и, типсе кайнӑ улӑм пӗрчине йӗрлеместӗн-и?25. Не сорванный ли листок Ты сокрушаешь и не сухую ли соломинку преследуешь?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ездра ҫапла Турӑ Ҫурчӗ умӗнче ӳпне ӳксе, йӗре-йӗре ӳкӗнсе кӗлтунӑ хушӑра ун патне Иерусалим ҫыннисем — арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — питех те нумаййӑн пуҫтарӑннӑ; ӗнтӗ пӗтӗм халӑх татӑлса макӑрнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша хӑй те, унӑн мӗнпур тарҫи те татӑлса макӑрнӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Авенира Хевронра пытарнӑ чухне патша Авенир тупӑкӗ умӗнче татӑлса макӑрнӑ; пӗтӗм халӑх та макӑрнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ, татӑлса макӑрнӑ, хӗҫрен пуҫ хунӑ Саулпа унӑн ывӑлне Ионафана, Ҫӳлхуҫа халӑхне, Израиль йӑхне асӑнса каҫчен типӗ тытнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анна, пӗтӗм чун-чӗререн хурланса, Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, татӑлса макӑрнӑ, 11. вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа!
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑх Турӑ ҫуртне пухӑннӑ та каҫ пуличчен Турӑ умӗнче ларнӑ, темӗн тӗрлӗ кӑшкӑрса макӑрнӑ, татӑлса йӗнӗ, 3. каланӑ вӗсем: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль Турри! мӗншӗн Израильре ҫакӑн пек пулса тухрӗ-ши, Израилӗн мӗншӗн пӗр йӑхӗ пӗтрӗ-ши? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Самсон ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, ун аллине ҫыхнӑ пӑяв, вут ӗнтнӗ йӗтӗн сӳсӗ пек пулса, ҫӗре татӑлса ӳкнӗ.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.