Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл татӑлса йӗре-йӗре ҫирӗ, унтан сасартӑк хӑйне хӗненӗ чухне чечеклӗ кӗленчисене ҫухатнине аса илчӗ.

Она ела ее и горько плакала и вдруг спохватилась — не потеряла ли она свои цветные стеклышки, когда ее били.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ.

И долго я лежал неподвижно и плакал горько, не стараясь удерживать слез и рыданий; я думал, грудь моя разорвется; вся моя твердость, все мое хладнокровие — исчезли как дым; душа обессилела, рассудок замолк, и если б в эту минуту кто-нибудь меня увидел, он бы с презрением отвернулся.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ.

И точно, дорога опасная: направо висели над нашими головами груды снега, готовые, кажется, при первом порыве ветра оборваться в ущелье; узкая дорога частию была покрыта снегом, который в иных местах проваливался под ногами, в других превращался в лед от действия солнечных лучей и ночных морозов, так что с трудом мы сами пробирались; лошади падали;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Винтсем ҫаврӑннипе пулнӑ ҫил курӑка ҫӗр ҫумне ҫапса лартрӗ, ҫамрӑк хурӑнсен тураттисем татӑлса ывтӑнас пек ҫапкаланчӗҫ.

От ветра белела прибитая к земле трава, зеленые кроны плакучих берез стлались в воздушных вихрях и трепетали, готовые оторваться вместе с сучьями от деревьев.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах та эпӗ обществӑран татӑлса пӗччен пурӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине пуссассӑн, графиня хӑйӗн упӑшкипе ҫу каҫма ялне килесси ҫинчен хыпар сарӑлчӗ.

Однако ж во вторую весну моего затворничества разнесся слух, что графиня с мужем приедет на лето в свою деревню.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл пӳрнипе хӑйӗн мӑйӗнчен сӗрсе, Викторӑн пуҫӗ мӗнле татӑлса ывтӑнасса кӑтартать.

Он проводит пальцем по шее, показывая, как отлетит голова Виктора.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ку вӑрҫи, тӑванӑм, ҫавӑн пекскер — алли татӑлса ывтӑннӑ ҫынсем те ротӑна атакӑна илсе каяҫҫӗ, вилмелле аманнисем пулемётран персе выртаҫҫӗ, дотсене кӑкрисемпе хупласа хураҫҫӗ авӑ…

Ныне, батенька, война такая: люди с оторванной рукой роту в атаку ведут, смертельно раненные строчат из пулемета, доты вон грудью закрывают…

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Тупӑ пени питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ: пӗрин пуҫӗ татӑлса ывтӑнса кайрӗ, иккӗшӗ суранланчӗҫ.

Выстрел был удачен: одному оторвало голову, двое были ранены.

XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Каҫарӑр, — тет Антон Пафнутьич, пӑрҫа тӗслӗ сӑкманӗн тӳми йӑллине салфетка тирсе, — каҫарӑр, батюшка Кирила Петрович, эпӗ тухасса ирех тухнӑччӗ те, вунӑ ҫухрӑм та каяймарӑм, малти кустӑрма шини шартах ҫурмаран татӑлса кайрӗ — мӗн тӑвас тетӗн?

– Виноват, – отвечал Антон Пафнутьич, привязывая салфетку в петлицу горохового кафтана, – виноват, батюшка Кирила Петрович, я было рано пустился в дорогу, да не успел отъехать и десяти верст, вдруг шина у переднего колеса пополам – что прикажешь?

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хура ҫӗлӗксем пек курӑнакан курак йӑвисем вырӑнаҫнӑ ҫӳлӗ туратсем те паспа витӗннӗ, вӗсем кӗрентерех ҫемҫе сывлӑшра татӑлса анас пекех ҫакӑнса тӑнӑ.

Воздушные массы ветвей с тёмными шапками вороньих гнёзд, так же как и решётка, покрытая инеем, хрупко висели в нежном, розоватом воздухе и казались совершенно голубыми.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хӑма алӑк тӑпсисенчен татӑлса сирпӗнсе турпас пек вакланчӗ.

Дощатая дверь, сорванная с петель, разбилась вдребезги.

16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тӗлӗнмелле, ним майлӑ та мар сасӑ таҫта ҫывӑхрах, сылтӑмра, кӗтмӗл йывӑҫҫин тӗмӗ хыҫӗнче вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе татӑлса хуллен илтӗнсе тӑнӑ.

Странный, тихий, ни на что не похожий прерывистый звук слышался где-то совсем недалеко, направо, за кустом можжевельника.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кампа та пулин килӗшсе татӑлса тара парсан выльӑх тытакансем нумай ҫул ӳсекен курӑка утӑлӑх ҫитӗнтерни те аван пулӗччӗ.

Помоги переводом

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Аллу-уру татӑлса ӳкмерӗ пуль сан ӗҫленипе?

Руки-ноги же не оторвались из-за этого.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Райцентрти пӗр тухтӑрпа калаҫса татӑлса салтака илсе каясран хӑтарса хӑварнӑ чухне мӗн чухлӗ тӑкакланчӗ вӑхӑтӗнче.

Помоги переводом

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Ӑҫтан татӑлса антӑн? — куҫҫуль витӗрех тӗпчерӗ Зоя.

Откуда ты приехала? – сквозь слёзы начала расспрашивать Зоя.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫӳлте шарлаттарса ҫутатса ярсанах ҫӗр ҫинче мӗн пурри пурте — капансемпе йывӑҫсем, сурата хывнӑ кӗлтесем, тӳлеккӗн тӑракан лашасем — пурте-пурте самантлӑха сывлӑша вӑйкӑнса хӑпарнӑн туйӑнса каять, унтан сӗм хура сӗмлӗх каллех пурне те, пурне тӗ хӑй ытамне ҫӑтать; ҫӳлте хаяррӑн, тӑрӑна-тӑрӑна кӗмсӗртетет, ту тӑрринчен пушлӑха пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна татӑлса анакан меслетсӗр пысӑк ҫумӑр тумламӗсем евӗр туйӑнать ҫак кӗмсӗртетӳ.

Когда вверху вспыхивало, все на земле - скирды, деревья, снопы в суслонах, неподвижные кони, - все как будто на миг повисало в воздухе, потом тьма проглатывала все; сверху гремело гулко, уступами, как будто огромные камни срывались с горы в пропасть, сшибались.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Калаҫнипе чӗлхе татӑлса ӳкмест…

Язык-то не отсохнет…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

«Амӑшӗсенчен ыйтнӑ пулсан вӑрҫӑ та пуҫланмӗччӗ», — татӑлса йӗрет пепкисене ҫут тӗнче парнеленӗскер.

Помоги переводом

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Час-часах пӗр-пӗр вӑрман паттӑрӗ ҫапӑҫура аяла пулса, шатӑртаттарса ҫӗрелле татӑлса анать, ҫамрӑк йывӑҫсене хуҫать.

Чуть не каждую минуту какое-нибудь гигантское дерево, не выдержав напора бури, с треском рушилось, ломая молодую поросль.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней