Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Пӑхӑнман халӑхсене ҫиллӗмпе, тарӑхса тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.15. И совершу в гневе и негодовании мщение над народами, которые будут непослушны.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӗ Иакова тыткӑнран тавӑрӑп, пӗтӗм Израиль килне каҫарӑп, Хамӑн сӑваплӑ ятӑмшӑн хытӑ тӑрӑп.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫухалнине шыраса тупӑп, тытса кайнине каялла тавӑрӑп, аманнин суранне ҫыхса ярӑп, чирлине тӗреклетӗп, анчах самӑрӑлса кайнине тата чарусӑррине пӗтерӗп; вӗсене тӗрӗс кӗтӗп.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 14. Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, 16. акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; 17. тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эдома Эпӗ Хамӑн халӑхӑмӑн, Израилӗн, аллипе тавӑрӑп; вӗсем Идумея ҫӗрӗнче Манӑн ҫиллӗме, Манӑн хаярлӑхӑма кура туса пырӗҫ, вара Эпӗ мӗнле тавӑрнине пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Ҫавах Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, Содомӑпа унӑн хӗрӗсене, Самарипе унӑн хӗрӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсем хушшинче санӑн тыткӑна лекнӗ ҫыннусене те тавӑрӑп, 54. вара эсӗ, мӑшкӑла юлнӑскер, ху тунӑ мӗнпур ӗҫӳшӗн намӑсланӑн, вӗсемшӗн йӑпанӑҫ пулӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пӗрле пулӗҫ; вара Эпӗ айӑплакан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сана Манӑн куҫӑм хӗрхенсе тӑрас ҫук, каҫармастӑп, сана ху мӗнле ҫулпа ҫӳренине кура тавӑрӑп, хӑвӑн ирсӗр ӗҫӳсем хӑвӑнпа пулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тесе калать те.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28. Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29. «Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30. Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31. вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32. Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33. хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34. Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35. Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ санӑн хутна кӗрӗп, саншӑн тавӑрӑп, унӑн тинӗсне типпе хӑварӑп, ҫӑлкуҫне шывсӑр хӑварӑп.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вавилона, Халдея ҫыннисене пурне те вӗсем Сион ҫинче сирӗн куҫӑр умӗнче тунӑ усал ӗҫсемшӗн тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп, 7. Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп, 8. вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир Мана тупатӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вара сире тыткӑнран, пур халӑхсем хушшинчен, Эпӗ сире хӑвӑра хӑваласа янӑ пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та — ӑҫтан куҫарса кайнӑ, ҫав вырӑнах каялла тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп; 3. Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп; 4. Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19-20. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫак хулара юлнӑ, Вавилон патши Навуходоносор Иудея патшине — Иоаким ывӑлне Иехонияна — тата Иудейӑпа Иерусалимӑн пӗтӗм ятлӑ-сумлӑ ҫыннине Иерусалимран Вавилона куҫарнӑ чухне илсе кайман юпасем ҫинчен, пӑхӑр тинӗс ҫинчен, вӗсен тӗпӗсемпе ытти япаласем ҫинчен ҫапла калать, 21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Турӑ Ҫуртӗнче, Иудея патшин керменӗнче тата Иерусалимра юлнӑ хатӗр-хӗтӗр ҫинчен ҫапла калать: 22. ӑна Вавилона илсе кайӗҫ, унта вӑл Эпӗ пырса пӑхас кунчченех юлӗ, ҫавӑн чухне вара ӑна илсе тухӑп та ҫак вырӑна тавӑрӑп, тет.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӗсене нумай йышлӑ халӑхсемпе аслӑ патшасем чура туса хурӗҫ; Эпӗ вӗсене хӑйсен хӑтланӑшне кура, хӑйсен ӗҫӗсене кура тавӑрӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кӗтӗвӗм йӑлкӑмне Хам хӑваласа янӑ мӗнпур ҫӗршывран пуҫтарӑп та хӑйсен картине тавӑрӑп; вӗсем ӗрчесе, хунаса кайӗҫ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.