Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир, чӑваш священникӗсем, часах хамӑр епархи пуласса та шанатпӑр.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
21. Иудейсен аслӑ священникӗсем Пилата каланӑ: «Иудея Патши» тесе ан ҫыртар, «Вӑл Хӑйне Иудея Патши тесе каланӑ» тесе ҫыртар, тенӗ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ те сӑваплӑ: иккӗмӗш вилӗм вӗсене ҫӗнтереймӗ, вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.
Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире; 10. ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ионафан Спарта ҫыннисем патне ҫырса янӑ ҫыру ҫакӑ: 6. «аслӑ священник Ионафан, Иудея халӑхӗн аслӑ ҫыннисем, священникӗсем, пӗтӗм Иудея халӑхӗ хӑйсен Спартӑри тӑванӗсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн пророкӗсем — ҫӑмӑл шухӑшлӑ, ултавлӑ ҫынсем; унӑн священникӗсем таса Ҫурта ирсӗрлеҫҫӗ, саккуна таптаҫҫӗ.4. Пророки его - люди легкомысленные, вероломные; священники его оскверняют святыню, попирают закон.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн пуҫлӑхӗсем сут тунӑшӑн парне илеҫҫӗ, унӑн священникӗсем тӳлевлӗ вӗрентеҫҫӗ, унӑн пророкӗсем малашлӑха укҫалла пӗлтереҫҫӗ, ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана шанаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн хушшӑмӑрта мар-и-ха?
Мих 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
84. Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.84. Благословите, священники Господни, Господа, пойте и превозносите Его во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сион ҫулӗсем уява килекен ҫуккипе хуйхӑраҫҫӗ; унӑн пур хапхи те пушанса юлчӗ; священникӗсем унӑн ассӑн сывлаҫҫӗ, хӗрӗсем унӑн салхуллӑ, ӑна хӑйне те йывӑр.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ярса тытнӑ вӑрӑ намӑса юлнӑ евӗр, Израиль килӗ хӑйне намӑса хӑварчӗ: унӑн патшисем те, улпучӗсем те, священникӗсем те, пророкӗсем те 27. йывӑҫа: «эсӗ манӑн аттем» терӗҫ, чула: «мана эсӗ ҫуратнӑ» терӗҫ; вӗсем Ман еннелле питпе мар, ҫурӑмпа ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ; инкек ҫитсессӗн вара: «пире ҫӑлсамччӗ!» теме пуҫлӗҫ.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сире вара Ҫӳлхуҫа священникӗсем, Туррӑмӑра ӗҫлесе тӑраканӗсем тесе чӗнӗҫ; вара халӑхсен мулӗпе усӑ куратӑр, вӗсен мухтавӗпе мухтавлӑ пулатӑр.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Унӑн ҫитӗннӗ ывӑлӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарнӑ, унӑн хӗрӗсемшӗн туй юрри юрламан; 64. унӑн священникӗсем хӗҫ айне пулса ӳкнӗ, унӑн тӑлӑх арӑмӗсене макӑрма та паман.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах та священникӗсем сахал пулнӑ, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне выльӑхӑн тирне сӳсе тӑма ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа ӗҫ вӗҫленичченех тата ытти священниксем тасалса хатӗрленсе ҫитиччен вӗсене тӑванӗсем, левитсем, пулӑшса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн левитсем хӑйсене тасатас ӗҫре священниксенчен тимлӗрех пулнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пирӗнпе пӗрле Турӑ, Вӑл пирӗн умран пырать; Унӑн священникӗсем те пирӗнпе пӗрле, вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑ труписене кӑшкӑртаҫҫӗ.12. И вот, у нас во главе Бог, и священники Его, и трубы громогласные, чтобы греметь против вас.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Палӑртнӑ кунсенче ҫак ҫын Саваоф Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма тата ӑна парне кӳме хӑйӗн хулинчен Силома ҫӳренӗ; унта [Илий тата] унӑн икӗ ывӑлӗ, Офнипе Финеес, Ҫӳлхуҫа священникӗсем пулнӑ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1