Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мих 3

Раздел: Библи –> Михей пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 15:10

Предложений: 11; Слово: 217

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Каларӑм вара эпӗ: итлӗр-ха, Иаков йӑхӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем: сирӗн тӗрӗссине пӗлмелле марччӗ-и? терӗм. 2. Эсир вара ыррине кураймастӑр, усаллине юрататӑр; ҫынсенчен вӗсенӗн тирне сӳсе илетӗр, вӗсенӗн шӑмми ҫумӗнчен ӳтне сӗветӗр, 3. Ман халӑхӑмӑн ӳтне ҫиетӗр, тирне сӗветӗр, шӑммисене вататӑр, чӳлмеке янӑ пек тӗпрететӗр, ӳтне хурана янӑ пек ваклатӑр, терӗм.

4. Вӗсем Ҫӳлхуҫана тархаслӗҫ, анчах Вӑл вӗсене илтмӗ, вӗсем усал ӗҫ тунӑ вӑхӑтра вӗсенчен Хӑйӗн сӑнне те пытарӗ.

5. Ман халӑхӑма аташтаракан пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем шӑлӗпе кӑшлаҫҫӗ — канӑҫлӑх ҫинчен вӗрентеҫҫӗ, кам вӗсен ҫӑварне нимӗн те хумасть, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫараҫҫӗ. 6. Ҫавӑнпа Турӑ кӑтартни вырӑнне сирӗншӗн тӗттӗм каҫ пулӗ, малашнехине пӗлтерни вырӑнне сӗмлӗх пулӗ; пророксем тӗлӗнче хӗвел анса ларӗ те, вӗсен тӗлӗнче кун тӗттӗмленӗ. 7. Витӗркурансем намӑсланӗҫ, юм юмлакансем намӑса юлӗҫ, вара вӗсен пурин те ҫӑварӗ хупӑнӗ, мӗншӗн тесен Турӑран хурав пулмӗ. 8. Эпӗ вара Иакова хӑйӗн усал ӗҫне, Израиле хӑйӗн ҫылӑхне пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗн хӑвачӗпе, тӗрӗслӗхпе тата ҫирӗплӗхпе тӗреклӗлентӗм.

9. Апла итлӗр ҫакна, Иаков килӗн пуҫлӑхӗсем, Израиль килӗн ҫулпуҫӗсем, тӗрӗс сутран йӗрӗнекенсем, пур тӳрӗ ӗҫе те кукӑртса яракансем, 10. Сиона юнран, Иерусалима тӗрӗсмарлӑхран тӑвакансем! 11. Унӑн пуҫлӑхӗсем сут тунӑшӑн парне илеҫҫӗ, унӑн священникӗсем тӳлевлӗ вӗрентеҫҫӗ, унӑн пророкӗсем малашлӑха укҫалла пӗлтереҫҫӗ, ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана шанаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн хушшӑмӑрта мар-и-ха? Пире инкек ҫитес ҫук!» тееҫҫӗ. 12. Ҫавӑнпа сире пула Сиона хир пек сухаласа пӑрахӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫуртӑн тӑвӗ вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней