Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл чи малтан пӳлӗмрен тухрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Юлашкинчен, ҫак пӳлӗмрен тухса кайма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эсир мана ӗҫлеме чӑрмантаратӑр, Спасский профессор патне эпӗ хам шӑнкӑртаттарӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫук, ҫук, тем тусан та эпӗ юлмастӑп, мӗнле-ха апла? — терӗ те вӑл, ыттисене хӑй хыҫҫӑн ертсе, пӳлӗмрен чи малтан килкартине чупса тухрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Варвара Огарнова, пукана шавлӑн тӳнтерсе ярса, пӳлӗмрен чупса тухрӗ.Варвара Огарнова шумно опрокинула табурет, выбежала из комнаты.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Малтанхи пекех кӗнеке вуласа выртакан Найденов ҫине пӑхмасӑр, Гаррис пӳлӗмрен тухрӗ те, никампа сывпуллашмасӑрах, машина патнелле утрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эсӗ мана чӗнетӗн-и? — лӑпкӑн ыйтрӗ хӑмапа тунӑ пӳлӗмрен Опанас Иванович.— Ты меня, что ли? — миролюбиво спросил из-за перегородки Опанас Иванович.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрарӑм ассӑн сывласа илчӗ те шӑппӑн пӳлӗмрен тухса кайрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӑшӑрханнипе йӑлтах шурса улӑшӑннӑ манӑн сӑн-сӑпат, хӗрелсе кайнӑ куҫӑмсене курсан, тен, Гретхен та урӑхла шухӑшлама тытӑнӗ, тесе пӳлӗмрен ӑна хирӗҫ тухрӑм.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сережа амӑшне ним каламасӑр пуҫ тайрӗ, унӑн аллине чӑмӑртарӗ, пӳлӗмрен тухса, булкӑсем илсе килчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ.Сережа молча поклонился, пожал руку матери, вышел, принес булки и сел за стол.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те йӑл кулса илчӗҫ, унтан Людмила: — Манӑн сӑмавар мӗн тӑвать-ши унта? — тесе пӳлӗмрен тухса кайрӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Амӑшӗ алӑксене пӑхрӗ: пӗр алӑкӗпе вӑл хӑй кунта малти пӳлӗмрен кӗчӗ, кӑмака патӗнче тепӗр алӑк, ансӑр та ҫӳллӗскер, пур.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ку тӗрӗсех-и? — тесе кӑшкӑрчӗ Николай пӳлӗмрен.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Николай сӗтел патнелле ҫаврӑнса ларчӗ, амӑшӗ пӗр минутлӑха пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл каялла кӗрсен, Николай, ун еннелле ӑшшӑн пӑхса, хӑйӗн асаилӗвӗсене хуллен те кӑмӑллӑн, ачашшӑн калама тытӑнчӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗрача та урамалла пӑхса илчӗ те, алӑка хыттӑн хупса, пӳлӗмрен чупса тухса кайрӗ.Девочка тоже взглянула на улицу и убежала из комнаты, громко хлопнув дверью.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юнашар пӳлӗмрен аллине ҫыхса лартнӑ Николайпа арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, чӗрӗп пек шӑртланнӑ тухтӑр Иван Данилович тухрӗҫ.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Кам ку? — ыйтрӗҫ пӳлӗмрен алӑка уҫмасӑрах.
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шурӑ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫӗсене тирпейлӗн пуҫтарса, шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, вӑл пӳлӗмрен пӳлӗме мӑнкӑмӑллӑн чупкаласа ҫӳрерӗ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юнашар пӳлӗмрен алӑка прикладсемпе кӗмсӗртеттерме тапратрӗҫ, анчах алӑк кӑшт та хусканмарӗ.В соседней комнате в дверь грохали прикладами, но слышался только гул, дверь не дрогнула.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Староста шӑпланчӗ те, пӳлӗмрен тухса шурӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Малти пӳлӗмрен нимӗҫ харлаттарса ҫывӑрни илтӗнсе тӑчӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.