Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗҫерсе (тĕпĕ: пӗҫер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем вӗлтӗрен татса пӗҫерсе ҫинӗ, ҫырмасенче вӗлтӗрен те юлманччӗ.

Люди варили и ели крапиву, в оврагах крапивы и не осталось.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Вӑт ҫавна та пашалу пек лапчӑтса пӗҫерсе ҫинӗ е яшка ҫине янӑ.

Она, придавливая, ее, как лепешку, варила и ела или в суп пускала.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

— Кӑмакара пӑтӑ пӗҫерсе хӑвараттӑм.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Чӗрӗлле ҫиме юраманнисене духовкӑра пӗҫерсе ҫимеллле.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ытлашшипех ӑшӑнса кайнӑ кухньӑна уҫӑлтарас шухӑшпа вӑл чӳречене яриех уҫса ячӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Апрелӗн варринче Тая мӑшӑрне кӑнтӑрлахи апат пӗҫерсе пычӗ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑнтӑрлахи апата хальхинче «хӗлхем-ҫӗсем» хӑйсем хатӗрлерӗҫ – хуран кукли пӗҫерсе ҫирӗҫ.

Помоги переводом

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑрманкасси ялӗн хӗрӗсем ыхра утинчен кукӑль пӗҫерсе «Чи лайӑх Хравутти кукӑлӗ» номинацие тивӗҫрӗҫ.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Анчах эпӗ пӗҫерсе хӑваратӑп.

Но я вам наготовлю.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пысӑк хуран хатӗрленӗ: каҫхине хуранӗпе ыраш пӗҫерсе ӗҫлекенсене ҫитернӗ.

Готовили большой казан: ночью варили казан ржи и кормили рабочих.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Апата кӑшт ӳстерсе «сӑмсалантарнӑ» тулӑна кӗртме юрать, пӗрчӗллӗ культурӑсенчен кунсерен пӑтӑ пӗҫерсе ҫини усӑллӑ.

В меню можно добавить пророщенную пшеницу, также полезно ежедневно употреблять кашу из цельных культур.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Чӑваш ал ӑсталӑх куравне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне пӗҫерсе пынӑ...

Помоги переводом

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Аслисем апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен килӗрен, пӗр-пӗрин патне, ҫӳреме тытӑнатчӗҫ.

Старшие, окончив приготовление пищи, начинали ходить друг к другу в гости.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

33. Иудея ҫӗрӗнче Аввакум пророк пулнӑ; ҫавӑ, шӳрпе пӗҫерсе, савӑта ҫӑкӑр тӗпретсе, тырӑ выракансене апат леҫмешкӗн уя кайма тухнӑ.

33. Был в Иудее пророк Аввакум, который, сварив похлебку и накрошив хлеба в блюдо, шел на поле, чтобы отнести это жрецам.

Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ҫын каяшӗ вырӑнне ӗне тислӗкӗ илме ирӗк паратӑп, ҫӑкӑрна ҫавӑн ҫинче пӗҫерсе ҫи, терӗ.

15. И сказал Он мне: вот, Я дозволяю тебе, вместо человеческого кала, коровий помет, и на нем приготовляй хлеб твой.

Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Яш ача Ангел хушнӑ пек тунӑ та; пуллине вӗсем пӗҫерсе ҫинӗ; вара малалла кайнӑ, Екбатан хулине ҫитнӗ.

6. Юноша так и сделал, как сказал ему Ангел; рыбу же испекли и съели; и пошли дальше и дошли до Екбатан.

Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Кашни хапха патӗнче тӑракан хуралҫӑсен те хӑйсен черетне пӑрахса кайма юраман: вӗсем валли хӑйсен тӑванӗсем, левитсем, пӗҫерсе хатӗрленӗ.

16. И привратникам при каждых воротах не позволялось оставлять своей череды, потому что для них приготовляли братья их, левиты.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Священниксем ӗнтӗ мӗн тӗттӗм пуличченех парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа левитсем хӑйсем валли те, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли те пӗҫерсе хатӗрленӗ.

14. Ибо священники приносили тук до позднего времени, а потому левиты приготовляли для себя и для священников, братьев своих, сынов Аарона.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ывӑлӑма пӗҫерсе ҫирӗмӗр.

29. И сварили мы моего сына, и съели его.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру чӗрӗ! манӑн пӗҫерсе хуни нимӗн те ҫук, чӗресре те пӗр ывӑҫ ҫӑнӑх ҫеҫ, тата чӳлмекре пӑртакҫӑ ҫу пур; акӑ пӗр-икӗ пуленкке вутӑ пуҫтарса кайӑп та ывӑлӑмпа иксӗмӗр валли ҫав мӗн пурринчен пӗҫерсе хатӗрлӗп; ҫисе ярӑпӑр та ӑна, вара выҫӑ вилмелли анчах юлать, тенӗ.

12. Она сказала: жив Господь Бог твой! у меня ничего нет печеного, а только есть горсть муки в кадке и немного масла в кувшине; и вот, я наберу полена два дров, и пойду, и приготовлю это для себя и для сына моего; съедим это и умрем.

3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней