Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑхтараҫҫӗ (тĕпĕ: пӑхтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн тесен санӑн та, ав, аҫупа аннӳ сӑра-эрех ӗҫеҫҫӗ, тутлӑ апат ҫиеҫҫӗ, хӑвна лаша пӑхтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен хул пуҫҫисем ҫинче хӑтакланӑ тутӑрсем; ҫӳҫне кӑнттамрах капӑрлӑхпа илемлетнӗ, — паллӑ вырӑнсенче, тӗлӗнтерсе, хӑйсем ҫине ҫакнашкал пӑхтараҫҫӗ, вӑйлӑ пудрӑланнӑ, театрти пек каҫӑрӑлчӑк, пурҫӑн кӗпепе, ҫӗрӗсемпе, мӑясемпе, — ҫак эрттел иллюминатортан курӑнакан хутлӑхӑн ҫавра экранӗнчен хӑвӑрттӑн куҫать.

На их плечах были кружевные накидки; волосы подобраны с грубой пышностью, какой принято поражать в известных местах; сильно напудренная, театрально подбоченясь, в шелковых платьях, кольцах и ожерельях, компания эта быстро пересекла круглый экран пространства, открываемого иллюминатором.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак ҫынсем мана хӑйсем патне туртаҫҫӗ те, хӑйсенчен ютшӑнтараҫҫӗ те; ҫакна хулан шавлӑ урамӗнчи ҫапкаланчӑк чикансен эшкерӗпе танлаштарма юрать-тӗр: кӗре ют сӑнсем, ӑнланмалла мар чӗлхе, чӑрсӑр хусканусем, хӑлхисенчи ҫакӑсем, хура ҫӳҫ, капӑр тумтир-ластӑк ҫемьере ҫеҫ хӑтлӑ туякан, кичемлӗхе хӑнӑхнӑ ҫынсене те хӑйсем ҫине пӑхтараҫҫӗ, пӑхса тӑрса киленме те пулать; анчах вӗсемпе тапӑра кам каять?

Люди эти притягивали и отталкивали меня, что можно сравнить с толпой бродячих цыган на бойкой городской улице: смуглые чуждые лица, непонятный язык, вызывающие движения, серьги в ушах, черные волосы и живописные лохмотья останавливают внимание самых прозаических, традиционно семейных, людей, и внимание это не лишено симпатии; но кто пойдет с ними в табор?

IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Пӗтӗм элек ҫӑмхи ҫакӑнта сӳтӗлет, элеклӗ сӑмах ҫуртран ҫурта ҫитсе ҫылӑхлӑ халӑха та вӑтантарать; кунта хӗр ҫураҫаҫҫӗ, юмӑҫ пӑхтараҫҫӗ, пулас туйсене пӑсаҫҫӗ.

Это была колыбель всех сплетен, что носились из дома в дом, смущая грешных мирян; здесь предсказывались и подготовлялись помолвки, расстраивались свадьбы.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тискер кайӑксем хӑйсем ҫине тинкерсе пӑхтараҫҫӗ — ҫынсен шӗвек куҫӗсем арӑслансемпе пантерӑсен илемлӗ кӗлеткисем ирӗккӗн те вӑйлӑн авкаланнинче темскер, хӑйсем тахҫанах маннине шыранӑ пек, тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

Звери возбуждают острое внимание — водянистые взгляды людей неотвязно следят за ними, как будто ищут что-то давно позабытое в свободных и сильных движениях красивого тела львов и пантер.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Ӑна вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе йӑтса ҫӳреҫҫӗ, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, унпа асапланса хайсене тӑрантараҫҫӗ; вӑл ыратни ҫинчен ыттисене каласа, вӗсене хӑйсен енне ҫаврӑнса пӑхтараҫҫӗ.

Они носятся с ней всё время жизни и лишь ею живы; страдая от нее, они питают себя ею, они на нее жалуются другим и этим обращают на себя внимание ближних.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

— Анчах вӗсене ҫӗнтерме ҫук: вӗсем тунсӑхлаттараҫҫӗ, пур япала ҫине те сӳрӗккӗн пӑхтараҫҫӗ… — хӑюсӑртараххӑн хушса хучӗ Ольга.

— Но с ними не справишься: они дают тоску и равнодушие… почти ко всему… — нерешительно прибавила она.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ачасене пӑхтараҫҫӗ» тесе юри калаҫҫӗ.

"Детей заставляют ухаживать" нарочно говорят.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней