Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑнтӑр ҫутинче хутора пырса кӗме вӑтаннипе мучи тӗттӗм пула пуҫличченех кӗсрине сӑрт ҫинче курӑк ҫитерсе ҫӳрет, ҫӗрле пулсан тин ӑна килне хӑваласа ҫитерет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чи малтанах хӑвӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланса илмелле, ӗҫе пуҫличченех вӑл мӗнле вӗҫленме пултарассине курса тӑмалла.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Людмила вара, эпӗ калама пуҫличченех тӗлӗнсе тӑрса, ырми-канми темӗн те пӗр тӗпчет: Расщепейӗн пурнӑҫӗ, хваттерӗ мӗнле, Ирина Михайловна мӗн тӑхӑнать — ӑна пурте кирлӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӗсем пӗр виҫӗ сехетчен, пӳлӗме кӗрекен хӗвел пайӑркисем стена ҫинелле хӑпарма пуҫличченех ларчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем вӑйӑ пӑртак килӗшӳсӗр туйӑнма пуҫличченех вылянӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Гимн вӗҫленсен, хисепе тивӗҫлӗ мистер Спрэг вырӑнти хаҫат пулса тӑчӗ, ҫитес вӑхӑтри митингсем ҫинчен, калаҫусем, пухусем тата ытти япаласем ҫинчен те чылай пӗлтерӳсем вуласа пачӗ вӑл, приход ҫыннисем хӑйсен ӑшӗнче кунӑн калаҫӑвӗ хӑрушӑ суд пуличчен те пӗтмӗ, тесе шухӑшлама пуҫличченех вуларӗ…
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
18. Иисус Христос ҫурални акӑ ҫапла пулнӑ: Унӑн Амӑшне, Марийӑна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑна пуҫличченех, Таса Сывлӑш хӑвачӗпе Мария йывӑр ҫын пулнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑма пуҫличченех Эдом ҫӗрӗнче патшасем пулнӑ, вӗсем ҫаксем: Бела, Веор ывӑлӗ, унӑн хули Дингава ятлӑ; 44. Бела вилсессӗн ун вырӑнне Иовав, Зерах ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Восора ҫынни пулнӑ.
1 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.