Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн тирӗпе ҫеҫ витӗннӗ ҫыншӑн пӑчкӑ кӗрпи ӑшне кӗрсе выртса, ирхи сулхӑн ҫил вӗре пуҫличченех тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрма питӗ лайӑх!
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Тепӗр чухне, ҫак сӑмахсене каласа, Олег чӗререн хӗпӗртетчӗ, юлташӗсен характерӗнчи чи лайӑх енӗсене аса илме тытӑнатчӗ, вара эпир унпа пӗрле хавасланма пуҫличченех лӑпланаймастчӗ.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Укҫа сӑнӗ ӑна пит йӑпататчӗ пулас — каланӑ хушӑрах вӑл кӗмӗл, пӑхӑр тенкӗсене йӗмӗ ҫумне сӗрсе тасатма юрататчӗ, тенкине йӑлкӑшма пуҫличченех ҫутатса ҫитерсен, вӑл ӑна каҫӑр сӑмси умӗнче кукӑр пӳрнисемпе тытса тӑрса, куҫ харшисене, вылякаласа, тӗллесе тахатчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кларк ҫӗр каҫипех, шӑпчӑк юрлама пуҫличченех, ҫурхи садра ларӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кукамай ман алла ҫирӗп тытрӗ те мӗнпур хӑнасем хӑйсен пӗлес кӑмӑлне ҫырлахтарса кулма пуҫличченех вӗсем ҫине ыйтуллӑн пӑхкаларӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ кукаҫине тахҫанах, шкула кайма пуҫличченех, курнӑ.
«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тен, манпа та вӑл ҫавӑн пиркиех питӗ уҫҫӑн калаҫрӗ пулӗ… тӗрӗссипе, вӑл эпӗ унтан ыйтма пуҫличченех каласа пама тытӑнчӗ хӑй ҫинчен…
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл канат ҫумне тайӑнса тӑрса йӗри-тавра чӗререн тарӑхнӑ курайманлӑхпа вунӑ пин грингосем пӗр ҫӗрте курӑна пуҫличченех пӑхса тӑнӑ.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Вӗсем, пурте тенӗ пекех, шкула ҫӳреме пуҫличченех вырӑсла калаҫма вӗреннӗ пулсан та, учительница вӗсемпе хӑйсен тӑван чӗлхипе калаҫма кирлине туйрӗ.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ӑна пӗр чӗнмесӗр, вӑрахчен, пӳрнисене пӗҫертме пуҫличченех туртрӗ.
XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Йывӑҫсем сайралнипе тавралӑха ҫутӑ сӑн ҫапма пуҫличченех, ҫулнӑ улӑхпа ҫырма курӑнса кайичченех калаҫать вӑл ҫапла.Говорил, пока не поредели деревья, стало светлее, показался скошенный луг и овраг.
Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чеен пытанса, нимӗҫсем курӑнасса темиҫе сехет хушши, тепӗр чух кунӗпех те кӗтнӗ, юрпа витӗннӗ тавралӑха куҫӗ ыратма пуҫличченех тинкернӗ.
Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.
Ҫакнашкал явленипе эпӗ Ҫурҫӗрте ӗҫлеме пуҫличченех, ҫитменне тата хӗллехи вӑхӑтра та мар, паллашрӑм.
Пӑрланнӑ шлем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хӑй вӑйӗ ҫине шанакан Валерий ӳлӗмрен нихҫан та пулӑшу пирки ҫӑвар уҫман, вӑл пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫличченех, йывӑр мӑлатукӗ аллинчен тухса ӳкичченех, тӑрӑшса ӗҫленӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Юханшывпа ун ҫыранӗсем палӑрма пуҫличченех ҫуртсен чӳречисем ҫутӑла-ҫутӑла каяҫҫӗ.Еще тьма окутывала реку и берег, а в окнах домов уже появились огоньки.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Васильев ӑна кӗпипе чӗркерӗ те каллех люкран тухрӗ; куҫӗсем ыратма пуҫличченех пӗлӗтпе шыв пӗрлешнӗ ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ.Васильев обмотал ее рубашкой, снова высунулся из люка и до боли в глазах смотрел на горизонт.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Никита ҫурт тӑрринче нумайччен, ҫуннӑ ҫуртсенчи кӑмака мӑрйисен хура юписем тавра ылтӑн тӗслӗ кӑвар куписем йӑлтӑртатма пуҫличченех ларчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Снабжени ӗҫне вунӑ ҫула ҫитсенех, эсӗ техникӑна вӗренме пуҫличченех, тытӑнтӑм.Изучать это самое снабжение начал пораньше, чем ты свою технику, — с десяти лет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Лешсем хӑйӗнчен пӑрӑнса, халь ӗнте эсӗ кайма та пултаратӑн тенӗ майлӑрах, хӑй ҫине пӑхмасӑр, пӗр-пӗринпе ҫеҫ калаҫма пуҫличченех, вӗсем хӑйне пӑрахса кайичченех ҫӳрерӗ вӑл вӗсемпе.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чижик ачасемпе, хашкама пуҫличченех, пӳске хыҫҫӑн чупрӗ.
Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.