Поиск
Шырав ĕçĕ:
42. Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: аллине Манпа пӗрле тирӗке чикекенех Мана сутӗ; 24. Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать, 6. кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана кӑтартнӑ хӑватсене Содомра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӑл паянхи кунчченех ларнӑ пулӗччӗ; 24. калатӑп сире: сут кунӗ Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ, тенӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эхер те эсӗ пире пӑрахсан, Сион ҫуннӑ чухне хамӑр та ҫунса кайни аванрах пулнӑ пулӗччӗ пирӗншӗн, 45. мӗншӗн тесессӗн эпир унта вилнисенчен мала мар, терӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Вӑл — Тӳре, Вӑл Хӑйӗн сӑмахӗпе пултарнисене каҫарман пулсассӑн, нумай йӗркесӗрлӗхе пӗтермен пулсассӑн, 70. тен, имсӗр-сумсӑр йышран питӗ сахалӑшӗ анчах юлнӑ пулӗччӗ, терӗм эпӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Вӑл ырӑлӑх парать; усал тунисем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсенчен ҫӑмӑлланччӑр тесе Вӑл Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе хӗрхенмен пулсассӑн, ҫынсен вунӑ пинмӗш пайӗ те чӗрӗ юлайман пулӗччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ: илме мар, пама кӑмӑллать, 66. тата нумай ырӑлӑхлӑ: халӗ пурӑнакансемшӗн те, пурӑннисемшӗн те, пурӑнассисемшӗн те Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсех пырать — 67. Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсе пыман пулсассӑн, тӗнче ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе пӗрле текех пурӑнайман пулӗччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакна хирӗҫ эпӗ ҫапла каларӑм: ҫылӑха кӗрсе пурӑниччен, мӗншӗн асапланнине пӗлмесӗр пурӑниччен эпир пачах та пулманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ, терӗм.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Арҫынсен шутне кура икӗ пин драхма таран кӗмӗл пухса, вӑл ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн Иерусалима ӑсатнӑ, ҫапла вӑл, чӗрӗлӗх пирки шухӑшласа, питӗ лайӑх та сӑваплӑ ӗҫ тунӑ; 44. ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунисем чӗрӗлсе тӑрасса шанман пулсассӑн, вилнисемшӗн кӗлтуни ытлашши те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ҫав ҫынсем ҫылӑх айне пулман пулсассӑн, Селевк патша мул управӑшне пӑхма янӑ Илиодор пек, Антиоха та кӗнӗ-кӗменех хаса ҫитнӗ пулӗччӗ те, вӑл чӑрсӑр шухӑшне пӑрахнӑ пулӗччӗ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эхер те пӗр-пӗр ҫӑмӑлттай суя суйса: «эпӗ сана эрехпе ҫиккер ҫинчен вӗрентӗп» тесессӗн, вӑл ҫак халӑхшӑн юрӑхлӑ вӗрентекен пулнӑ пулӗччӗ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӗнтӗ Египет патшийӗн, фараонӑн, хӑватлӑ аллине аркатса тӑкрӑм; акӑ ӑна сыватмаҫҫӗ-ха, унӑн суранне ҫыхса яман-ха, эмелҫӗ ӑна чӗркесе ҫыхман-ха, ҫапла тунӑ пулсассӑн, вӑл хӗҫ тытмалӑх вӑй илнӗ пулӗччӗ.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турра пӑхӑнманни пӗр ҫын анчах пулсассӑн та, ҫавӑ хасасӑр юлни тӗлӗнмелле пулӗччӗ: 12. ырӑлӑх та, хаярлӑх та — Турӑ аллинче: Вӑл ҫырлахма та, ҫилленме те пултарать.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл сана та хӗсӗклӗхрен ирӗклӗхе кӑларӗччӗ, унта йывӑр пулмӗччӗ, сӗтелӳ тулли апат-ҫимӗҫ пулӗччӗ; 17. эсӗ ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсене урӑм-сурӑм питлетӗн: питленипе айӑплани юнашарах вӑл.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.