Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Патша-аттемӗре, Виҫҫӗмӗш Петр Федорович императора, тӗл пулсан, унӑн ури умне ӳк те кала: «Салам сана, аслӑ патшамӑр, Савелий Лаптев турӑ чуринчен».
Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пӗррехинче кӑнтӑр кӗлли хыҫҫӑн, — хальхи пекех астӑватӑп-ха, пиллӗхлӗ патшамӑр Александр Павлович кунӗччӗ ун чухне, — таса атте Христофор алтарьте ман ҫине ачашшӑн пӑхрӗ те ҫапла ыйтрӗ: «Puer Bone guam appellaris».
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
19. Эй Агриппа патшамӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫӳлтен курӑннине хирӗҫ пымарӑм, 20. вара малтан Дамаскпа Иерусалимра пурӑнакансене, унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсемпе суя тӗнлӗ халӑхсене, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Турӑ енне ҫаврӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй патшамӑр! ҫул ҫинче чухне, тӑр-кӑнтӑрла, эпӗ тӳперен хӗвел ҫутинчен те вӑйлӑрах ҫиҫекен ҫутӑ куртӑм; ҫавӑ мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутатса ячӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ермонпа пӗтӗм тусӗ патшана ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: эй патшамӑр! хӑв ҫине тӑрсах хушнипе сӑлансемпе ҫара хатӗрлесе тӑратнӑ ӗнтӗ, тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Сӑваплӑ Патшамӑр, эпир те акӑ хамӑрӑн нумай та пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн хӗн куратпӑр, эпир — хамӑр тӑшман аллинче, ӗнтӗ асап курса халтан кайрӑмӑр.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Аслӑ священник Симон вара Турӑ Ҫурчӗ еннелле чӗркуҫленсе, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм чун-чӗререн йӑлӑнса ҫапла кӗлтунӑ: 2. «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӳлти Патшамӑр, мӗн пултарнийӗн Хуҫи, сӑваплисенчен Сӑвапли, пӗччен пуҫ пулса Пурне те Тытса Тӑракан!
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ вара, патшамӑр, ҫакна пӗлӳҫӗн, хӑв пур ҫынна та юратнипе ҫӗршывшӑн тата пирӗн пусмӑр тӳсекен йӑхшӑн тӑрӑшсамччӗ: 10. ӗнтӗ Иуда пулнӑ чухне канлӗх пулмӗ, тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. «Пирӗн патшамӑр кунӗ!» теҫҫӗ улпутсем, эрехпе чире кайичченех хӗрнӗскерсем; патши вара мӑшкӑлҫӑсене алӑ тӑсса парать.
Ос 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халдейсем патшана арамейла каланӑ: патшамӑр! ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн! тӗлӗкне чурусене каласа парччӗ, эпир вара ун пӗлтерӗшне ӑнлантарӑпӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен умӗ-хыҫӗнче ҫав турӑсене пуҫҫапакансен ушкӑнне курсассӑн, хӑвӑр ӑшӑрта: эй Патшамӑр, Сана пуҫҫапмалла! тейӗр.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эппин, Седекия, Иудея патши, итле-ха Ҫӳлхуҫа сӑмахне! Ҫӳлхуҫа сан ҫинчен ҫапла калать: эсӗ хӗҫ айне пулса вилмӗн; 5. эсӗ тӑнӑҫлӑн вилӗн; аҫусемшӗн, — хӑвӑнччен малтан пулнӑ ӗлӗкхи патшасемшӗн, — вӗсене пытарнӑ чухне ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ пек, саншӑн та ҫапла тӗтӗрӗҫ, саншӑн та: «хуйхӑ ҫитрӗ! ах, патшамӑр!» тесе хӳхлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫак сӑмаха Эпӗ каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Патшамӑр, эй мӗн пуррийӗн Турри, хӗрхенсем пире, ан пӑрахсам пире, 2. Хӑвӑнтан хӑрассине пур халӑхсене те ҫитер.1. Помилуй нас, Владыко, Боже всех, и призри, 2. и наведи на все народы страх Твой.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. [Санӑн хӑлхупа] Санӑн куҫу Хӑвӑн чуру тӑвакан кӗлӗшӗн, Хӑвӑн Израиль халӑхӗ тӑвакан кӗлӗшӗн уҫӑ тӑччӑр: Сана тархасласа чӗннӗ чухне вӗсене яланах илтмелле пултӑр: 53. Эсӗ вӗсене, Ху Моисей чуру урлӑ каланӑ пек, пирӗн аттемӗрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑхсен хушшичен Хӑв валли еткерлӗхе уйӑрса илнӗ, эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑр! тенӗ Соломон.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Моисей ҫав самантрах ҫӗре ӳксе [Турра] пуҫҫапнӑ та 9. каланӑ: эй Патшамӑр, эпӗ Санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Патшамӑр пирӗн хушшӑмӑрта пытӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн ку чурӑс халӑх; пирӗн йӗркесӗр ӗҫсене, пирӗн ҫылӑхсене каҫар, пире Хӑвӑн еткерӳ ту, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн тивӗҫлӗ тӑву ҫине, Хӑвна валли Ху ҫурт тунӑ вырӑна, Хӑвӑн аллусем пултарнӑ сӑваплӑ вырӑна, эй Патшамӑр, илсе кӗр ӑна, ҫавӑнта вырӑнаҫтар ӑна!
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; 10. фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; 11. пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12. пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13. вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2