Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сывӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9. уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтса илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесессӗн, ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10. чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та, 15. эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтсессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен; 11. пӗр кунхине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман; 12. арӑм ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хывнӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ.7. И обратила взоры на Иосифа жена господина его и сказала: спи со мною.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3. тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та, 49. тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр; 50. эсӗ манӑн хӗрӗмсене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗмсемсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, асту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Лаван [Иакова] каланӑ: паянтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Лаван ӑна каланӑ: манпа сан хушшӑмӑрта паян ҫак сӑрт кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.][И сказал ему Лаван: холм сей свидетель сегодня между мною и тобою.]
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна ултӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эпӗ хамӑн хуҫама каларӑм: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле пырасшӑн пулмӗ, терӗм.39. Я сказал господину моему: может быть, не пойдет женщина со мною.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тухса килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ефрон, Авраама хуравласа, ӑна каланӑ: 15. эй хуҫамӑм! итле-ха мана: ҫак ҫӗр тӑватҫӗр сикль кӗмӗл хакне тӑрать; манпа саншӑн мӗн вӑл? вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн килес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн халалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт кастарнӑ пултӑр; 11. ӳтӗр хӗррине касӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ халал палли пулӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑплӑ; эпӗ хамӑн тарҫӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулнине кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши енне, ҫӗклетӗп, 23. санӑн: эпӗ Аврама пуйтартӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; 24. хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пайсемсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.
Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15. вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун хушшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтересси урӑх пулмӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. [Ҫӳлхуҫа] Турӑ тата каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ: 13. Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗперӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.