Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн путек памашкӑн халӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — пӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме, тепӗрне ҫылӑх парни кӳме — илсе пытӑр, вара священник арӑма тасатӗ те, вӑл таса пулӗ, тенӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла; 7. священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умне кӳрӗ те арӑма тасатӗ, вӑл вара юнӗ юхнинчен тасалӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн кӳме те халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑха кӗнӗшӗн ҫылӑх парни кӳме пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳтӗр; ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ун ҫине ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫылӑх парни; 12. ӑна священник патне илсе пытӑр, священник ҫавӑнтан асӑнмалӑх тулли ывӑҫ ӑсса илтӗр те Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр: ку — ҫылӑх парни; 13. вӑл ҫав ӗҫсене хӑшне те пулин туса ҫылӑха кӗнӗ пулсассӑн, священник ӑна ҫылӑхӗнчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; тырӑ-пулӑ парни пек, [юлашки юлни] священника пулӗ, тенӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унӑн сурӑх кӳме халӗ ҫитеймест пулсассӑн, хӑй ҫылӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳме икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн патӑр: пӗри — ҫылӑх парни, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пултӑр; 8. ҫакна вӑл священник патне илсе пытӑр, [священник] вара ҫав вӗҫен кайӑксенчен ҫылӑхшӑн памаллине малтан кӳтӗр, вӑл унӑн пуҫне мӑйӗнчен пӑрса хуҫтӑр, анчах татсах ан илтӗр; 9. ҫак ҫылӑх парни юнӗпе вӑл парне вырӑнӗн аяккисене сирпӗттӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне юхтартӑр: ку — ҫылӑх парни; 10. хунӑ йӗрке тӑрӑх, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳтӗр; священник ӑна ҫылӑхран, ҫылӑха кӗнинчен ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ пӗр кӳме ҫинче ларакан дамисемпе калаҫнӑ вӑхӑтра ытти кӳмисем ман сӗтел ҫинче йӗри-тавра ерипен ҫаврӑнса ҫӳретчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Василий тӑратнӑ ҫухине антарать, картусне хывса силлет; Володя кӳме ҫиттине сирсе пӑрахать; эпӗ, кӳмерен пуҫа кӑларса, уҫӑ та тутлӑ сывлӑша тӑранайми ҫӑтатӑп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пурте тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ: виҫ лаша кӳлнӗ кӳме вӗҫтерсе пынӑ; лашисем хуп-хура шыва ӳкнӗ; кӳминче, ӳречесенчен тытса, каллӗ-маллӗ пӑхкаласа, упа ларса пынӑ.Катит тройка вся в мыле, на телеге сидит медведь, держится за грядки да по сторонам оглядывается.
Упа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Еремей, шухӑша кайса, кӳме умӗнче тӑрать, ҫан-ҫурӑмне ӳркенсе хыҫкалать вӑл, ҫуса тасатман кӳме ҫине, типсе хытса ларнӑ пылчӑк ҫине тӗксӗммӗн пӑхать, пӗр шухӑш ӑна пӗтӗмпех анӑратса ҫитернӗ ӗнтӗ, — мӗн тумалла-ши: кӳмене ҫума, ураписене сӗрме пуҫламалла-ши, е ҫаплипех кӳлсе ямалла-ши?
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Рене-Жан «кӳмене кӳлӗнетӗп», — тесе пӗлтерчӗ, Жоржеттӑн — кӳме ҫине ларса ярӑнас килнӗ пулмалла.Рене-Жан захотел превратиться в коня, а Жоржетта — в пассажира.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ун куҫӗ умӗнче ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртрӗ: подъезд умне кӳме ҫитсе чарӑнчӗ, унӑн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, кӳмерен мундир тӑхӑннӑ пӗр господин кукӑрӑлса тухрӗ те пусма тӑрӑх чупса хӑпарса кайрӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
— Ваше превосходительство, ман шутпа венски кӳмерен лайӑх кӳме ҫук пек, — сӑмах хушрӗ полковник.— Мне кажется, ваше превосходительство, — заметил полковник, — нет лучше коляски, как венская.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Апла пулин те патшалӑхӗнчи ҫыннисене никама та юратнӑ туррине парне кӳме чарман вӑл, унран та ытларах, питӗ хӳхӗм, шутлавлӑ Эллаан — маовитянка, ун чухне патшан чи савнӑ арӑмӗ пулнӑскер — ыйтнипе, хӑй те Ҫуллӑ ту ҫинче Хамос капищине, маовитсен йӗрӗнӗҫне, тутарнӑ-ха.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Мов» кӳме ҫинчи хӗрарӑмсене шухӑшпа салтӑнтарать те вӗсен кӑкӑрӗсене, урисене хыпашлать.«Mob» чувственно раздевает женщин в колясках, щупает их груди, ноги.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Хаклӑ та ҫӑмӑл кӳме ҫинче илемлӗ, ҫинҫе пилӗклӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Анчах килӗшӳ кӳме юратакан ҫынсем те тупӑннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Чугун ҫула мӗнле те пулин пӗлсех сиенленӗшӗн, ҫавна туни вӑл ҫулпа пыракан транспорта инкек кӳме пултарать пулсассӑн, тата ун пирки шар пулассине айӑплӑ ҫынни пӗлнӗ пулсассӑн… ӑнланатӑн-и?
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Инкӗшӗ айлӑмра кӳме ҫинче ларнӑ чух Штольц Ольга хыҫҫӑн пӗр-пӗр ансӑр сукмакпа пырать; Ольга мӗнле чарӑнса тӑнине, ту ҫине мӗнле хӑпарнине, мӗнле сывлӑш ҫавӑрса илнине, ун ҫине мӗнле пӑхнине Штольц вӑрттӑн тимлесе сӑнать: Ольга ун ҫине пуринчен малтан пӑхса илессе шансах тӑрать вӑл.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӳме чарӑнчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956