Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тӗрлӗ вак-тӗвекшӗнех: тухса ларнӑ чечекпе те, тӗлӗнмелле лайӑх ӳснӗ кишӗрпе те, хӗрачин ҫӗнӗ кӗпипе те хӗпӗртенӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем тухса кайнӑ чух, — ирландец котелокпа тата туяпа, Сӗрӗм шурӑ кӗпипе, така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкпе, — Матвее иккӗше те тӗлӗнмелле тӗлӗкре курӑнакан этемсем пекех туйӑнса кайнӑ.
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫуртасем те, ҫивитти те, Сайлас тетен кӗпипе сирӗн кӗпӗре те, кашӑксемпе тирӗксем те, ҫӗҫӗсем, ҫатма, арман чулӗ, ҫӑнӑх вӑрлама лекрӗ, — пӗтӗмпе каласа та пӗтереймӗн!
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакӑнпа пӗрлех тӑхӑннӑ кӗпипе шухӑша кайнӑ пичӗсем ҫак ача Европӑри вӗренӳсемпе паллашнине астутараҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тоня унӑн тӗсӗ кайнӑ хӗрлӗ кӗпипе лучӑрканса пӗтнӗ йӗмӗ ҫине тиркенӗ пек пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пробиркисене аялтан тӑхӑнакан кӗпипе тепӗр хут чӗркесе япаласен варрине хучӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Вӗсем харкашса-тавлашса тӑнӑ хушӑра лешсем обоз тачанки патӗнче ҫамрӑк еврейӑн тӗрленӗ кӗпипе шалпар йӗм пӗҫҫиллӗ пустав шӑлаварне хывса илчӗҫ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшка арча ҫинче амӑшӗн хура юбки, кӗпипе хулӑн пиртен ҫӗленӗ пушмакӗсем — вилнӗ хӗрарӑмсене нихҫан таврӑнми инҫе ҫула ӑсатнӑ чух тӑхӑнтаракан пӗтӗм ҫи-пуҫ таврашӗ выртнине курчӗ, — курчӗ те шурса кайрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр эрне ырма пӗлмесӗр пулӑ тытнӑ хыҫҫӑн кӗпипе шӑлаварӗ чӗрӗ пулӑн сӳрӗле пӗлми шӑршипе касӑлса ларчӗ те, юлашкинчен Аникушка тем парсан та унпа пӗр ҫӗрпӳртре ҫӗр каҫма килӗшмерӗ:
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пухӑва ертсе пыма Прохор Цапкина хушрӗҫ — вӑл президиум сӗтелӗ хушшинче, йӑмӑх хӗрлӗ кӗпипе куҫа ҫисе ларать, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хуҫлатса хунӑ, хӑйне хушнӑ чыслӑ та пысӑк ӗҫ мӗне пӗлтернине ӑнланса мӑнаҫлӑн пӑхкалать.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мишка ӑна васкаса илчӗ те унта хӑйӗн аялтан тӑхӑнакан кивӗ кӗпипе йӗмне тупрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эсӗ, юлташӑм, мана офицер кӗпипе ҫуралнӑ тесе ан шухӑшла.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мархва пуҫне ҫӗклерӗ те йынӑша-йынӑша хӑйӗн юнланса пӗтнӗ пит-куҫне кӗпипе шӑлма тытӑнчӗ.Марфа подняла голову и, стоная, вытирала окровавленное лицо рубахой.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Эпӗ ӗҫлеме пӗлместӗп вӗт, — терӗ Оленин, симӗс туратсем витӗр арба айнелле пӑхас мар тесе тӑрӑшса, унта вӑл Марьянӑн сенкер кӗпипе хӗрлӗ тутӑрне асӑрхарӗ.
XXXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Владимир Ефимович аялти кӗпипе кравать ҫине ларнӑ та аттине хывать, мекӗрленинне пула хӗремесленнӗскер: «Мана, Шурочка, пӗлетӗн-и, сан Ромашову акӑ мӗнле йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Тӗлӗнетӗп, мӗн эсӗ унпа ҫав териех явӑҫатӑн?» — тет ҫилӗллӗн те ыйхӑллӑн.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй умӗнче леш тӗнчерен килнӗ ҫынсене курнӑ пек, вӑл Егорушкӑн хӑмач кӗпипе кӳме ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр та ҫӑварне карса пӑрахсах тӗлӗнсе, хӑраса пӑхать.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ялти чи хӗрринчи ҫурт патӗнче тӑрнанни пек вӑрӑм та хытанка ураллӑ хӗрарӑм, аялти кӗпипе ҫеҫ юлнӑскер, алапа тем аллать; али витӗр тухакан шурӑ тусан юлхавлӑн анаталла вӗҫет.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл каҫхи кӗпипе юбкине хывса пӑрахрӗ, ҫаппа-ҫарамасскер, ҫамрӑк пек тӑпӑл-тӑпӑл та хитрескер, ирӗклӗн арча патне иртрӗ, уҫрӗ.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӑхрӑм та хам та кулса ятӑм: эпӗ урапасем патне таврӑннӑ хушӑра мучи те кӗпипе шӗлепкине хывса пӑрахнӑ, йӗм вӗҫҫӗнех пуринчен малта ҫӗмӗрттерсе пырать, кукши кӑна йӑлтӑртатать, кӑвак сухалӗ ҫилпе ҫурӑмӗ хыҫӗнчех вӗлкӗшет.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.