Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шутласа пӑхнӑ-и эс «Алга» колхозӑн кассинче миҫе тенкӗ укҫа пуррине?
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах пирӗн уйрӑм участокран ҫеҫ вӑйлӑ тырпул илмелле мар вӗт-ха, колхозӑн мӗнпур ҫерӗ ҫинче лайӑх тырпул ҫитӗнтермелле.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Колхозӑн ахаль те укҫа ҫук, — терӗ Гариф.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Хӑш колхозӑн ҫӗр пуринчен лайӑхрах, Олимпиада Осиповна?
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак каҫран вара Ятман Тогаев «Алга» колхозӑн председателӗ пулса тӑчӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунне ирех вӑл «Атӑл» колхозӑн ыраш пуссине кайса ҫынсем мӗнле ӗҫленине чылайччен пӑхкаласа ҫӳрерӗ.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Пӗчӗк колхозӑн вӑйӗ те пӗчӗк тесшӗн ӗнтӗ эсӗ?
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Лешӗ хисеплесе чӗннӗшӗн тав турӗ, анчах кайма шутламарӗ: мӗн лайӑххи пултӑр ҫав кайра пыракан колхозӑн ферминче?
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӗчӗк колхозӑн правлени ҫурчӗ те пӗчӗк, унта халӑха ларса тӑма та вырӑн сахал.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— «Атӑл» колхозӑн тырпул тухӑҫлӑхӗ кӳршӗллӗ ялсеннинчен чылай пысӑкрах, ку вӑл эсир уй-хир ӗҫне нумӑй вӑй хуни ҫинчен калать.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗҫӗ ун нумай: вӑл ҫак чылаях пысӑк колхозӑн учет ӗҫне пӗчченех туса пырать.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ялхуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ чухне те халӑх хорне, «Марксист» колхозӑн пултарулӑх ушкӑнне те ҫӳренӗ.
Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre
Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккинче «Мами» колхозӑн уй-хир бригадирӗ, ферма ӗҫченӗ Ольга Михайловна Васильева (1945-2022) ӗҫлесе пурӑннӑ.
Ҫӗнӗ Кармами выҫҫӑлккине — 100 ҫул // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... %83%d0%bb/
Кӗркунне енне вӑл колхозӑн силос шӑтӑкӗсем патне иленчӗ, куллен кӗтӳ хыҫҫӑн ҫавӑнта илме каймаллаччӗ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Каччӑ ура ҫине тӑма та ӗлкӗреймест — колхозӑн чаплӑ урхамахӗ хапха умне пырса та чарӑнать.
Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.
Пирӗн колхозӑн кусарӗ витсех каймасть-ҫке.
Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.
— Вӑл выльӑх кӗтӗвӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех колхозӑн пулнине пӗлтерет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑй Владимир ӑрачӗ лаша ҫине, лешӗ мӑнтӑр та ҫӳллӗскер, (ҫав ӑрат лаша пурччӗ колхозӑн) ялт ҫеҫ сиксе утланатчӗ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Колхозӑн тӗп ялӗнчен сакӑр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уя хӑвӑртрах сухаласа пӗтерес тӗллевпе пӗрле ӗҫлекен юлташӗпе ылмашӑна-ылмашӑна сухаларӗҫ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Колхозӑн аслӑ поварӗ сысна усрамасан та ашсӑр яшка пӗҫермест.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.